Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче эпир кашни çулах Ваттисен кунне палăртатпăр. Çĕнĕ уяв тесен те юрать ăна. Çак кун пенсие тухнă çынсене, нумай нуша-инкек тӳснисене, «вăрçă ачисене» кăштах кăна сум тăватпăр. Анчах та пур çĕрте те уяв иртеет-ши? Пĕр-пĕр çĕрте ял хутлăхĕсене тивĕçлĕ канăва тухнисене чей ĕçме чĕнеççĕ, юрă-кĕвĕпе саламлаççĕ; тепĕр çĕрте вара шур сухаллă мучисемпе хур-нуша тӳснĕ кинемисене никам та аса илмест.
Шел, паян ватлăхра кун кунлакансен пурнăçĕ шур кулача аса илтермест. Ĕмĕр тăршшĕпе ĕçре пиçнĕскерсен тăван ачи-пăчинчен патак çиме те, час-часах сив сăмах илтме те тӳр килет. Пенси укçине памасассăн хăйсене пăхса ӳстернĕ пепкисем аллисене те çĕклеççĕ, хăш-пĕрисене тăван килтен кăларса яма та именмеççĕ. Раççейре пурăнакан килсĕр-çуртсăррисен хушшинчен нумайăшĕ ачи-пăчине пула пурнăçĕсене урамра, çӳп-çап купи хушшинче, коллекторсенче… ирттереççĕ. Чуна ыраттаракан сăнӳкерчĕксене эпир «сенкер экран» çинче те куратпăр, ваттисен çурчĕсенче те чĕрене çӳçентерекен япаласем питĕ чылай, хăш-пĕр чух вара çак «вилĕм çурчĕсем» шăрпăк курупки пекех çатăртата-çатăртата çунаççĕ…
Çак виçĕ тĕслĕх пурнăçра пулса иртнĕскерсем. Анастасия Михайловна пурнăçне ĕмĕрех пĕлӳ лаççинче ирттернĕ. Ача-пăчана пĕлӳ парас тесе нумай çуннă, вăрçă хыççăн вĕрентме уйрăмах йывăр пулнă, выçлăх, чир-чĕрпе нушаланаканни те нумай пулнă. Çапах та пултаруллă педагог мăшăрĕпе икĕ ачине те ура çине тăратнă. Ывăлĕпе хĕрĕ те тивĕçлĕ пĕлӳ илнĕ. Шел, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă педагогăн пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Хĕрĕ, кашнинче килмессерен, пенси укçине тăпăлтара-тăпăлтара кайнă. Мĕн чухлĕ ачана тĕрĕс-тĕкел çул çине кăларнă учитель хăйĕн тăван ачинчен чылай инкек тӳснĕ. Мăшăрĕ вилсессĕн, çурта валли хунă укçисене те «сăптăра-сăптăра» кайнă. Намăс-симĕсе ăçта хунă-ши çак икĕ ачаллă хĕрарăм? Ватлăх кунĕнче ыр курайнă-ши хăй? Тен, хăйĕн ачисенчен пĕр кашăк шыв ыйтмалла пулĕ?
Санюк кинеми те сутуçăра 35 çула яхăн ĕçленĕ. Мăшăрĕ вăрçăран аманса таврăнсан нумаях пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Ытлă-çитлĕ пурăнас тесе хĕрарăм ăçта кăна ĕçлемен пулĕ: торф та кăларнă, çерем уçма Алтай тăрăхне те çитнĕ, икĕ ывăлне ура çине тăратнă-тăратнах. Асли, Вадим, Çĕпĕр тăрăхĕнче пурăнать, час-часах килеймест тăван тăрăха. Кĕçĕнни вара, Михаил, тăван килте саркаланса пурăнать, арăмĕпе Нинăпа икĕ ача çитĕнтерчĕç. Хĕрĕ Мускава качча тухнă, ывăлĕ авланайман-ха. Аслă пĕлӳллĕ Миша, инженера вĕренсе тухрĕ, вахта мелĕпе Мускава ĕçлеме çӳрет, арăмĕ ниçта та ĕçлемест. Икĕ хутлă çурт туса хучĕç, тем пысăкăш мунча, душ кабинисем, пахчара – барбекю. Этем мĕн чухлĕ пуянрах – чунĕ çавăн чухлĕ нишлĕрех иккен. Кун кунлакан Санюк аппана Мишăпа арăмĕ пĕчĕк пӳрте куçарчĕç, ватă хĕрарăм пурпĕрех нимĕн те каламасть хăй çитĕнтернĕ пепкине. Икĕ хутлă керменте анне валли вырăн çукки чĕрине ыраттарсассăн та… Паллах унăн «пĕчĕк пӳртĕнче» телевизор та, холодильник та пур. Пӳрте ăшăтма вутă пĕтсессĕн кинемин укçалла вутă илесех пулать, ара, хĕл кунĕнче камăн ĕнтĕркесе ларас килтĕр? Пурпĕрех Санюк аппа, кинĕ курман чухне, кĕçĕн ывăлне, сăмса тутрипе чĕркесе хунă пенси укçине вăшт тыттарать… Çавăн пек вăл анне чĕри, ăна темле кӳрентерсен те вăл ăна палăртмасть… Мишăпа Нинăн ывăлĕ авлансан, кин хуçаланма пуçласан, тен, вĕсене амăшĕн шăпи кĕтĕ? Кайран каю пурпĕрех шăтать…
Чуна ыраттаракан, çӳçентерекен пурнăç ӳкерчĕкĕсем паян кашни утăмрах. Яланах хăвăр умăра е хыçăра çаврăнса пăхăр – тен, пĕр-пĕр ватă çынна çул урлă каçармалла, е шыв ăсса кӳрсе памалла, ӳркенсе ан тăрăр – алă татăлса ӳкмĕ, ĕлĕкех каланă: «Ватă çын куççулĕ çĕре ӳкмест». Çавăнпа та Ваттисен кунĕнче çеç мар, кашни куллен кун вĕсене ыр сунасчĕ, пулăшмалла пулсан – алă парасчĕ…
 
: 669, Хаçат: 42 (1032)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: