Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хальхи вăхăтра Раççейре пурĕ 420 пин усрав çемье. РФ сывлăх сыхлав министрĕ В.Скворцова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çур çулта кăна ача-пăча çуртĕнчен 5887 ачана усрава илнĕ. Пытармăпăр, нумай çемье çак тиеве туртаймасть, йывăрлăха чăтаймасăр усрав ачасене каялла ача çурчĕсене тавăрса паракансем те пур. Паллах, ку чи малтан çемьесене пулăшу çителĕксĕррипе (укçа-тенкĕ енчен кăна та мар) çыхăннă. Çавăнпах ĕнтĕ РФ Вĕрентӳпе наука министерстви Социаллă проектсен аталанăвĕн центрĕпе пĕрле виççĕмĕш çул Раççейри усрав çемьесен форумне йĕркелерĕ.
Палăртса хăварар, форумăн актуаллăхне унта хутшăнакансен шучĕ çулран çул ӳссе пыни те çирĕплетет. Пĕрремĕш çулхине форума Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнчен пурĕ 50 çемье çеç хутшăннă пулсан, хальхинче 1000 таранах. Форума РФ Правительствин социаллă блокĕн мĕнпур министрĕ, Федераллă Пухăвăн, РФ Вĕрентӳпе наукăн министерствин, Обществăлла палатăн, регионсенчи влаçсен, коммерцилле мар организацисен представителĕсем хутшăнни унăн пĕлтерĕшĕ ӳснине кăтартать.
Октябрĕн 6-9-мĕшĕсенче Мускаври Союзсен çуртĕнчи Колонна залĕнче иртнĕ форума Тутарстанран республикăн Вĕрентӳпе наука министерствин опекăпа попечительство центрĕн тата «Ата йорты – Отчий дом» регионти обществăлла организацин представителĕсемпе пĕрле Мамадыш, Алексеевски, Лениногорск, Пĕкĕлме тата Аксу районĕсенчи усрав çемьесем хутшăнчĕç. Вĕсенчен пĕри пирĕн вулакансем лайăх пĕлекен, Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнче пурăнакан Татьянăпа Михаил Максимовсем пулчĕç.
Аса илтеретпĕр, Татьянăпа Михаил хальхи вăхăтра 6 ача (иккĕшĕ усрава илнисем) ӳстереççĕ. Максимовсене çак форума янинчен тĕлĕнмелли çук. Вĕсен девизĕ – кирек мĕнле ача та шанчăксăр мар. Çакна вĕсем инвалид усрав ачисене тухтăрсен хăрушă диагнозне пăхмасăр сиплесе аталантарни те çирĕплетет. Сăмах та çук, Максимовсен опычĕ ытти çемьесемшĕн тĕслĕх. Татьянăпа Михаил тĕрлĕ шайри конкурссемпе форумсене хутшăнса усрав çемьесен проблемине май пур таран çĕклеççĕ. Халĕ вара вĕсен хăйсене хумхантаракан ыйтусене патшалăх представителĕсемпе, специалистсемпе, Раççейри ытти усрав çемьесемпе сӳтсе явма май пулчĕ.
Юлашки çулсенче тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас енĕпе патшалăх, общество тимлĕх нумай уйăрать пулин те усрав çемьесен проблемисем çителĕклех. Икĕ куна тăсăлнă форумра усрав ашшĕ-амăшĕсем кун çинчен уççăнах калаçма пултарчĕç. Тĕслĕхрен, РФ Президенчĕ В.Путин тăлăх ачасен проблемисемпе çыхăннă Указсем кăларнă хыççăн, кун пек çемьесене хушма çăмăллăхсем парăннине пĕлтерсен залра ларакансем кĕрлемех пуçланă. Мĕншĕн тесен регионсенче нумай закон ĕçлеменнине кура усрав ашшĕ-амăшĕсем кун çинчен илтмен те иккен. Калăпăр, 2013 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче тухнă Указпа килĕшӳллĕн, I ушкăнри инвалид-ачана пăхнăшăн ĕçлемен опекуна уйăхсерен 1200 мар, 5500 тенкĕ тӳлемелле-мĕн. Анчах регионсенче, Мускавпа Астрахань облаçĕсемсĕр пуçне, ку пурнăçланмасть-мĕн. Патшалăх Думин депутачĕ О.Баталина çак ыйтăва уçăмлатма шантарнă. Форумăн иккĕмĕш кунхине депутат усрав çемьесемпе уйрăммăн та калаçнă. Паллă ĕнтĕ, кашни ыйтăвах пĕр кунра татса пама та, пăхса тухма та çук, çавăнпа форума хутшăннисем ыйтусене хут çине те çырса панă. Вĕсене депутат кашнине пăхса тухса хурав парĕ.
– Усрав çемьесем тухса калаçнă майăн эпир Курск, Пенза, Чулхула, Тюмень облаçĕсенче, Краснодар, Хабаровск крайĕсенче усрав ашшĕ-амăшĕсен ассоциацийĕсене туса хунине пĕлнĕ хыççăн усрав çемьесен правине хӳтĕлекен çакăн пек органа пирĕн республикăра та тăвасси пирки ыйту тухрĕ. Республикăри районсенчи усрав çемьесен тĕлпулăвне ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче Хусанта йĕркелесе ку ыйтăва сӳтсе явма йышăнтăмăр, – пĕлтерчĕ пире Татьяна форумран таврăнсанах.
Форум хăйсемшĕн питĕ усăллă иртнине пытармаççĕ Максимовсем. Вĕсем чылай ыйтăва уçăмлатса таврăннă. Çав шутра ачисен сывлăхĕпе çыхăннисене те. Ку ыйтура вĕсене Турри хăех пулăшнă тейĕн. Татьянăпа Мишăн усрав ывăлĕ Саша Хусанти неврологи санаторийĕнче сипленнĕ вăхăт та пулнă вăл.
«Форумăн иккĕмĕш кунĕнче мана Хусантан шăнкăравларĕç те: «Комисси пулчĕ, ывăлăра илсе кайăр, пирĕн пациент мар, май килмест», – тенĕ хыççăн чĕтренех ертĕм. Ара, унтан ярсан пирĕн ача валли шкул çулĕ хупăнать-çке. Çапах та пуçа усмарăм, хама лăплантарас тесех психологи наукисен докторĕпе, халăхсен хушшинчи экспертпа Галина Владимировна Семьяпа калаçма шутларăм. Сашăпа пулнă улшăнусене илтсен вăл тĕлĕнсех кайрĕ: «Кун пекки çинчен илтнĕ-ха, анчах хам куçпа курман. Саша – пирĕн ача», – терĕ. Галина Владимировна хальхи вăхăтра наука ĕçĕ çырать иккен, çавăнпа Сашăпа пулнă улшăнусем уншăн питĕ интереслĕ. Вăл пире хăйĕн адресне парсан хавхалансах кайрăм. Киле таврăннă чух Сашăна илме Хусана тӳрех кĕтĕмĕр, пĕлтерсе тăмарăмăр. Пирĕн ача хуп-хура, тумĕсем çук. Кунта кашни ача çапла иккен. Тунсăхланăскерсем, эпир Сашăна ыталатпăр, чуп тăватпăр. Хăй те питĕ савăннă, киле каять вĕт. Çакна асăрханă специалистсем: «Епле телейлĕ эсир унпа, юрататăр тата. Чăтма çук ача вăл сирĕн», – теççĕ. «Тĕлĕнмелле ача вăл пирĕн. Унпа Мускавра интересленчĕç, – теме çеç ĕлкĕртĕм хайхи специалистсем таçта кайса та çухалчĕç. Ларатпăр çапла кĕтсе. Ак пирĕн пата тĕп тухтăр пычĕ: «Ачăра ăçта илсе каятăр?» – ыйтать пиртен. «Мĕнле ăçта, хăвăр чĕнсе илтĕр вĕт?» – хуравлать Миша. «Çук эпир хушаматне арпаштарнă», – тет хайхи. Çапла пирĕн ачана каллех илсе юлчĕç. Хамăр çине тăман пулсан урăхларах та пулатчĕ-тĕр. Шанатăп – Саша пирĕн шкула каять, тен, авланĕ те-ха», – савăнăçлăн пĕлтерет Татьяна.
Максимовсем çине тăрса ачисене пăхнипех вĕсем çак пилĕк çулта палăрмаллах çитĕнӳсем тăваççĕ, Ангелина пирки те тухтăрсем вăхăтĕнче «пулмастех» тенĕ-çке. Вăл вара кăçал Нурлатри ятарлă шкула пĕрремĕш класа кайрĕ, Саша та ялти ытти ачасемпе пĕрлех ача садне çӳрет. Хăйсем калашле, çемьери юрату, ниме пăхмасăр алă усманни пулăшать вĕсене. Раççей шайĕнчи форумра пулни çак çемьене ачи-пăчине пăхма тата вăй хушасси те иккĕленӳллĕ мар.
Михаилпа Татьяна форумра.
Михаилпа Татьяна форумра.
Максимовсен кĕçĕннисем: Аксинья, Ангелина тата Саша.
Максимовсен кĕçĕннисем: Аксинья, Ангелина тата Саша.
 
: 973, Хаçат: 42 (1032)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: