Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНĂН Обществăлла палати çак кунсенче хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр çĕр пайĕсем уйăрассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Йывăрлăх тĕпрен илсен, хула, район центрĕсен çумĕнче çĕр илессипе кăна мар, коммуналлă тата социаллă инфраструктура сечĕсемпе тивĕçтерменнипе те çыхăннă. Çавра сĕтеле хутшăннисем ыйтусене кирлĕ инстанцисене çитерме йышăннă.
Республикăн çул-йĕр отраслĕн çитес çулсенчи приоритетлă проекчĕ Хусантан пуçласа Çырчаллине çиттичченхи М7 «Волга» федераллă трассăн участокне реконструкцилесе вĕçлесси пулĕ. ТР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Л.Сафин каланă тăрăх, çак трасса тахçанах ĕнтĕ паянхи кунăн ыйтăвĕсене тивĕçтереймест. Хăш-пĕр участок тăрăх талăкне 40 пин автомобиль иртет, çак категорири автоçулăн норминчен ку 6 хут нумайрах. Кунсăр пуçне ытти федераллă трассăсене те тĕпрен юсамалла, регионти çул-йĕр сетьне аталантармалла, вăл федераллă трасса çинчи юхăма чакарма пулăшĕччĕ. Çитес çулсенче çаплах Хусан – Ульяновск, Çырчалли – Сарманово, Пасарлă Матак – Пăлхар, Чистай – Анат Кама, Хусан – Шемордан, Чистай – Нурлат çулсене реконструкцилемелле .
ЕШĔЛВАР районĕнче тин çеç пĕрлешнĕ мăшăрсем йывăç лартасси йăлана кĕнĕ пулăм. Çак кунсенче пĕрлешнĕ 9 мăшăр та акă туй кунхине алла кĕреçе тытса ЗАГС умĕнчи тӳремре 14 тĕп шăлан йывăççи лартнă.
ЭЛКЕЛ район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем «Вăрман лартмалли кун» акцие хастар хутшăнса Юманлăх урамĕнчи кану зонине 100 тĕпе яхăн пилеш, 200 çăка тата 700 тĕп ытла хыр лартнă. Çав кун районти ял хутлăхĕсем те акцие хутшăнмасăр юлман, вĕсем те хăйсен территорийĕсенче йывăçсем лартнă.
ЭЛМЕТ районĕнче те ырă ĕçсĕр иртмен эрне. Октябрĕн 8-мĕшĕнче районти Ачасемпе çамрăксен ĕçĕсем енĕпе управлени 4№ салтак масарне тирпейлемелли акци йĕркеленĕ. Унта управлени ĕçченĕсем, хулари студентсем, предприятисенчи çамрăксен комитечĕсен представителĕсем хутшăнса икĕ сехет масара тирпей кĕртнĕ. Сăмах май, çак масарта 15 вил тăпри, вĕсем пурте 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хула строительствине пуçлама хутшăннă строительсен батальонĕн салтакĕсем.
АНАТ КАМĂРИ Ĕçпе тивĕçтерекен центр çулланнисем валли ваканси ярмăркки ирттерсе 37 пенсионера ĕçе вырнаçтарнă. Хулари 4 организаци вĕсем валли вакансисем (хуралçă, дворник, водитель, ĕç пӳлĕмĕсен тирпейлӳçи, кĕпе çăвакан машинист, лифтер тата ытти те) сĕннĕ. Ярмăрккăна пурĕ 110 çын килнĕ.
ТЕЧЧĔ хулине 200 çул çитнине халалланă урама 200 метр тротуар сарса, 26 хунар вырнаçтарассине вĕçленине паллă тунă. Мероприятире хулапа район ертӳçи В.Чершинцев строительсене Тав хучĕсем парса чысланă. Сăмах май, хула урамĕсене хăтлăх кĕртес ĕç Теччĕре малашне те пырĕ.
 
: 1258, Хаçат: 41 (1031), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: