Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Роман
Пĕрремĕш пайĕ
(Малалли. Пуçл. 34-41№№.)
Хыр çинчи хуралçă паллă парсанах Куçка çул çине тухрĕ. Ун хыççăн тата темиçе çын пычĕç. Мĕн тумалла, çул çӳревçĕ вĕсен аллине çакланчĕ тесен те юрать? Ниçта та тарса каяймасть вăл. Куçка шухăшне çирĕплетнĕнех çывăхрах, юланутçă тин çеç иртсе кайнă тĕлте, пысăк йывăç хаплатса ӳкнĕ сасă илтĕнчĕ – Куçка юлташĕсем каялла каймалли çула хупса хучĕç. Çапла вара унăн малалла, Куçкапа унăн юлташĕсем патнелле каясси çеç юлать.
Юланутçă пăлханса ӳкессе, тарма хăтланса мĕн-тĕр тума пуçласса кĕтнĕччĕ Куçка, анчах лешĕ учĕ çинче малтанхи пекех хускалмасăр ларать. Ку хураха хăйне хумхантарма пуçларĕ. Юланутçă вара ӳкекен йывăçăн хурлăхлă сассине те илтмерĕ тейĕн, хускалмарĕ те. Çавăн пекех лăпкăн, пуçне кăкăрĕ çине ӳкерсе ларса пычĕ. Пĕлĕт хыçĕнчен шуса тухнă тулли уйăх çутинче çакă аванах курăнчĕ.
Унăн лаши вара хуçи пек мар, тахçантанпах канăçсăрланма тытăнчĕ, юланутçă вăранма шутламарĕ те. Эрне ытла тытма хăтланнă офицер пĕр шухăшсăр çывăрнине Куçка хăй те ăнланчĕ ĕнтĕ. Таркăн çывăрнипе усă курса ярса илмесен ăна çĕнтерме чылай кăткăсраххине те тавçăрса илчĕ. Çавăнпа васкавлăн çул çине чупса тухса çыннисене хăй хыççăн пыма хушрĕ. Анчах каярах юлчĕ. Буцефал унăн шухăшне вăхăтра ăнланса тинех хуçине вăратрĕ: тепĕр хут янравлă кĕçенчĕ, унтан çĕр çине выртса Филипп урине хĕстерсе хучĕ. Ротмистр чĕркуççи хытă ыратса кайнипе вăранса кайрĕ, хăйĕнчен 40-50 утăмра чупса килекен хура мĕлкесем енне персе ячĕ. Куçка таврашĕнчи çынсем çĕре йăванчĕç. Ăна пĕр пульли те лекмерĕ-ха, анчах вăл ӳпне лаплатса, айккинелле шуса кайрĕ. Çывăхранах лаша ури сасси илтĕнчĕ, унпа юнашарах ăйăр сиккипе чупса иртрĕ.
– Лашана чĕлпĕрĕнчен тытăр! Ан вĕçертĕр тăшмана, тарать вĕт! – кăшкăрса ячĕ Хорьков, ура çине сиксе тăрса. Йĕнер пуш-пушах пулнине курсан, кулянса аллипе çеç вăйсăррăн сулчĕ. Лаша хуçине, тĕрĕсрех каласан, унăн çурăмне каялла çаврăнса пăхсан асăрхарĕ Куçка. Пăшалне çĕклеме ĕлкĕриччен таркăн тĕмсем хыçĕнче çухалма ĕлкĕрчĕ.
– Малалла, ман хыççăн, ниçта та тараймасть вăл, таврара шурлăх, – те ыттисене, те хăйне лăплантарса Хорьков ротмистра курнă çĕрелле чупрĕ. Çул айккисенчи чăтлăха тепĕр хут тĕрĕслемесĕр йăнăш тунине ăнланса илчĕ ĕнтĕ вăл. Таркăн çухалнă вырăна çитсен çакăншăн хăйне тепĕр хут вăрçрĕ. Унăн вичкĕн куçĕсем нӳрĕ çĕр çинчи таркăн йĕрĕсене тӳрех асăрхарĕç. Çул çӳревçĕ шурлăха çаран тесе тӳрех кĕрсе кайманни сисчĕвлентерчĕ ăна. Апла пĕлнĕ вăл шурлăх çинчен. Анчах ăçтан? Куçка йĕрсем тăрăх таркăн хыçалалла çаврăнса чарăнса тăмасăр çул хĕррипе ик çĕр утăм ытла чупса кайнине ăнланчĕ.
Симĕс улăх пек курăнакан шурлăхри курăксене çурса шалалла кĕрсе кайса йывăçсем хыçĕнче çухалакан пылчăклă шыв патне çитсен йĕрсем пачах пĕтрĕç. Çакă Куçкана тата ытларах канăçсăрлантарчĕ. Нумай шутласа тăмасăр вăл шыва кĕрсе кайрĕ. Шĕвĕ пылчăка пилĕк таран кĕчĕ, урисем айĕнче хытă çĕре туйрĕ: пылчăк айĕнче тем тесен те пысăк чулсем е йывăç вуллисем хурса тунă çул. Хăçан, кам ăсталанă çав вăрттăн сукмака? Тата Куракин ун çинчен ăçтан пĕлнĕ?..
«Чăмпăлт!» туни илтĕнчĕ çав вăхăтра хыçалта. Ун хыççăн шурлăха кĕрсе кайнă хурах пылчăк ăшне тӳрех мăй таран кĕрсе тăчĕ, кăшкăрма пуçларĕ. Чупса çитнĕ юлташĕсем аран туртса кăларайрĕç ăна. Куçка вара асăрхануллăн пылчăк йĕрĕпе малалла кайрĕ, темиçе çӳллĕ йывăç ӳсекен пĕчĕк утрав çине тухрĕ. Куракин вĕсенчен çак çулпа тарнине ăнланчĕ вăл.
Куçка утрава чĕркуççи çинче шуса тĕрĕслесе тухрĕ. Таркăн йĕрне шыраса тупрĕ. Шурлăх хĕрринче ӳсекен çӳллĕ хыр патĕнче çухалаççĕ вĕсем. Йывăç вуллин хуппи темиçе çĕрте чĕркеленни таркăн хыр çине хăпарнине çирĕплетрĕ. Анчах та йывăç çинче никам та курăнманнипе Куçка таркăн тепĕр хыр çине куçнине ăнланчĕ. Иккĕленӳ ан пултăр тесе вăл хыр çине йăпăр-япăр хăпарса кайрĕ. Ачаранпах йывăç çинчен йывăç çине сиксе каçма хăнăхнăскер, çăмăллăнах юнашарти армак-чармак авăнса ӳсекен çăка çине куçрĕ. Аллисене юн тухичченех чĕркелесе пĕтерсе юнашарти çинçе çамрăк хурăн çине сикрĕ. Ун йывăрăшĕпе хурăн çĕре çитиех авăнчĕ, урисемпе тахçан шурлăха ӳксе çурма путнă йывăç вулли çине пусрĕ. Аллисемпе хăлаçланкаласа вулă тăрăх унăн икĕ тунката çинче выртакан кучĕ патне çитрĕ. Тунката çинчен тунката çине сиксе типĕ çĕре тухрĕ. Хыçалалла пăхса илсе такама ырланăн пуçĕпе сулкаларĕ. Ку сукмака ăсталама темиçе çул каялла такамăн нумай ĕçлеме тивнĕ. Анчах ку вăрттăн сукмак пирки Куракин ăçтан пĕлнĕ-ха?
Таркăн йĕрне çийĕнчех шыраса тупрĕ вăл. Нӳрĕ çĕр çинче атă йĕрĕсем питĕ уççăн пичетленсе юлнă. Тепĕр çирĕм минутран çав йĕрсем ăна, çăра чăтлăх витĕр тухса, каллех Хурăнлă çул çине илсе тухрĕç. Анчах Куçка малтан пытанса ларнă çĕртен икĕ çухрăмра. Кунта лашапа çын ури йĕрĕсем пĕрлешрĕç. Шăпах çакăнта ăслă лаша хуçине кĕтсе тăнине ăнланчĕ Куçка.
– Çĕр çăтасшĕ. Лаша та мар ку. Шуйттан. Тепĕр этемрен те ăслăрах пуль, каяннăй! – кăшкăрсах ячĕ Хорьков. – Юрĕ, çавах инçе каяймасть. Çĕрле те, кăнтăрла та хăвалăпăр, пурпĕр хăваласа çитĕпĕр.
Ӳке-ӳке вăл каялла, паçăр пытанса ларнă çĕре, çырмана хăварнă лашасем патне чупрĕ.
 
XIV
Карамăрсапа ун таврашĕнчи ялсем пĕр эрне пыл хурчĕсен уйăракан çемйи пек сĕрленĕ: кунта пурăнакан чăвашсем, пуçлăхсем мăшкăлласа-кулса çаратнине чăтаймасăр пăлхава çĕкленнĕ. Шалчасемпе, чукмар-кистенсемпе, пуртăсемпе, сенĕк-çавасемпе тата алă айне мĕн лекнĕ, çавăнпа хĕç-пăшалланса кашни ирех приказ кантурĕ умне пуçтарăннă. Уесри тата вулăсри пуçлăхсене улăштарма, хырçă вырăнне темиçе хут ытларах пуçтарнă укçана каялла чăвашсене тавăрса пама çеç ыйтнă выçăхса çитнĕскерсем.
Ăнсăртран, шухăшламан-туман çĕртен пуçланнă ĕç-пуç. Иван ывăлĕ Ваçли, Тăрăн ялĕнчи патшалăх хресченĕ, приказ правленийĕн писарĕ, пачах ăнсăртран хăйне тĕшмĕртме кирлĕ мар япала çинчен пĕлнĕ. Халиччен вăл лайăх пурăнма пур майсем те пулсан та хăй мĕншĕн çапла япăх пурăнни пирки шухăшламан. Ашшĕнчен, авалхи тăрăн йăхĕсен тăхăмĕнчен вуншар гектар çĕр эткере илсе юлнă вăл. Çавăн пекех пысăк çурт, икĕ хутлă сарайсем, нумай выльăх, пыл хурчĕсем, улăх-çарансем. Арăмĕ ăна сакăр ача çуратса панă – пурăн та савăн çеç. Анчах лайăх пурăнасси çук çав, çурма выçă пурăнать. Кунĕн-çĕрĕн тар юхтарса тунă укçа хырçă тӳлеме кайса пырать. Йӳнеçтеркелессишĕн кантон управине писаре вырнаçайрĕ вăл. Çакăншăн пуçлăхсене пилĕк катка пыл, тихаллă кĕсре тата çулталăкри вăкăра парне пама тиврĕ. Хушма тупăш çине шаннăччĕ, йăнăшмарĕ. Хутла пĕлекенсем таврара çукпа пĕрех, писарь тивĕçтерĕвĕ кашнинех кирлĕ: камăн прошени е купчи çыртармалла, камăн ывăлĕ салтакран çыру янă тата ытти те. Тивĕçтерӳшĕн кашниех мĕн те пулин панă писаре: пĕр чӳлмек хăйма, пыл, çăмарта, какай татăкĕ, тепĕр чухне укçа та. Çĕнĕ çĕрте уйăх ĕçлесенех вăл хăй шухăшлама та пултарайман япала çинчен пĕлчĕ…
Вулама-çырма аран çеç пĕлекен чăваш çавах нимĕн те ăнланмасть тесе-ши, уесран килнĕ пуçлăхсем Ваçли шкафĕнче вăхăтлăха хут тĕрки пăрахса хăварнă та хăйсем приказ старшини патне утара симпыл ĕçме кайнă. Тĕрĕссипе Ваçлин вăл шкафăн уççи çукчĕ, аслă писарь ĕçĕсемпе хулана темиçе куна кайнă чух уççине пулăшаканне парса хăварнă, хăй пурнăçлайман ĕçĕсене вĕçлеме хушнă. Шкафа уçнă чухне Ваçли ăнсăртран пуçлăхсен хучĕсене урайне ӳкерчĕ. Вĕтĕ сас паллисемпе çырса тултарнă хутсем пӳлĕмĕпех сапаланчĕç. Çавсенчен пĕрин çине куç хӳрипе çеç пăхса илчĕ писарь, ку кĕпĕрнене Карамурса приказĕнчи удел хресченĕсенчен кĕнĕ хырçă пирки панă отчет пулнине тӳрех тавçăрчĕ. Тĕплĕн вуласа тухсан тĕлĕнсе кайрĕ: отчетра мĕнпур Тăрăн ялĕнчен пуçтарнă укçа-тенкĕ кăçал пуçлăхсем пĕр унтан – Иванов Ваçлирен çеç сăптăрса илнĕ укçаран кăшт çеç пысăкрах иккен. Анчах та вĕсен ялĕнче çеç 185 кил-çке. Вăл пуринчен те пуянрах, ялти мĕнпур халăх çĕрĕн çирĕм проценчĕ çинче акса-туса илет пулсан та ытти хресченсем те сахал тӳлемеççĕ-çке хырçă? Паллах, çĕрĕсем кунта тулăх, хура тăпраллă, тырă йăтăнса пулать, анчах унăн çеç мар, ытти хресченсен те хырçăран юлнă тырри тăранса пурăнмалăх çитмест. Хыснана вĕсем тӳленин пиллĕкмĕш пайĕ çеç каять иккен. Ыттине пуçлăхсем хăйсен хушшинче пайлаççĕ. Паллă ĕнтĕ, ку хĕсĕрлӳ пĕр вĕсен ялĕнче çеç мар, ытти ялсенче те пулса иртет. Ахальтен мар документ айĕнче ыттисемпе пĕрле приказ старшини – Акбулат алă пусни пур. Ăна валли те пуçлăхсем пай кăларни куçкĕрет. Амăшĕ Ваçлине каласа хăварнă тăрăх, старшинан аслашшĕ Карамурса мишер кунта вунă çул каялла Мускав çывăхĕнчен килнине пĕлет. Ăна çеç мар, ытти вулăссене те мишерсем илсе килсе янă тет ун чухне пăлханакан чăвашсене тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе. Карамурсана тӳрех приказ пуçлăхĕ туса хунă. Маларах ку тăрăхра аслисем Иванов несĕлĕсем, сăвар тăрăнĕсем, вырăнти феодалсем шутланнă. Пугачев пăлхавне путарнă хыççăн сăвар феодалĕсенчен нумайăшне арестлесе Çĕпĕре ăсатнă, теприсене вăрттăн вĕлерсе пурлăхне туртса илнĕ. Ваçли аслашшĕн ашшĕне те çакса вĕлернĕ. Патша çарĕнче хĕсметре тăракан аслашшĕ христиан тĕнне йышăннă, вăл çакăнтан хăтăлса юлнă. Çапла вара çăмăллăхсене çухатнă пулин те ашшĕн мулне сыхласа хăварма пултарнă. Хăйне те, каярах унăн ывăлне Ваçлине те ял старостине те лартман. Ваçли кунта тетĕшĕ вилнĕ хыççăн çулталăк каялла çеç таврăннă. Хусанта мăнастирте ӳснĕ, питĕ нумай кĕнеке вуланă, вĕреннĕ. Манах пулса ĕлкĕреймен, çавах та яла таврăнсанах писарь пулса тăнă.
Халĕ приказ управинче урăх ĕçлеймĕ ĕнтĕ вăл, авалхи тăрăнсен мăнаçлă тăхăмĕ çак мăшкăла урăх чăтаймĕ...
(Малалли пулать.)
 
: 767, Хаçат: 42 (1032), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: