Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел пики Кристина Смолькова чăнах та пултаруллă, чипер те маттур! Çакна эпир «Выля, хуткупăс» фестивальте хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Кристина тăван ялĕнче иртекен купăсçăсен фестивальне уçă сассипе питĕ ăста ертсе пырса илем кӳчĕ. Саманта та пушă вăхăчĕ çукчĕ пулсан та эпир ăна чăрмантарса хăйпе паллаштарма ыйтрăмăрах.
Çĕншешкел пики йăл кулса калаçăва пуçларĕ. Мĕн-мĕн те, çынпа калаçма пĕлетех çав вăл. Ара, ахальтен мар-çке пулас учитель. Кристина Смолькова Елабугăри педагогика институчĕн пиллĕкмĕш курс студентки иккен. Кĕç-вĕç алла диплом илме хатĕрленекенскер, пĕр хут кăна практикăра пулман вĕт. Вырăс чĕлхипе акăлчан чĕлхин пулас учителĕ кăçал, тĕслĕхрен, Елабугăри 2№ шкулта практикăра 5-мĕш класс ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Купăсçăсен фестивалĕ Çĕнĕ Шешкелĕнче иртессине пĕлсен унăн ертӳçи пулма вырăнти культура ĕçченĕсем никама та мар, Кристинăнах шаннă. Тăван ялăн чысне мĕнле хӳтĕлемĕн-ха? Паллах, килĕшнĕ хĕр. Çитменнине ертӳçĕн хăнăхăвĕ те пысăк унăн, шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ мероприятие ертсе пынă. Шкул тенĕрен, ăна Кристина кĕмĕл медальпе пĕтернĕ.
Кристина Смолькова институтра та шăппăн кăна пурăнаканскер мар иккен. Студент пурнăçне хастар хутшăнать. «Чăвашла юрлатăп та, спектакльсене те хутшăнатăп», – терĕ вăл йăл кулса кун пирки. Халĕ акă тата купăс, гитара калама вĕренме ĕмĕтленет. Тĕллевĕ пур-тăк, иккĕленместĕп, вĕренетех.
2013 çул Кристинăшăн «Выля, хуткупăс» фестивале ертсе пынинчен ытла Универсиадăна волонтер пулса хутшăннипе асра юлĕ. Акăлчан чĕлхине лайăх пĕлекен студент Пĕтĕм тĕнчери студентсен XXVII вăййисен вăхăтĕнче Хусанти «Корстон» хăна çурчĕ, суту-илӳпе кану комплексĕнче FISU штаб-хваттерĕнче ĕçленĕ. Палăртса хăварар, унта ĕçлемешкĕн волонтерсене лайăххисенчен те лайăххисене кăна суйланă. Вĕсен йышĕнче хамăрăн йăхташăмăр пулни уйрăмах кăмăллă. Эппин, пултарать Кристина, маттур!
«Универсиадăра волонтер пулма сĕнсен эпĕ тӳрех килĕшрĕм. Мĕншĕн тесен кун пек япала ĕмĕрте пĕрре кăна пулать вĕт, хĕрринче юлмастăпах терĕм тата вăл маншăн ют чĕлхепе калаçмалли лайăх практика та пулчĕ. Питĕ килĕшрĕ мана унта ĕçлеме. Кампа кăна туслашмарăм пуль? Халĕ Украина, Малайзи, Китай тата ытти çĕршывсен çамрăкĕсемпе Интернетпа çыхăну тытатăп», – хавхаланса пĕлтерчĕ вăл çуллахи тĕп пулăм çинчен.
Кристина Смолькова пурнăç çине çăмăлттай пăхакан хĕр мар, çавăнпах-тăр ют çĕршыва ĕçлеме каясси пирки нихăçан та шутламан: «Манăн аякка кайма шухăш та пулман», – тет çеç. Алла диплом илсен педагог ĕçне пикенме планлать. «Çĕнĕ Шешкел шкулĕ акăлчан чĕлхине вĕрентме килме чĕнсен килетĕпех», – терĕ вăл вăрттăнлăха уçса. Юлашки вăхăтра çамрăксенчен кун пек калаçнине сайра илтме пулать, Кристина ав, шкулта ĕç пулсан тăван яла таврăнма хирĕç мар. Эппин, Çĕнĕ Шешкел шкулĕн коллективĕн çитес вĕренӳ çулĕнче пултаруллă тепĕр специалиста хăй йышне илес шанăçĕ пысăк.
![]() |