Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

САВНĂ ТУТАРСТАН
Сан ăшшуна туйса куçа эп уçнă.
Эс савăннă тĕпренчĕкне курсан.
Санран мана хăватлăх, çынлăх куçнă,
Тăван çĕршывăм, савнă Тутарстан.
 
Хушса юрлама:
Тĕрлĕ саспа юрланă вăштăр çилĕ:
Эп калаçатăп тĕрлĕ чĕлхепе…
Паян кунччен парса тăратăн пиллĕх.
Санпа ялан чунпа та чĕрепе.
 
Хушса юрлама.
Ăçта кăна пулсан та эп манмарăм
Çул кăтартуçă пулнă сăнарна.
Сан умăнта, çĕршывăм, пысăк парăм –
Паян эп килтĕм çăкăр-тăварпа.
 
Хушса юрлама.
Ятна-сумна тĕнче шайне çĕкленĕ:
Хастарĕсем ман халăхăн нумай
Чăваш ялан пуласлăха ĕненнĕ.
Çут уçлăха вăл ăнтăлнă пĕрмай.
 
Хушса юрлама.
Пин-пин сас витĕр эп паян илтетĕп,
Юрлать мăнаçлă Атăл чăвашла.
Пур сипетрен те сиплĕ сан сипетĕ.
Ăна ĕçсе утатăп тăвалла…
 
Хушса юрлама.
Тăван çĕршывăм, Тутарстан,
Хăватлăхăм, тĕреклĕхĕм эс ман.
Хăватлăхăм, тĕреклĕхĕм эс ман,
Тăван çĕршывăм, Тутарстан.
 
ПУШ ПАРАППАН
Шухăшларăн, шухăшларăн…
Тем те шутласа кăлартăн.
Пур çынран кĕтетĕн парăм:
Тус-юлташ, ĕçтеш те арăм…
 
Сум кĕтетĕн, чап кĕтетĕн…
Хăв пĕрмай таçта вĕçетĕн…
Çил хăван…
хăлаçланан,
Çăхан пекех пăхкалан…
 
Янратан пуш параппан.
Хăв шутлатăн – чан çапан…
Ăна лекнĕ нумайрах…
Мана лекнĕ сахалрах…
 
Ытамне сарать ав уçлăх…
– Эх! – шутлан, – пуласчĕ пуçлăх…
 
КĔРХИ
Ӳкекен çулçăсене
Дворник шăлса пухрĕ.
Эпĕ илтĕм çӳçенсе,
Ман куççулĕм юхрĕ…
 
Татăлаç пек пурнăçсем,
Шăпасем пĕр вĕçĕм…
Тертленсе пăхаç куçсем:
Хула çийĕн – тĕтĕм…
 
: 871, Хаçат: 40 (1030), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: