Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ертӳçĕ улшăннă
Юнкун Республикăри пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин ертӳçи Ирек Миннахметов «Татмедиа» УАО коллективне çĕнĕ генеральнăй директорпа паллаштарчĕ. Халĕ уçă акционерлă обществăна Фарит Шагиахметов ертсе пырать. Фарит Ильдусович пичет ĕçĕнче çĕнĕ çын мар, вăл 1986 çултан пуçласах хаçат-журнал издательствисенче, Пичет тата Çыхăну министерствисенче тăрăшнă. 2003 çултанпа Республикăри пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин ертӳçин пĕрремĕш çумĕнче вăй хунă.
Пуçлăхсем те вĕренеççĕ
Ку эрнере Тури Услон районĕнче вырнаçнă «Казань» ту йĕлтĕрĕн комплексĕнче районсен пуçлăхĕсем пуçтарăннă. Пĕр ахаль мар, паллах. Вĕсем валли кунта вĕренӳ йĕркеленĕ. «Тутарстан Республикинчи муниципаллă районсен пуçлăхĕсен ертсе пырас компетенцийĕсемпе профессире кирлĕ хăнăхăвĕсене аталантарасси» программа тăрăх пуçлăхсен умĕнче пĕрремĕш лекцие ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков вуланă. Районсен ертӳçисем вĕренĕве икĕ ушкăна пайланса иртеççĕ: пĕрремĕш ушкăн октябрĕн 23-26-мĕшĕсенче вĕренет, иккĕмĕшĕ – октябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 2-мĕшĕччен.
Çамрăксем валли
Çырчаллинче пултаруллă çамрăксем валли «Голос Челнов» телепроект йĕркелеме шутланă. Унта 16-35 çулти çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Вокалистсене «Шатлык» Çамрăксен центрĕнче октябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 1-мĕшĕччен итлесе пăхĕç. Çырчаллисен конкурсĕн йĕрки те Пĕрремĕш каналпа пыракан «Голос» проектăнни пекех темелле. Хулари конкурсра çĕнтерекене вара йĕркелӳçĕсем Раççей шайĕнчи конкурса кайма укçа-тенкĕпе пулăшма шантараççĕ.
Паспортăра ан манăр!
Аса илтеретпĕр, ноябрĕн 1-мĕшĕнче Хусанти Туслăх çуртĕнче 11.00 сехетре (Павлюхин урамĕ, 57-мĕш çурт) ТР ЧНКА отчетпа суйлав конференцийĕ пулать. Ирхине 9.00 сехетре регистраци пуçланать. Конференцие хутшăнакан делегатсен кая юлмалла мар, паллах. Делегатсене мандатпа çеç кĕртеççĕ. Мандат илме вара паспорт кирлĕ пулать. Çавăнпа та кашни делегатăн хăйпе пĕрле паспорт илмелле. Унсăрăн списока кĕртнĕ делегат конференцие хутшăнаймасть.
 
: 1389, Хаçат: 43 (1033), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: