Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хĕвелсĕр тухăç çук
Пулас тухăç çине кĕркуннехи хĕвеллĕ кунсем витĕм параççĕ-мĕн. Мĕншĕн тесен кĕрхи калчасем кăна мар, улма-çырла тĕмĕсем те çителĕклĕ ультрафиолет дози илсе юлмалла. Ученăйсен шучĕпе çитес çул тухăç нумай пуласса кĕтмелле мар-мĕн, тĕслĕхрен, 2011 çулхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче хĕвеллĕ кунсем сахал пулнипе 2012 çулта ӳсен-тăрансем тĕрлĕ чир-чĕрпе чирленĕ. Кăçал кĕркунне вара хĕвеллĕ кунсем вуçех те çук. Сентябрьте пурĕ те темиçе кун кăна пулнă. Çавна кура ӳсен-тăрансем кăмпаллă чирсемпе чирлени палăрать, эппин, 2014 çулта çуркунне кĕрхи калчасем пĕтесси кĕтменлĕх пулмĕ. Çителĕклĕ ультрафиолет илсе юлайманнипех панулми йывăççисем те чирлеççĕ.
Çĕртме сухи юлать
Тутарстанри хăш-пĕр районта çĕртме сухи çурри кăна пурнăçланнă. Çарăмсан, Мĕслĕм, Лениногорск тата ытти районсем планран кая юлса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 1 миллион та 557,4 пин гектара (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 73 проценчĕ) кăна сухаланă. Тукай, Лайăш, Заинск, Балтаси, Атня районĕсенче çак ĕçе 80-97 процент пурнăçланă пулсан çӳлерех асăннă районсем пурĕ те 53-61 процент çеç.
Пĕлтĕрхинчен майпенрех
Йĕпе-сапа çанталăка пула кăçал çĕртме сухин кăна мар, сахăр чĕкĕнтĕрне кăларассин те хăвăртлăхĕ ытти çултисенчен майпенрех. Тĕслĕхрен, октябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне 36,4 пин гектарти чĕкĕнтĕре кăларнă, пĕлтĕр çак куна 52,1 пин гектартан пухса кĕртнĕ пулнă.
Хура тул çăкăрĕ
Хусанта çитес вăхăтра хура тул çăкăрĕ сутма тытăнас сĕнӳ пур. Республикăн технологĕсем çĕнĕ рецепта çăкăр пĕçерекенсене сĕннĕ. Çĕнĕ çăкăра йĕтĕн вăрри тата ыраш салачĕ хушнă хура тул кĕрпинчен пĕçермелле. Вăл магнипе, калипе тата В ушкăнри витаминсемпе пуян пулĕ. Çăкăр пĕçерекен заводсем хальхи вăхăтра çак çăкăра пĕçересси пирки татăклăнах шутламан-ха, мĕншĕн тесен вăл хальхи çăкăрсенчен хаклăрах пуласси паллă.
 
: 1358, Хаçат: 42 (1032), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: