Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Октябрĕн 11-мĕшĕнче, Пушкăртстан Республикин кунĕнче, П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн коллективĕ Федерацин Атăлçи округĕнчи виçĕ республикăн халăх поэчĕсене (хăнасем пĕр кун маларах Пушкăртстанăн халăх поэчĕн Мустай Каримăн палăкне уçма хутшăнчĕç) йышăнчĕ.
Хисеплĕ хăнасенчен пĕри чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай пулчĕ. Калас пулать, поэтăмăр Ĕпхĕве кашни килмессерен вырсарни шкулне кĕмесĕр каймасть. Валери Туркайпа пĕрле пирĕн пата хальхинче тутар халăх поэчĕпе Ринат Хариспа пушкăрт халăх поэчĕ Кадим Аралбаев та килчĕç.
Хăнасене вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем, вĕрентекенĕсем, ашшĕ-амăшĕсем тата «Нарспи» фольклорпа этнографи ансамблĕ кĕтсе илчĕç. Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай пирĕн библиотекăна Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ. Вĕсен шутĕнче Мустай Каримăн, Кайсан Кулиевăн, Габдулла Тукайăн, Расул Гамзатовăн чăвашла куçарнă сăвă пуххисем тата Константин Ивановăн çичĕ чĕлхепе куçарса пĕр кĕнекен тухнă «Нарспи» поэми.
Халăх поэчĕсем пурте тухса калаçнă чух Раççейĕн тĕп эткерлĕхне: историлле астăвăмне, истори палăкĕсене, культурине, тăван чĕлхине сыхласа хăварасси çине пусăм турĕç. Çак пуянлăх ачасемпе çамрăксене воспитани пама, Раççее патшалăх пек упраса хăварма пулăшаççĕ. Кашни поэт хăйĕн сăввисене тата «Нарспи» поэмăн сыпăкĕсене тăван чĕлхипе каларĕç.
Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе Галина Кирилловăпа Раççей халăх артисчĕ Идрис Газиев чăваш тата тутар юррисене питĕ хитре юрларĕç.
Вырсарни шкулĕнчи Республика кунĕн чи хумхануллă, тĕлĕнмелле саманчĕ пушкăрт халăх поэчĕ Мустай Карим чăваш халăхне чĕнсе калани пулчĕ. Видеочĕнĕве XXI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çыртарнă. Халăх поэчĕ унта чăваш чĕлхин нимĕнпе танлашман илемĕпе, «Нарспи» тĕлĕнмелле поэмăпа, Константин Ивановăн пултарулăхĕпе чун-чĕререн хавхаланнине пĕлтерет. Çывăх тусĕсене чăваш халăх поэтне Ухсай Яккăвне тата Филипп Вуколов-Эрлика ăшшăн асăнать.
Хăнасем çаплах вырсарни шкулĕн директорне Иван Тарасова «Пушкăртстан Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят илнипе саламларĕç.
Вырсарни шкулĕнчи тĕлпулăва çаплах Чăваш Ен Правительствин суту-илӳпе экономикин Пушкăртстанри представителĕ Владимир Портнов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн советникĕ Федор Кузьмин, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ Валерий Сидоров, Пелепей хулипе районĕнчи Канашăн ĕçтăвкомĕн председателĕ Владимир Яковлев, «Шуратăл» литература пĕрлĕхĕн яваплă секретарĕ Геннадий Челбир, Александр Савельев-САСпа Лидия Шуратăл писательсем, биологи наукисен докторĕ Валентина Горбунова, ял хуçалăх наукисен докторĕ Владислав Сергеев, медицина наукисен кандидачĕ Петр Петров, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем Людмила Мурманскаяпа Юлия Захарова хутшăнчĕç.
 
: 928, Хаçат: 43 (1033)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: