Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АКСУ районĕн çар комиссариачĕ янă черетлĕ взвод (26 каччă) октябрĕн 1-мĕшĕнче партта хушшине ларса «ВУС-837» программăпа çар специальноçне – «С» категориллĕ çар водительне – вĕренме тытăннă. Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисем тӳлевсĕрех вĕренсе специальность илсен хĕсмете çар водителĕсем пулса тĕллевлĕн каяççĕ. Кунсăр пуçне каччăсем çак вăхăтра çар наукине те вĕренеççĕ. Халăх калашле, вĕренни нихăçан та ытлашши мар, алла илнĕ çак специальноçпа каччăсем çартан таврăнсан та çăмăллăнах ĕçе вырнаçма пултараççĕ.
НУРЛАТ районĕнчи Якаел ял хутлăхĕ ялăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакансене май пур таран хавхалантарма тăрăшать. Иртнĕ канмалли кунсенче, тĕслĕхрен, ял çыннисем «Казань» юрăпа-ташă ансамблĕн пултарулăхĕпе паллашнă. Ĕçтăвкомăн коллективĕ çынсене билет панипе кăна çырлахман, халăха Нурлатри концерта илсе кайса килме транспорт та тупнă. Çитес вăхăтра ял çыннисене Кама леш енчи тата Нурлат хулин регионти музейне илсе кайма хатĕрленеççĕ.
ЭЛКЕЛ районĕнчи тепĕр икĕ ялăн çул-йĕр ыйтăвне татса панă. Çак кунсенче Кивĕ Салман – Кивĕ Тахтал 6,1 километр çул участокне хута янă. Çĕнĕ çула IV техника категориллĕ нормативпа (икĕ енлĕн юхăмлă) тунă-мĕн. Кунсăр пуçне Алексеевски – Высокий Колос – Юлдуз çул участокне те реконструкци хыççăн уçнă.
ЕЛАБУГĂРА çак кунсенче «2013 çулта чи хăтлисем» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерӳçĕсене тăватă номинаципе: «Харпăр хуçалăхăн чи хăтлă картишĕ», «Чи хăтлă нумай хутлă çурт», «Вĕренӳ заведенийĕн чи хăтлă территорийĕ» палăртнă. Конкурсра шкул çулне çитичченхи тата вăтам шкулсен хушшинче 1№ гимназие, хулари предприятисенчен «Елабугадорстрой», харпăр секторта Нефтяниксен проспекчĕн 98№ çуртăн картишĕ чи хăтли тесе йышăннă. Çĕнтерӳçĕсене газонокосилкăпа бензопăчкă парса чысланă.
ПĔКĔЛМЕРИ «Ялкын» социаллă приютра Раççей десантникĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕ пулăшнипе Шурă Тăрна кунне ирттернĕ. Мĕнпур вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса иртекен çак куна Раççейре октябрĕн 22-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Ăна Дагестан халăх поэчĕ Расул Гамзатов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Асăну кунĕ приютра ăш-пиллĕ иртнĕ, аслисемпе ачасем тĕл пулнисĕр пуçне пурте пĕрле Р.Гамзатовăн поэзине итленĕ, тĕрлĕ вăйăсене хутшăннă. Десантниксем – арçын ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх, десантник пулма ĕмĕтленмен ача çук та пуль. Хальхинче те акă вĕсем арçын ачасене хĕсмете кайма хатĕрленмелли кирлĕ сĕнӳсем панă, тĕпрен илсен, лайăх салтак пулас тесен лайăх вĕренмелле, спортпа туслă пулмалла-мĕн. Ачасем те парăмра юлман хăнасене мĕнпур халăха пĕрлештерекен символ – хутран касса тунă шурă тăрна парнеленĕ.
ХУСАН çывăхĕнчи «Çĕнĕ Тура» территорийĕнче 10 гектар лаптăкра çитес вăхăтра общежити, хăна çурчĕсен комплексĕ, кафе-ресторансем, аптека, химчистка, банксен уйрăмĕсем, полици пункчĕ, Миграцин федераллă службин тата хурал службин подразделенийĕсен çурчĕсем ӳссе ларĕç.
 
: 1203, Хаçат: 43 (1033), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: