Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăнна Кушкине октябрĕн 23-мĕшĕнче нумай çын килнĕччĕ. Кунта çак кун Иван Яковлевич Яковлевăн çурчĕ пулнă тĕле Теччĕ районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн пуçарăвĕпе лартнă çĕнĕ часавая уçрĕç. Строительство ĕçĕнче пулăшакансем ытларах Кăнна Кушки çыннисем пулнипе-и, ял-йыш çак пулăмшăн çав тери хĕпĕртерĕ. Халăх иртнĕ уйăхра мемориал хăмине уçнинчен ытларах пухăннăччĕ. Шупашкартан та сахал мар хăна килнĕ: ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, «Тăван Атăл» журналăн шеф-редакторĕ Арсений Тарасов, Эдуард Бахмисов, Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ Ультияр Цыпленков, Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай» ансамбль тата ыттисем. Чĕмпĕртен «Еткер» фондăн президенчĕ Олег Мустаев, Серте Мишши поэт, «Канаш» хаçат ĕçченĕсем, Хусантан ТР ЧНКА ертӳçи Констанин Яковлев, «Юрам-консалт» юристсен компанийĕн генеральнăй директорĕ Александр Саиткин, «Сувар» хаçат ĕçченĕсем килнĕччĕ.
Яланхи пек шупашкарсене кĕтсе вăхăт нумай иртрĕ, çавăнпа та вун пĕр сехетре пуçлама палăртнă уяв пĕрремĕш сехетре кăна тапранчĕ. Патриарх палăкĕ умне чечек çыххисем хурса И.Я.Яковлевăн пĕлтерĕшне палăртнă хыççăн процесси вăл çуралнă çурт тĕлне çул тытрĕ. Часавая уçнă çĕре район пуçлăхĕ Валерий Чершинцев та килсе çитрĕ.
Вăл хăйĕн сăмахĕнче Теччĕ районĕнче кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах ача çуралнине палăртрĕ. Районта çынсем валли сывлăха çирĕплетмелли объектсем ытларах туни çинчен те каларĕ. Ялсенче çакăн пек часавайсем уçăлнине пуçлăх пĕтĕмĕшле ырларĕ. «Кашни ялта пулсанччĕ çакăн пеккисем», – терĕ. Сăмах калакансем тата нумайăн пулчĕç. Патриарха кун пек чыс туни, паллах, кăмăла çĕклентерет. Ялта шкула кăна ан хупчăр тесе пăшăрханаççĕ ватăсем, вĕренекен ача сахал вĕт Кăнна Кушкинче. ТР ЧНКА пуçлăхĕн шухăшĕпе кунта Раççейри чăваш ачисен канăвне йĕркелеме çуллахи лагерь тумалла.
Володар Тимофеев тата унăн юлташĕсем пысăк, пархатарлă ĕç турĕç. Вĕсене мухтаса чунтан тав тăвас килет. Турăшсем илме пулăшнă çĕре ТР ЧНКА Канашĕн сентябрьти ларăвне хутшăннă çынсем те укçа пани аса килчĕ.
Пуçлăхсем строительствăра пулăшакансене Тав çырăвĕсем панă хыççăн пачăшкăсем часавайра кĕлĕ вулама пикенчĕç, çынсем кĕре-кĕре çурта лартрĕç, пиртен уйрăлнисене асăнчĕç. Уяв вăраха тăсăлчĕ. «Юрай» ансамбль илемлĕ концерт кăтартса савăнтарчĕ теччĕсене.
Каялла килнĕ чухне шухăшпа çĕнĕрен те çĕнĕрен Олег Мустаев митингра каланă сăмахсем патне таврăнтăм: «Ку вырăна килмен чăваш вăл, ман шутпа, хăйĕн чăвашлăхĕпе пурăнман çын. Кăна тӳрреммĕнех каламалла. Мĕншĕн тесен Иван Яковлевич Яковлев хăй пурăннă вăхăтра çавăн пек мухтавшăн ĕçлемен, вăл пирĕншĕн, тăван халăхшăн ĕçленĕ. Тен ăна çавăн пек пысăк сум та кирлĕ пулман-тăр. Унăн сумĕ, унăн ĕçĕ пире – халь пурăнакан çынсене кăна мар, ĕмĕр-ĕмĕр, чăваш тата миçе пин çул малалла пурăнать, çавăн чухлĕ тата – кирлĕ. Вăл пире: «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр», – тесе хушса хăварнă. Ман шутпа паян, Иван Яковлевич пиртен уйрăлса кайнă кун, кунта килнĕ çынсем – чи пархатарлă, чăвашлăхшăн чунне пама хатĕр ентешсем, пирĕн халăхпа туслă ытти халăх çыннисем. Регионсенче халăхăмăрăн малашлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлекенсемпе, юрать, эпир пĕрле. Яковлев халалне тĕпе хурса ĕçлетпĕр».
 
: 881, Хаçат: 43 (1033)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: