Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Октябрĕн 22-мĕшĕнче Хусан çумĕнчи Дербышки поселокĕнче вырнаçнă 58№ шкулта чăваш халăх юррисем янăрарĕç, вăййисем иртрĕç. Кунта музыка учителĕ Софья Бедретдинова «Халăхсен вăйă карти» ятлă кану каçĕ ирттерчĕ.
Софья Мансуровна çак шкулта нумай çул ĕçлет. Тĕрлĕ наци ачисене те сахал мар вĕрентнĕ, вĕрентет те. Дербышки поселокĕн шкулне вырăнта пурăнакан ачасем çеç мар, кӳршĕ ялсемпе ытти поселоксенчен те нумай ача пĕлӳ илме çӳрет. Софья Мансуровна халăхсен юрри-ташшисене, вĕсен вăййисене ăнланса, сума суса, çитменнине тата сыхласа хăварас тесе самай тăрăшать. Çавăнпа та шкулта вăл «Интернационаллă туслăх» ятлă клуб йĕркелесе янă.
Асăннă клуба 1-мĕш класс ачисенчен пуçласа аслисем таранчченех кăсăкланса çӳреççĕ. Ачасем Тутарстанра пурăнакан кашни халăхăн культурине, йăли-йĕркине, çаплах чĕлхине те вĕренеççĕ.
58№ вăтам шкулта çакăн пек клуб пулнине ТР Халăхсен ассамблейи те питĕ лайăх пĕлет. Хусанти Туслăх çурчĕпе те питĕ туслă.
Хальхинче акă, чăвашсем çине витĕм кӳчĕç. Хусанти чăвашсен «Салам» фольклор ушкăнне чĕнсе чăн-чăн уяв ирттерчĕç.
Мероприятие чи малтан шкул ачисем чăваш сăмахĕсемпе ыр сунса, сăвăсем каласа уçрĕç. Унтан вара кашни класс вăйă кăтартса пачĕ. Питĕ килĕшрĕ пире тутар, вырăс, чăваш тата ытти халăх ачисем чăваш юррисене юрласа, ташласа кăтартни.
«Салам» ушкăнăн тум-юмне курсан вара, вĕсен юррисене итлесен вĕсем калама çук тĕлĕнчĕç. Ура çине тăрса хыттăн алă çупрĕç.
– Эпир те малашне çакăн пек кĕпесем тăхăнма, «Салам» юрлакан юрăсене юрлама шантаратпăр, – терĕç вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те.
– Чăвашсене эпир халиччен пасарта çеç асăрханă. Анчах та кун пек хитрелĕхе халиччен курман. Мĕнле илемлĕ вĕт-ха! – теççĕ Дербышкинче пурăнакансем тĕлĕнсе. – Юррисем юхса пыраççĕ, чуна çавăрса илеççĕ. Мăнаçланмалăх пур.
Çапла кану каçĕ питĕ ăшшăн иртрĕ. Шкул ачисем, кашни класс, «Салам» ушкăн юрăçисемпе уйрăммăн-уйрăммăн тăрса сăн ӳкерĕнчĕç. Пилĕк-ултă фотоаппарат пĕр чарăнмасăр чаклаттарса тăчĕ.
Кĕçĕн класра вĕренекен хĕр ачасем вара саламçăсене тахçантанпах пĕлекен çынсене курнă пек ыталасах ăсатрĕç. Вăрах тăмасăр тата та килме йыхăрчĕç.
Калама çук кăмăллă тĕлпулу иртрĕ çав кун. Ачасем чăвашсен юррине чун-чĕререн итлени куçĕсенчен пăхсанах курăнчĕ. Ачасем – пирĕн пуласлăх. Çапла иртнĕ тĕлпулу хыççăн халăхсем хушшинче туслăх малашне те пĕтменни палăрчĕ. Ку вара пире пурне те савăнтарать. Канăç парать.
Софья Бедретдиновăна тата шкул директорне Гульнар Коптелевăна çакăн пек пархатарлă ĕç тунăшăн, халăхсене пĕрлештерекен клуб йĕркеленĕшĕн тав сăмахĕ çеç каламалла. Асăннă ĕçе вара малалла та аталантарса пыма сунатпăр.
 
: 871, Хаçат: 43 (1033)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: