Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПУШКĂРТСТАН. Пауэрлифтинг тата армрестлинг енĕпе спорт мастерĕ, «Раççейĕн чи вăйлă çынни» турнирта тăватă хутчен çĕнтернĕ Эльбрус Нигматуллин тунтикун Ĕпхӳри чукун çул вокзалĕн пĕр çулĕ çинче тăракан 370 тонна туртакан электропоезда «парăнтарма» хăтланнă. Шел пулин те хальхинче ĕç ăнман улăпăн. Спортсмен ултă хутчен поезда вырăнтан хускатма хăтланнă, анчах кăлăхах. «Тренировкăра состава вырăнтан хускатма май килнĕччĕ, – хăй куляннине пытармасть Эльбрус, – хальхинче темшĕн ĕç тухмарĕ. Апла-тăк тренировкăсем, вăхăт кирлĕ. Поезда вырăнтан тапрататăпах». Халиччен вара Раççейĕн вăйлă çыннисенчен пĕри пĕрле 32 тонна таякан икĕ автобуса, 195 тонна таякан Ан-24 «Руслан» самолета тата пĕрле 128 тонна туртакан 7 трамвая вырăнтан куçарнă.
УЛЬЯНОВСКРА ĕнер декретлă отпускра ларакан хĕрарăмсен пĕрремĕш форумĕ иртнĕ. Унта 350 ытла çын хутшăннă. Форумăн тĕп тĕллевĕ – облаçри ĕç тăвакан власть органĕсене, профсоюзсене, ĕç паракансене тата обществăлла организацисене ачаллă хĕрарăмсем валли кирлĕ условисем туса пама пулăшасси. Форум вăхăтĕнче çавра сĕтелсем, мастер-классем иртнĕ. Нумай ыйтăва сӳтсе явса уçăмлатма май килнĕ пухура.
ЧĂВАШ ЕН. Октябрĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан пĕр çын вырăнти полици уйрăмне пырса хăйĕн йыттине такам вăрлани пирки заявлени çырнă. Арçын каланă тăрăх, вăл полицие пырас умĕнхи кун каçпа йыттипе уçăлма тухнă. Çула май çывăхри лавккана та кĕрсе тухма шут тытнă. Лавккана йытăпа кĕме юраманни паллă ĕнтĕ, çавăнпа та хуçи ăна суту-илӳ комплексĕнчи фойере кăкарса хăварнă. Каялла килнĕ те… хăйĕн йыттине çав вырăнта тупайман, йĕп пек çухалнă «брюссель гриффонĕ» текен ăратлă йытă. Палăртмалла: çак ăратлă йыттăн çури сахалтан та 20 пин тенкĕ тăрать. Тупаятчĕ-ши полици йытта? Калама йывăр. Анчах та ку тунтикун, октябрĕн 21-мĕшĕнче, ăслă йытă хăех килне таврăннă. Шанчăклă тус тесе мĕнле каламăн ĕнтĕ ăна çакăн хыççăн? Паллах, çак тĕлĕшпе полицире уголовнăй ĕç пуçарнă, халĕ тĕпчев пырать, йытта вăрлаканĕ 45-50 çулсенчи хĕрарăм тесе шутлаççĕ.
Чăвашла ача-пăча валли литература кăларма 2011 çулта грантсем парассине çирĕплетнĕ. Пĕлтĕр жюри пирвайхи премисене панă. 2012 çул çĕнтерӳçисен шутне Сергей Павлов «Шупашкар кулачĕ» ал çырăвĕпе тата Галина Антонова «Чăваш» поэмипе кĕнĕ. Хальхи вăхăтра асăннă произведенисем пичетленсе тухса кĕнеке лавккисене çитнĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче кăçалхи çĕнтерӳçĕсем те паллă пулчĕç. «Шкулчченхи тата шкулта вĕренекен кĕçĕн çулхи ачасем валли хайлав» номинацире Арсений Тарасовăн «Чăваш кĕпи» ал çырăвĕ (50 пин тенкĕ), шкулта вĕренекен вăтам çулти ачасем валли çырнисенчен Владислав Николаевăн «Хула хĕр ачин ялти путишĕсем» хайлавĕ (75 пин тенкĕ), аслă çултисем валли хайланисенчен Елен Нарпин «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» ал çырăвĕ (75 пин тенкĕ) çĕнтернĕ. Конкурсра çĕнтернĕ ал çырăвĕсене 2014 çулта кун çути кăтартма палăртса хунă.
 
: 1658, Хаçат: 43 (1033), Категори: Кӳршĕсенче

Комментарисем:

А. ХМЫТ (2013-10-25 20:57:07):
Матухтанăп Суварпа!!!!

А.ХМЫТ (2013-10-25 21:00:02):
Мухтанатăп "Суварпа"!!!

тупата (2013-11-10 17:49:12):
Мухтанни мар, мăнаçланни вырăнлăрах мар-ши?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: