Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Калама кăна вĕт! Çак пархатарлă ĕçпе Пăва районĕнчи Элшел ялĕн хĕрĕ Надежда Серебрякова аппаланать.
Надежда Михайловнăн нумай ачаллă çемьере çуралса ӳсмелле пулнă. Анчах та çак çемьере çуралнă ачасем вилсе пынă. Çапла çичĕ ачаран иккĕн çеç çут тĕнчене юлнă.
– Мана Няття тесе чĕнеççĕ. Анчах та аттепе анне ачисем вилсе пынипе Надя ятпа çыртарнă. Çавăн хыççăн пурнăç йĕркеленсе кайнă вĕсен, – тесе каласа парать Няття аппа ассăн сывласа.
Няття аппа – ал ăсти. Вăл паянхи кунччен 21 хушпу пуçтарса çĕленĕ.
– Мĕн ачаран хушпу тăвасси ĕмĕтре пулнă манăн, – аса илет Элшел хĕрĕ. – Пирĕн çемье пуян пулман. Çавăнпа та хĕрсем тухьясемпе, унтан хушпусемпе çӳренĕ чухне питĕ чĕре ырататчĕ. «Май пулсан, пурпĕрех çĕлесе тăхăнатăп-ха», – теттĕм. Çапла 1965 çулта пĕрремĕш хушпу тунă хыççăн ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Ăна эпĕ пĕтĕм чунтан-чĕререн çĕлесе лартăм. Питĕ хитре пулса тухрĕ. Ман çинче хитре хушпу курнă хыççăн тăван-хурăнташсем те çĕлесе пама ыйтрĕç. Çапла паян кунччен те тенкĕсем пуçтарса, вĕсене çĕлесе ĕмĕрлĕхе асăнмалăх чаплă япала туса ăсталатăп.
– Пĕрремĕш хушпу мĕнрен тунăччĕ? Астăватăр-и? – кăсăклантăм эпĕ.
– Астумасăр… Малтан шăвăçран кăна тума пуçларăм. Унтан трактористсем çĕр сухаланă чухне чукун чӳлмек тупнăччĕ. Ун ăшĕнче 1924 çулхи укçасем тухрĕç. Вĕсене те çавăнта хушса пытăм, – хуравлать Няття аппа ассăн сывласа.
Надежда Михайловна 80 çултан иртнĕ кинеми. Хăй вăхăтĕнче нумай хура-шуррине курнă темелле. Элшелĕнче пурăнса колхозра сахал мар çул вăй хунă. Ачисем çитĕнсе хулана тухса кайсан 1985 çулта вăл та Чĕмпĕре çул тытать. Хулара пурăнсан та Няття аппа юратнă ĕçне пăрахмасть. Пушă вăхăт тупăнсанах хушпу çĕлеме ларать.
Хушпу тенĕрен, вăл пуçа тăхăнакан хатĕрне çеç мар, мăй çӳхи те, шӳлкеме те, ама та, çитменнине тата тевет те хатĕрлет. Пирĕн, Тăхăрьял енче, хушпу çумне çаксем пурте кĕреççĕ. Уйрăммăн-уйрăммăн тăхăнмаççĕ.
Каларăм ĕнтĕ, Няття аппа питĕ усăллă та кăмăллă ĕç тăвать. Вăл туса панă хушпу тата тенкĕсенчен çĕленĕ хĕрарăм хатĕрĕсем ĕмĕр манми япаласем пулса юлаççĕ. Туйсене тата ытти çĕре кайнă чухне асăннă хатĕрсене тăхăнакан çын яланах Няття аппана аса илет, ăна сывлăх сунать.
Надежда Михайловна вара çынна кирлĕ япала туса панипе кăмăллă пулса савăнать кăна. Турă сывлăх патăр Няття аппана. Малашне те аллисем ĕçлеччĕр, урисем утчăр, пурнăçĕнче телейлĕ самантсем çеç пулччăр. Ывăлĕпе икĕ хĕрĕн пархатарне курса çеç пурăнмалла пултăр.
 
: 1465, Хаçат: 43 (1033), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: