Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çамрăклăх апачĕсем
Çулсем иртнине пăхмасăр çамрăк юласси мĕнле апат çиничен те килет-мĕн. Çавăнпа тасатман (нерафинированный) ӳсен-тăран çăвĕ, риспа сĕлĕ хăрпăкĕ тата мăйăра кулленхи менюна кĕртмелле. Мĕншĕн тесен çак продуктсенче ватăлас процеса майпенлетекен Е витамин пур. Крем суйланă чухне те унăн тытăмне тимлĕн вуламалла. Тытăмĕнче Е витамин пуррине кăна илме тăрăшмалла.
Вăрăм ĕмĕр апачĕсем
Ватăличченех пурăнас тесен вара çуллă пулă, олива тата тасатман (нерафинированный) хĕвел çаврăнăш çăвĕ, аçтăрхан мăйăрĕ çиме тăрăшмалла. Вĕсенче юнри холестерина чакаракан, тромбсем йĕркеленессинчен сыхлакан омега-çусем пур. Сушири пулăра усăллă кислотасем пурте сыхланса юлаççĕ, краб палочкисенче вара çукпа пĕрех. Организмшăн чи усăллă пулă семга, форель, сельдь, скумбри шутланать. Вĕсене куллен 50-100 грамм та пулин çимелле.
Çӳçпе ӳтшĕн
Ӳт таса, çӳç çирĕп пултăр тесен вара пĕвер, пӳре, миме, çăмарта сарри çимелле. Çак продуктсенчи биотин организмри çуллă кислотасен çаврăнăшĕшĕн яваплă. Чĕрнене, çӳçе ӳсме пулăшать, çӳç тăкăнассине чарать.
Биотин пыршăра бифидобактерисем йĕркелет. Çак çимĕçсене кунне пĕр хутчен те пулин çимеллех.
«Илем пăтти»
Мĕн калăр та, хĕрарăма чи малтан çӳç илем кӳрет. Çапах та çӳç тата организм мĕнле ĕçленине кăтартакан тĕкĕр те. Мĕншĕн тесен экологи условийĕсем япăхланнине, организм стреса чăтса ирттернине ун тăрăх пăхсах хаклама пулать. Çӳçе çут çанталăк илемне тавăрас, ăна çирĕплетес тесен чи малтан С, А, РР витаминсемпе апатлантарса тăракан юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатмалла.
Çакна сĕлĕ чухлĕ урăх пĕр кĕрпе те пурнăçлаймасть-мĕн. Сĕлĕре А, РР, В ушкăнри витаминсем, фоли тата никотин кислотисем, кальци, тимĕр пур. Кунсăр пуçне сĕлĕ организмри йывăр металсен минералĕсемпе тăварĕсене кăларма пулăшать.
 
: 1231, Хаçат: 42 (1032), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: