Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПУШКĂРТСТАН. Çак кунсенче Ĕпхӳри П.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнче пысăк мероприяти иртнĕ – чăваш халăхĕн вилĕмсĕр поэчĕ К.В.Иванов çырнă, кăçал Шупашкарта çĕнĕрен пичетленсе тухнă «Нарспи» поэмăн хăтлавĕ. Мероприяти халăхсен туслăхĕн чăн-чăн уявĕ пулса тăнă, унта Пушкăртстан, Тутарстан тата Чăваш Ен поэчĕсем хутшăннă. Палăртмалла: хальхинче «Нарспи» çичĕ чĕлхепе пичетленсе тухнă. Çакă литературăна, искусствăна тата К.Иванов творчествине кăмăллакансемшĕн чăн-чăн парне. Çеçпĕл Мишши фончĕ кăларнă кĕнекене кун çути кăтартас тесе Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай нумай тăрăшнă, вăлах пухса хатĕрленĕ. Чăвашлисĕр пуçне кĕнекере тата ултă куçару: вырăсла (Б.Иринин куçарнă), тутарла (Ш.Муддарис), пушкăртла (Р.Кали М.Карим пулăшнипе), украинла (Я.Шпорт), пăлхарла (Н.Мирангозов), венгерла (А.Беде А.Рон-Таш пулăшнипе).
САМАР ОБЛАÇĔ. Вырăнти Кĕпĕрне Думи çĕршыв парламенчĕн Сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен комитетне çырупа тухма йышăннă. Енчен те РФ Правительстви хĕллехи вăхăт çине каялла куçма килĕшет-тĕк, кӳршĕ регионта «Самар вăхăтне» каялла тавăрма ыйтасшăн. Михаил Матвеев депутат каланă тăрăх, çак ыйтăва халиччен те пĕрре мар çĕкленĕ. 2010 çулта Самар облаçне Мускав сехет тăрăхне куçарнăранпа самарсем çутă вăхăтăн 180 сехетне çухатнă-мĕн. Çавна пула çутăшăн тӳлесси 9 процента, çул çинче пулакан инкексен шучĕ 40 процента ӳснĕ. Мускав вăхăчĕ çине куçни самарсенчен нумайăшне килĕшмест-мĕн.
ЧĂВАШ ЕН. Ĕнер Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче премьера пулнă – Анатолий Хмыт çырнă «Сутăн илнĕ чыс» пьеса тăрăх спектакль лартнă. Спектаклĕн режиссерĕ – Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, ӳнерçи – Чăваш халăх ӳнерçи Юрий Матросов. Драмăра автор 1980-мĕш çулсен вĕçĕнче Афганистанра пулса иртнĕ пулăмсене çутатать. Аса илтеретпĕр: Анатолий Хмыт (Ефимов) – пирĕн ентеш, Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1982-1984 çулсенче Афганистанра хĕсметре пулнă, унти хĕрӳ çапăçусене хутшăннă. Çартан таврăнсан Анатолий Дмитриевич университетра вĕренсе диплом илнĕ, Чăваш телевиденийĕнче ĕçленĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти 18-мĕш номерлĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Ултă кĕнеке авторĕ.
Шкул ачисемпе çамрăксене математика дисциплинисемпе ытларах интереслентерес тата техника специальноçĕсене, çав шутра инженер профессине те, алла илме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикинче 2012 çултан пуçласа «Профильлĕ инженерпа техника класĕсем» проект пурнăçланса пырать. Пĕлтĕр республикăри 35 шкулта инженерпа техника класĕсем тата робототехника кружокĕсем уçăлнă. Халĕ вара Чăваш Енри шкулсенче 124 инженер класĕ, авиа- тата судомоделировани енĕпе 30 шкул ĕçлет. Ку вĕренӳ çулĕ пуçланнăранпа нумаях та вăхăт иртмен-ха, анчах çĕнĕлĕхсем пур та ĕнтĕ: инженер класĕсенче вĕренекенсем патне халиччен преподавательсем ятарласа килсе çӳренĕ пулсан, малашне вĕсем ачасене дистанциллĕ майпа вĕрентме пултараççĕ. Çапла тума май паракан çĕнĕ йышши оборудование çак кунсенче харăсах темиçе шкулта тĕрĕслесе те пăхнă ĕнтĕ.
 
: 1396, Хаçат: 42 (1032), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: