Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Калав
(Вĕçĕ. Пуçл. 35-39, 41 №№.)
– Анне, ман пата çывăха ан кил. Эп пыйтăллă, – терĕ.
Тăпах чарăнчĕ амăшĕ.
– Амăшĕ, çывăхра мунча çук-и кунта? Атя, кайса килĕр мунчана, Эльвирăпа ачине çуса кăлар, эпир лавккана кайса таса кĕпе-тумтир илсе килетпĕр, – терĕ ашшĕ.
Тухса вĕçтертĕмĕр, ачи валли те, амăшĕ валли те мĕн кирлине туянтăмăр. Мунча инçе мар. Пире темиçе сехетлĕхе изолятор текеннинче юлма ирĕк пачĕç.
– Мана кунта вĕри апат çитереççĕ, выçă лартмарĕç, – пĕлтерчĕ Эльвира. – Ман уйăх каяллах кăкăр сĕчĕ типнĕ. Ачана та тăрантарчĕç.
Кайса çăвăнчĕç, тасалчĕç хĕрарăмсем. Кăшт канкаласа илсен çула тухма хатĕрлентĕмĕр. Милици сотрудникĕсем Канаша çитиччен тăватă билет илме пулăшрĕç. Чиперех ларса тухрăмăр. Çитрĕмĕр киле, тĕлĕнтертĕмĕр ял çыннисене. Эльвира ялтан вăрăм çивĕтлĕ, чăмăр кĕлетке-çурăмлă, илемлĕ сăн-питлĕ тухса кайнă та паян кĕске çӳçлĕ катемпи пек килсе кĕчĕ.
Тухсах çӳреместчĕ Эльвира ял çине, амăшне те пулни-иртни çинчен пĕр сăмах та каламастчĕ тет.
– Анне, ан ыйт. Тен, хăçан та пулин хамах калăп, аса илтерсе чĕрене ан ыраттар хальлĕхе, – тесе сăмаха пăрса яратчĕ тет. Тепĕр çулĕнче пединститутăн пиллĕкмĕш курсне заочно вĕренме илчĕç ăна. Кĕркелесе çӳреттĕм эпĕ вĕсем патне. Пĕрлешесси çинчен сăмах тапратсан кăвакарсах каятчĕ. Шăпланаттăм та тухса утаттăм. Касса çурнă суран ӳт илет, сипленет, чун-чĕрене амантни час иртмест. Эльвира хуллен ӳт хушма пуçларĕ, сăн кĕрсе пычĕ ăна. Институтран вĕренсе тухса диплом илчĕ, биологи учителĕ пулса тăчĕ, пенсие тухнă амăшĕ вырăнне хамăр шкулта ĕçлеме пуçларĕ. Хĕр ачи питĕ кăмăллă та юратмаллискер, амăшĕ пек, çутă сăн-питлĕ. Таса калаçма вĕренчĕ. Эп пырса кĕрсен манран хăпмастчĕ. Пĕчĕк çара урисемпе лĕп-лĕп-лĕп чупса пыратчĕ те йăпăр-япăр ман аркă çине хăпарса ларатчĕ. Мана ик хăлхаран пĕчĕк çемçе аллисемпе ярса илетчĕ те: «Ку-ка-ре-ку! Мускав курнать-и?» – тесе ахăратчĕ. «Çук, курăнмасть, аякра вăл», – теттĕм те: «Ан суй, курăнать», – тесе тавлашатчĕ. Е тата пĕчĕк пӳрнине ман сăмса шăтăкне чиксе яратчĕ те: «Тух. Кам пытанса ларнă унта?» – тетчĕ. Эп юриех апчхулатса яраттăм та, эх савăнса каятчĕ вара, пуçлатчĕ ахăлтатма.
«Кай, çум çакки. Владик, хуса яр эс ăна. Ирĕк парсан ĕнсе çинех хăпарса ларать, качака путекки, – тетчĕ вара амăшĕ. – Канлĕ ларма та памасть вăл, лара-тăра пĕлми Лариван». Лариван тенине илтсен хĕр ача каçсах каятчĕ. Темшĕн пит килĕшнĕ вара ăна Лариван тени. «Çук, эп Лариван мар, Лариван мар», – тесе çухрашатчĕ. Ача чĕлхипе мар, кукамăш чĕлхипе калаçатчĕ. Унпа айкашнă вăхăтра кулмасăр нимле чăтаймастăн. Ача чух тĕлĕнмелле таса та ырă чун-чĕреллĕ этем. Ӳснĕçемĕн мĕн пулать ăна, ăçтан хаярлăхпа усал кĕрсе тулать ун ăш-чиккине?
Ăшă çу варрине çитрĕмĕр. Хĕвелĕ те савать, ăшă çумăрĕ те вăхăтра çусах тăрать. Пахча çимĕç, тыр-пул, улăх-çаран ахăрса кайрĕç. Пĕтĕм тавралăх симĕс пурçăнпа витнĕ пек. «Ну, çитĕ пĕччен айкашса. Эльвира кулма вĕренчĕ. Чун кĕчĕ ăна. Сăн та кĕчĕ. Паян калаçса татăлмах каятăп», – тесе утрăм урампа.
Çемйипех килтеччĕ эп пырса кĕнĕ чух.
– Владик, ан çиллен-ха эс мана. Арçынсене курсан хăсас килет ман, – тет хайхи.
– Иртет вăл. Çĕнĕрен пурăнма пуçлатпăр. Эпир иксĕмĕр те тамăкра пурăнса курнă çынсем, пĕр-пĕрне ăнланатпăр… Турри хăй пире çапла тĕрĕслесе пăхас терĕ пуль те, чăтса-тӳссе тухрăмăр. Хытах авăнтăмăр, анчах хуçăлмарăмăр. Эльвира, ĕнтĕ эпир виççĕн пулатпăр, пире вăш-вашах хуçаймастăн. Пайтах тарса пытанма хăтланчĕ шăпа, тартмарăмăр. Ачана та ашшĕ кирлĕ. Тăвансене пухар. Эп виççĕмĕш хут авланмастăп, пысăк туй тусах пĕрлешер, – терĕм.
– Çук, Владик, пысăк туй кирлех мар. Пĕчĕк кĕреке кăна пухăпăр, тăвансемпе ларăпăр.
Илсе килтĕмĕр Эльвирăпа хĕр ачине. Пирĕн кивĕ пӳрт ăш-чикки çуталсах кайрĕ, ача сассипе тулчĕ. Канмалли кунсенче ун сассине итлесе тăранаймастăп. Хĕр ача ирсерен пуринчен малтан вăранать те ман пата чупса çитет.
– Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă тет. Тăран пуль, ачам, эп сана пĕр япала кăтартап, – тет те ман çине хăпарса ларать. Çинçе урисемпе мана унтан-кунтан тĕккелесе илет. Эп, савăнăçпа тулнăскер, çывăрам пекки туса выртап.
Пĕрлешсен икĕ уйăх пĕр вырăн çинче çывăрман эпир Эльвирăпа. Вĕсем чăланта çывăратчĕç иккĕш. Хăй хăнăхасса, хăрушă тĕлĕкрен вăранасса чăтăмлăн кĕтрĕм, унăн койки умне пырса тăмарăм. Чĕрĕ пукане вара ирсерен ман пата пырса выртатчĕ, хăлхаран тем пăшăлтататчĕ. Ахăратчĕ хăй. Эп те кулма пуçласан: «Мĕн кисренсе выртан? Эп тӳнсе каяп ĕнтĕ», – тесе ман хырăм çине хăпарса ларатчĕ. Пĕррехинче çапла çинçе туналлă шăрчăк чĕппи пек ман çума кĕрсе выртрĕ. Пуçĕнчен ачашласа илтĕм, ăшă çи виттипе витрĕм. Çывăрса кайрĕ ман шăрчăк. Эля çитсе тăчĕ. Ача çывăрса кайнине курчĕ те каялла кайма тăчĕ. Эпĕ ăна хуллен пилĕкĕнчен тытрăм, хам еннелле туртса илтĕм. Хирĕçмерĕ, тĕртсе ямарĕ. Татах çирĕпрех тытрăм, хам çума илсе вырттартăм. «Кил. Нумай кĕтрĕмĕр çак куна», – тетĕп. Ман çума пăчăртанчĕ, мăйран ыталаса илчĕ. Çав кунран пуçласа пĕр вырăн çинче выртса тăма тытăнтăмăр, пĕр тӳшеке пайласа пурăнтăмăр. Çитрĕ кĕтнĕ телей. Тепĕр пилĕк çултан Сашук çуралчĕ. Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ тени питĕ тĕрĕс. Çĕнĕ пӳрт те лартрăмăр, çăмăл машина та илтĕмĕр. Ĕçе çав машинăпа çӳретĕп района.
– Атте, – тĕлĕнсе кайнă пысăк куçĕсене ман еннелле тĕллерĕ Наташа. – Атте, эп вара кам ачи? Мĕн те пулин пĕлтĕр-и çав вырăс çинчен?
– Наташа, эс ман хĕр. Ман. Сан тăван аçу эпĕ. Эс çуралсанах, хăв астăвассах, кам хырăмĕ çинче юлан ут çинчи пек сикеттĕн?
– Сан хырăм çинче тĕпĕртететтĕм, атте.
– Кам мана ирех сăмса шăтăкĕнчен кăтăклатчĕ?
– Эп кăтăклаттăм, атте, эпĕ. Урăх кам пултăр?
– Кам хăй çăварĕнчи канфетне ман çăвара хыптаратчĕ?
– Эпĕ пуль. Эпĕ-и, атте? Ăна тума пĕлнĕ-и хуть? Юрать-ха апла пулсан, – Наташа, ура çине сиксе тăчĕ, мана мăйран çакăнчĕ те питрен-куçран чуп тума тытăнчĕ. – Сирĕн пек атте-анне тĕнчипе пĕрре. Мĕнле пăрахса кайăп сире?
– Ну, хĕрĕм, Мускава каяс шухăша çаплах пăрахмарăн-и-ха? Эсир аннӳпе иксĕр те Мускав кулачне тахçанах çисе тăраннă. Çав кулача çисе аннӳн кăкăрĕ эс пĕр уйăхри ача чухнех типнĕ. Уйăхри ачана тăрантмалăх сĕт анман унăн. Мĕншĕн анман? Мĕншĕн тесен выçăллă-тутăллă пурăннă вăл. Эп хам айăпшăн лекрĕм тейĕпĕр, аннӳ вĕт пĕр айăпсăр лекнĕ тамăка. Çулталăк çурă çуннă вăл тамăк вутĕнче. Мĕн курса, тӳссе ирттернине каламасть. Аса илтерме те хăратăп. Эс ӳсрĕн, тен, сана каласа парĕ. Наташа, мĕн чухлĕ çамрăк, айван хĕр упраç çавăнта кайса пĕтет, пăсăлса юлать, пурнăçа курайми пулать. Пач çухалакан мĕн чухлĕ тата. Никама та интереслентермест-ш и çакă? Эпир, хамăр районти юристсем, милици органĕсенче ĕçлекенсем, учительсене пухса пысăк канашлу ирттерес тетпĕр. Вĕсем ашшĕ-амăшĕсемпе калаçчăр, ачасене асăрхануллăрах пулма вĕрентчĕр. Шурлăх пекех çăтаççĕ пысăк хуласем ура çинче çирĕп тăрайман яш-кĕрĕме.
– Тавах сана, аттем, ман куçа уçнăшăн. Каймастăп эп Мускава, нимле лавккаç та, нимле официантка та пулма килĕшместĕп. Хĕрсене те калăп: ан кайччăр.
– Мускавне ятарласах кайса курăпăр-ха, çемйипех кайăпăр вăхăт çитсен. Мускав – тĕнчипе паллă культура центрĕ. Çĕршывăн тĕп хули, пĕтĕм хуласен амăшĕ вĕт вăл.
 
: 822, Хаçат: 42 (1032), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: