Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Францирен кроликсем кӳнĕ
Çак кунсенче Тутарстана Францирен продуктивлăхĕ пысăк «Калифорнийская белая», «Новозеландская белая» ăратлă кролик çурисене (1-10 кунрисем) кӳнĕ. Автотранспортпа илсе килнĕ чĕр чунсене тӳрех Çӳлтӳ районĕнчи «Кроликсен ăрат завочĕ» ХАОна янă. Унта малашне çак ăратсене ĕрчетме тытăнаççĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА.
Хирти ĕçсем
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин оперативлă даннăйĕсем тăрăх, октябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне республикăра сахăр чĕкĕнтĕрне пĕтĕмĕшле лаптăкăн 80 процентне (44,2 пин гектар), пурĕ 1640,9 пин тонна кăларнă. Пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 371 центнер. Кăçал сахăр чĕкĕнтĕрĕн тухăçлăхĕпе Апас (450 центнер), Пăва (439) тата Заинск (438) районĕсем малта.
Кунсăр пуçне çĕр ĕçченĕсем 21,4 пин гектар (31,0 пин тонна) хĕвел çаврăнăшĕ пухса кĕртнĕ. Ку культурăн тухăçлăхĕпе Элкел (18,7 центнер) тата Пăва (17,0) районĕсем пĕрремĕш вырăнта. Çĕртме сухине пĕтĕмпе 1646,8 пин гектар лаптăкра тунă.
Çĕнĕ йышши пулă
Пĕтĕм тĕнчери ирригацилле пулă ĕрчетессин наукăпа тĕпчев институчĕ Волгоград облаçĕнчи «Флора» пулă ĕрчетекен хуçалăхра карпăн «рамчатый» çĕнĕ ăратне кăларнă. Тĕпчевçĕсен тĕп тĕллевĕ – пулăсен пурăнаслăхне, ӳсессине тата ашĕн пахалăхне лайăхлатасси. Çĕнĕ ăратăн уйрăмлăхĕ хуппи çурăм тата хырăм айĕнче вырнаçнă. Вăл хăвăрт ĕрчет, 7– 8 çулти пулă ами 535-690 пин штук вăлча сапма пултарать. Кунсăр пуçне шăрпи те сахалрах. Çĕнĕ ăрата пулă хуçалăхĕсенче ĕрчетме те питĕ меллĕ.
Инвесторсене илĕртет
РФ ял хуçалăх министрĕ Н.Федоров нумай пулмасть коллеги ларăвĕнче сысна ĕрчетекен отраслĕн эффективлăхне ӳстерес ыйтăва сӳтсе явнă. Юлашки çулсенче Раççейре çак отрасль конкурентлăхĕ ӳснĕрен инвесторсене илĕртме пуçланă. 2008 çултан тытăнса 2012 çулччен çĕршывра 400 производство объекчĕсене юсаса çĕнетнĕ, сыснасен шучĕ 9 миллионран 18,8 миллиона çитнĕ. Тĕпрен илсен, сысна ашĕ туса илесси промышленность шайĕнче. Анчах пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче, кăçал çулталăк пуçламăшĕнче типĕ çанталăка пула выльăх апачĕ ӳсни, аш хакĕ йӳнелни экономика кăтартăвĕсене чакарнă. Ял хуçалăх производителĕсен тăкака саплаштарма патшалăх бюджетĕнчен 5,7 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă.
Шел те, юлашки вăхăтра харпăр хуçалăхсенче сысна ĕрчетесси чакса пырать, сăлтавĕ – африка чумин вирусĕ сарăлни. Çакă ял хуçалăх предприятийĕсенче сыснасен шутне ӳстерме хистет.
Çулталăк пуçланнăранпа 12 инкек
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 9 уйăхра ял хуçалăхĕсенче пурĕ 12 инкек пулнине шута илнĕ, вĕсенчен 8-шĕ инвесторсен хуçалăхĕсенче. Шел те, вилекенсем те пур. Сăлтавĕ – ĕçченсем техника хăрушсăрлăхне пăхăнманни. Шăпах агропромышленность комплексĕнче обществăпа администрацин виçĕ тапхăрлă контрольне йĕркелес ыйтăва отраслĕн профсоюз комитечĕн ларăвĕнче сӳтсе явнă та. Пухăннисем ĕçри инкексен шутне чакарас тесен ĕç сыхлавĕн обществăлла уполномоченнăйĕсем кашни звенора, бригадăра, цехра пулмаллине палăртнă.
 
: 1466, Хаçат: 43 (1033), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: