Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанти Универсиадăна ултă çул кĕтрĕмĕр. Сисмерĕмĕр те – çитрĕ те иртсе те кайрĕ вăл. Анчах та çак чаплă спорт уявĕ Хусанта, республикăра пурăнакансемшĕн, Универсиадăна хутшăннă спортсменсемпе тренерсемшĕн, волонтерсемшĕн тата ытти нумай-нумай çыншăн часах асран тухмĕ-ха. Чуна çĕклентерекенни, çĕнни, халиччен курманни тем чухлехчĕ çав июль уйăхĕн хĕвеллĕ те шăрăх кунĕсенче. Универсиадăна хатĕрлесе ирттерекенсем ытларах вăл йĕркеллĕ, ăнăçлă ирттĕр, килнĕ хăнасем хăйсене килĕнчи пек туйччăр тесе тăрăшнă пулсан, спортсменсен вара пуçĕсенче пĕр шухăшчĕ – пĕтĕм вăйран тăрăшмалла, çĕнтермелле, медаль илмелле! Çакнашкал пысăк мероприятие килекен спортсменсенчен, паллах ĕнтĕ, пĕрин те ячĕшĕн кăна хутшăнас шухăш çук. Çĕнтерӳ, çĕнтерӳ, тепĕр хут çĕнтерӳ!
Спорт уттипе утакан чăваш спортсменки Ирина Юманова та Хусана медаль илмех килнĕ. 23-ри хĕршĕн Универсиада пĕрремĕш пысăк ăмăрту мар, халиччен вăл вун-вун çĕршывра пулса темле пысăк ăмăртусене те пĕрре мар хутшăннă, медалĕсем те унăн лавĕпех темелле. Хăй умне лартнă тĕллеве яланах пурнăçлама тăрăшать чăваш хĕрĕ. Ăна ачаран çапла хăнăхтарнă. Спортпа вара ăна, хăй каланă тăрăх, ашшĕ туслаштарнă. «Ача чух шкултан уроксем хыççăн ĕшенсе таврăнсан кăшт канас килетчĕ. Анчах та атте «кăмака çинче выртма» памастчĕ. Тавах ăна уншăн. Пĕрмай йывăрлăхпа кĕрешни мана çирĕп кăмăллă çын пулма пулăшнă та. Ун чух кăмака çинче выртнă пулсан çитĕнӳсем тăвайман та пулăттăм. Атте хăй те пĕрмай манпа чупма çӳретчĕ, манран пысăк спортсменка тума ĕмĕтленетчĕ…» – каласа парать Ирина. Шел те, ашшĕ хĕрĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса нумай пурăнайман çав, виçĕ çул каялла яланлăхах куçне хупнă. Çапах та Ирина пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче халĕ те-ха ашшĕ çӳлтен те пулсан хăйне пулăшнине, вăй панине туйса тăрать.
Хусанти Универсиадăран Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньел хĕрĕ медальсĕр каймарĕ, тĕрĕсрех каласан – медальсемсĕр. 20 километра спорт уттипе утса тухса вăл кĕмĕл медале, команда зачетĕнче ылтăн медале тивĕçрĕ. Ăмăртусем хамăр çĕршывра, çитменнине хăв çуралса ӳснĕ вырăнтан аякра мар иртни, болельщиксем нумай пулни вăй парса тăчĕ пулин те, çăмăл пулмарĕ çĕнтерме. Спортсменсем каланă тăрăх, Хусанти ăмăрту трасси питĕ кăткăсскер – тӳрĕ мар, сăрта хăпарса анмалли вырăнсемлĕ. Виç-тăватă километр кăна утмалла мар-çке-ха тата, 20 километр! Çак дистанцие йĕркене пăсмасăр утса тухма мĕн çухлĕ вăй, кăмăл çирĕплĕхĕ, чăтăмлăх кирлĕ. Калама кăна вĕт. Çапах та ăмăртура малтанхи виçĕ вырăна ун чух Раççей хĕрĕсем никама та памарĕç. Финиша чи малтан Анися Кирдяпкина (Мордови), ун хыççăн Ирина Юманова (Чăваш Ен), виççĕмĕш Лина Бикулова (Челябинск) çитрĕç.
Ăмăрту хыççăн спортсменкăсем журналистсемпе те кăшт калаçса ĕлкĕрчĕç. Эпир те хамăрăн йăхташăмăра çĕнтерӳпе саламланă май темиçе ыйту патăмăр.
– Ирина, эсир нумай çĕршывсенче, хуласенче ăмăртусенче пулса курнă. Сире ăçта ытларах килĕшрĕ тата Хусан спортсменсене мĕнлерех кĕтсе илчĕ?
– Хусан пирки калас пулсан мана кунта пĕтĕмпех килĕшрĕ. Çӳллĕ шайра хатĕрленни кашни утăмра курăнать. Пуринчен ытла вара Англи кăмăла кайнăччĕ. Эп унта 2007 çулта Европа Кубокне кайнăччĕ, 3-мĕш вырăнпа таврăнтăм.
– Эсир ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти олимп резервĕн шкулне вĕренме кĕнĕ. Кам-тăр хистенипе-и е çак йышăнăва хăвăрах тунă?
– Унта вĕренме кĕрес ĕмĕт манăн мĕн пĕчĕкренех пулнă. Атте манран пысăк спортсмен тăвасшăнччĕ, унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес килетчĕ…
– Олимп резервĕн шкулĕнче вĕреннисем малалла та спортпа çыхăннă аслă шкула суйласа илмелле пек ĕнтĕ. Эсир вара Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетне суйласа илнĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă? Эсир пĕлтĕр алла диплом илнĕ, халĕ журналистикăра ĕçлетĕр-и?
– Манăн тепĕр интерес вăл – журналистика. Ку професси те мана мĕн ачаран кăмăла кайнă. Хальлĕхе журналистикăра ĕçлеме май килмест-ха, манăн пурнăçăм пĕтĕмпех спортпа çыхăннă. Спорт карьерине вĕçлесен вара хамăн специальноçпа ĕçлес кăмăлăм пур.
– Ирина, сире çитĕнӳсем тума хушаматăр та пулăшать пулĕ. Эсир юман пек çирĕп пулни медальсен шутĕнчен те, 18 çултах ЧР Правительствинчен пысăк парне – автомобиль илме тивĕçнинченех курăнать. Çапах та 20 километра утса тухасси çăмăл марри каламасăрах паллă. Кунта сирĕн пултарулăха мĕнле тренер туптани пысăк вырăн йышăнать. Хăвăр тренерăр О.В.Иванова пирки мĕн каланă пулăттăр?
– Ман шутпа ăнăçу пултăр тесен хăв тăвакан ĕçе чун-чĕререн юратмалла. Вара пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ. Спортра вара тренировкăсене пур вăя памалла. Манăн тренер Олимпиада Владимировна Иванова питĕ çирĕп кăмăллă, ăслă хĕрарăм. Манăн шăп ун пек пулас килет.
– Олимпиада Владимировна эсир Хусанти Универсиадăра кĕмĕл тата ылтăн медальсем илнĕ хыççăн сирĕн 2016 çулта Рио-де-Жанейрора иртекен Олимпиадăна хутшăнас шанăç пурри пирки каларĕ…
– Тем пекех хутшăнас килет. Ман паянхи кун чи пысăк тĕллев – Раççейĕн Бразилие каякан сборнăйне лекесси.
– Ăнăçу сунатпăр сана, Ирина!
–Тавтапуç.
Черчен чăваш пики –   çирĕп кăмăллă спортсменка.
Черчен чăваш пики – çирĕп кăмăллă спортсменка.
И.Юманова ЧР Пуçлăхĕпе М.В.Игнатьевпа.
И.Юманова ЧР Пуçлăхĕпе М.В.Игнатьевпа.
 
: 1417, Хаçат: 41 (1031), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: