Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей ШĔМĕн сотрудникĕсен профессилле уявне халалласа полици сотрудникĕсен ачисен хушшинче ТР ШĔМĕн Кубокĕшĕн картинг енĕпе ăмăрту ирттересси Тутарстанра йăлана кĕнĕ пулăм. Право хуралĕнче тăрăшакан атте-аннене кубок çĕнсе илсе савăнтарни нимĕнле парнепе те танлашаймасть-çке. Кăçал та акă ТР ШĔМ, ТР автомотоспорт федерацийĕ, «ТР БДД наукăпа вĕрентӳ программисене финанслакан дирекци» ГКУ тата «Форсаж» картинг-центр октябрĕн 18-мĕшĕнче Хусанти «Форсаж» картинг-клубра ăмăрту йĕркелерĕ. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен автомобиль спортне юратакан 9-16 çулти 59 ача вăй виçрĕ.
Сăмах май, кăçалхи ăмăрту шучĕпе 8-мĕш пулчĕ. Çак вăхăтра ку ăмăртăва çĕршер ача хутшăнса хăй вăйне тĕрĕслеме ĕлкĕрчĕ кăна мар, автомобиль спорчĕпе ĕмĕрлĕхех туслашма та ĕлкĕрчĕ. Пуçласа руль умне картинг-клубсенче ларакансенчен ӳссе çитсен профессионал спортсменах мар пулсан та, çул-йĕр правилисене пăхăнакан автомобилистсем пулаççех. Мĕншĕн тесен çамрăк спортсменсене кун пек клубсенче «Honda GX 200», «Honda GX 270» двигательлĕ машинăсемпе çӳреме çеç мар, çул-йĕр правилисене те вĕрентеççĕ.
Çулсем çинче автомобилист-хĕрсен шучĕ ӳснинчен тĕлĕнмелли çук, картинг-клубсене те акă юлашки çулсенче хĕр ачасем йышлăн çӳреççĕ, ăмăртусене хутшăнса çĕнтереççĕ те. Кăçалхи ăмăртура та акă хĕр ачасен шучĕ сахал марччĕ, вĕсем те ятарлă машинăсен рульне тытса арçын ачасенчен кая мар ăмăртрĕç. Пьедесталăн çӳллĕ картлашкине вара Пăва хĕрĕ йышăнни пĕрре те кĕтменлĕх пулмарĕ.
Ăмăрту 14 сехетре пулать тесе пĕлтерчĕç пулин те тĕрĕссипе вăл ирпе ирех пуçланчĕ. Хусан хулинчен чылай аякра вырнаçнă районсенчи çамрăк спортсменсем вăрăм çула кĕскетсе «Форсаж» клуба ирхине 8 сехет тĕлнех çитрĕç. Паллах, ачасем малтан тренировкăсем ирттерсе трассăна, хăйсене шаннă техникăна тĕрĕслерĕç. Унтан вăйлăран та вăйлăраххисене ала витĕр кăларнă евĕр тапхăр хыççăн тапхăр суйларĕç. 59 ачаран финала тухакансен шучĕ, паллах, нумайăнах юлмарĕ, анчах вĕсенчен те виççĕшĕ çеç пьедесталăн çӳллĕ картлашки çине хăпарма пултарчĕ. Ăмăртура çĕнтересси, паллах, çамрăк спортсменăн пултарулăхĕнчен кăна килмест, кунта тренерăн ĕçĕ те, тренировкăсен шучĕ те, техника кивĕ е çĕнĕ пулни те витĕм парать. Пытармăпăр, яллă вырăнсенче пурăнакансен майĕсем хуларисенчен чылай сахалрах. Апла пулин те ăмăртăва хутшăнни, ыттисен хушшинче вăя тĕрĕслени хăй мĕне тăрать-çке, çитменнине кашни ăмăрту – пысăк опыт.
Ăмăртăва хутшăннă 59 ачаçеç-çке, эппин, 16 çула çитиччен ăсталăха ӳстерме вăхăчĕ çителĕклех.
Çапла вара кăçалхи ăмăртура ытти çулсенчи пекех ӳсĕм çулне кура ăмăртрĕç.
9-12 çултисен хушшинче «Honda GX 200» двигательлĕ машинăпа ăмăртса Руслан Сафаров (Хусан) – I, Исламхан Латипов (Сарман районĕ) – II, Расим Ганиев (Арск районĕ) – III;
12-16 çултисен хушшинче «Honda GX 270» двигательлĕ машинăпа Алия Гималтдинова (Пăва районĕ) – I, Ильфат Садретдинов (Азнакай районĕ), Ильфат Шакиров (Хусан) – III вырăнсем йышăнчĕç.
 
: 1049, Хаçат: 43 (1033)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: