Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНАТ КАМА районĕпе хули те Амур тăрăхĕнче шыв илнипе шар курнисене пулăшас ĕçрен айккинче юлман. Иртнĕ эрнере ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркелесе 4 миллион тенкĕ ытла укçа пухнă. Пуçтарăннă кашни пусĕ адресата çитессе шантарнă район пуçлăхĕсем. Мĕншĕн тесен Анат Кама делегацийĕ çак кунсенче Амур-çи-Комсомольск а кайнă. Делегаци йышне Анат Кама Ĕçтăвкомĕн ĕçĕсене пурнăçлакан управляющийĕ А.Тихоновпа Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру управленийĕн ертӳçи К.Слободюк кĕнĕ. Анат Кама представителĕсем çурт-йĕре типĕтекен, шыва уçласа тăкакан ятарлă оборудование туянма хăйсем те хутшăнĕç.
ЭЛКЕЛ район халăхĕ ытти çулсенче кашни пухурах урамри юпасем çинче çутă çукки пирки ыйту тăратнă. Паллă ĕнтĕ, районти кашни ял валли çак тĕллевпе район бюджетĕнче укçа çук. Çавăнпа ял хутлăхĕсенче референдумсем ирттерсе урамри юпасем çине çутă лартмашкăн халăхран укçа ыйтма шутланă. Телее, халăх çакăн кирлĕлĕхне туйса укçа пама хирĕçлемен, çапла ĕç вырăнтан хускалнă. Референдумччен районти урамсене пурĕ 407 светильник çутатнă пулсан, халĕ вĕсен шучĕ 1419. Укçа ăçта нумайрах пухăнать, унта светильникĕ те нумайраххи те паллă. Анчах кашни ялтах лару-тăру лайăх теме çук. Калăпăр, Пуриселте, Юхмачăра тата ытти ялта светильниксен шучĕ нормăран та сахалрах. Çĕньялта та аванах мар, унта халăх укçипе 80 светильник лартма планланă, анчах туяннисенчен те паянхи кун тĕлне 10-шне кăна вырнаçтарайнă.
АЛЕКСЕЕВСКИ районĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалласа октябрĕн 18-24-мĕшĕсенче «Единая вера – единая Русь Святая» православи фестивалĕ, мăнастирсен мастерскойĕсен ĕçĕсен куравĕ иртет. Фестивалĕн программи анлă: курава уçнисĕр, кĕлĕсем вуланисĕр пуçне тĕн çыннисем прихут çыннисемпе тĕлпулусем, çавра сĕтелсем йĕркелесе тĕрлĕ социаллă ыйтусене сӳтсе явĕç.
ПАВЛĂ. Республикăри наркотиксене хирĕç комиссин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн ТР Вĕрентӳпе наука министерстви ТР Сывлăх сыхлав министерствипе пĕрле республикăри шкул ачисемпе студентсене наркотикла тата психотроплă япаласемпе медицина тĕллевĕсĕр усă курасран профилактика тĕрĕслевне йĕркелеççĕ. Кун пек тĕрĕслевсем Павлă районĕнче те пуçланнă, 9-11 класс вĕренекенĕсемпе тата 15 çула çитмен ытти ачасене ашшĕ-амăшĕ çырса ирĕк панипе тĕрĕслеççĕ.
НУРЛАТ. Тутарстанри ял хуçалăхĕсенче сăвăма ӳстерекенсене уйăхсерен грант парса хавхалантарма йышăннă. Çапла вара малашне сăвăм ӳссен 10-20 пин тенкĕ премие хуçалăхăн зоотехникĕ, ветеринари врачĕ тата ферма заведующийĕ илĕ. Нурлат районĕнче лайăх ĕçлекен хуçалăхсем сахал мар, çав шутра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те. Сентябрь уйăхĕнче, тĕслĕхрен, тăватă хуçалăх сăвăма ӳстернĕ.
ТЕЧЧĔ районĕнчи предприятисемпе учрежденисен, организацисен ĕçченĕсен хушшинче октябрĕн 19-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре Çĕнтерӳ паркĕнче «Ылтăн кĕркунне» кросс иртет. Ăмăртăва хутшăнма кăмăл пуррисем унта пурте хутшăнма пултараççĕ.
 
: 1225, Хаçат: 42 (1032), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: