Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Роман
(Малали. Пуçл.34-39№№.)
VI
Вăрманта Куракина йĕрлесе лапчăннă курăка тимлĕн тишкернĕ чух Апанасов тарçи Куçка хаклă тиртен çĕленĕ хулăн енчĕк – укçа хутаççи тупать. Енчĕкри кивелнĕ пергамента кăларса пăрахать. Ытти пĕтĕмпех укçа! Пĕчĕклех улпут патĕнче кĕтӳçре çӳресе нушара ӳснĕскершĕн çакă пысăк телей ĕнтĕ. Ку укçапа таçта инçетре улпут патĕнче тертленекен арăмĕпе пĕчĕк хĕрне сутăн илме пултарать вĕт-ха вăл хуçи урлă. Темиçе çул каялла çамрăк арăмне тапăннăшăн улпута хĕнесе пĕтернĕччĕ вăл, çавăншăн Çĕпĕре пуç ямалла тунăччĕ Куçкана. Çĕпĕре кайма тухсан Апанасов хуралçăсене укçа парса ăна хăтарса хăварнă, халĕ хăйĕн патĕнче ĕçлеттерет. Темиçе кун каялла вăл Куçкана юлташĕсемпе офицера вĕлерме янăччĕ. Вĕлересси пулмарĕ, анчах мул тупрĕ акă Куçка.
 
VII
Тăшмансенчен тарнă Куракин вăрманта Керимсемпе тĕл пулать. Ĕмпӳ-пике ăна вăрманти пысăк сăрт çине ертсе хăпарса чул çинчи паллăсене кăтартать, вĕсем пытарнă мул ăçтине тĕллеттереççĕ иккен. Анчах чул çинчи паллăсен çумне тата икĕ пергамент çинчи паллăсене хушмалла иккен. Пĕр пергаменчĕ Ĕмпӳ-пикере, тепри Филипра хăйĕнче. Анчах… Филипп пергамент упраннă енчĕке çухатнине асăрхать. Ĕмпӳ-пике каланă тăрăх çакăн пек тепĕр пергамент Хусанта, вĕсен аякри тăванĕсем, Уйтуванов купсасем патĕнче упранмалла имĕш. Пароль вырăнне Ĕмпӳ пике Куракина хăйĕн пергаментне тыттарать, халех Хусана кайса Уйтувановсен пергаментне илсе килме хушать. Хăй ăна çакăнтах, Айтукан патĕнче кĕтсе тăма шантарать.
 
VIII
Теччĕ уес управин тиекĕ, канцеляри пуçлăхĕ, Пичугин коллежски регистратор пилĕк çул Куракинсен икĕ хутлă çуртĕнче укçа тӳлемесĕр пурăнать. Керим укçа ыйтма килсен ялан пытанать. Кашни пусне перекетлет вăл, укçи миллион тенкĕрен те тахçанах иртсе кайнă унăн. Управăра ĕçленĕ май хутла, вырăсла пĕлмен чăвашсене улталаса пухнă вăл çак мула. Куракин, укçине çухатнăскер, денщикне Теччĕри хупахра хăварса хваттер укçи ыйтма кĕрет, тарçи: «Çук», – тесен те хуçана шыраса тупать, эрех ĕçтерсен çурта парнелетĕп тесе хăйне сăйлаттарать. Çурта парнеленĕ пирки хут çыртарнă хыççăн Куракин халиччен хăй укçипе ĕçсе курман тиеке, черкке хыççăн черкке ĕçтерсе ӳсĕртет, хăйĕн Сĕве çинчи шыв арманĕсене, улăхĕсене сутать, вĕсемшĕн мĕнпур укçине илĕртсе илет. Хутсене çырса пĕтерсен, ӳсĕрĕлсе кайнă регистраторăн пĕр пус укçи те юлманнине кура ротмистр çуртран тухса каять.
 
IX
Куракинсен Хусанти Тутар слободинчи çуртĕнче Филипп ашшĕпе пĕрле ача чухне темиçе хутчен те пулнă, çавăнпа та ăна вĕсем Ухантейпе пĕрле çăмăллăнах шыраса тупрĕç. Халĕ ку çурта Апанасов ярса илнĕ. Çул çинчен питĕ ывăннă Филипп лашине юнашарти кермен патне пăрчĕ. Анчах вăл та тахçантанпах Уйтувановсен çурчĕ мар иккен. Телее, хапха умĕнче шăпăр тытса тăракан ватă тутар пулăшрĕ ăна.
– Георгий Уйтуванов? Ку хушамата халиччен те илтмен. Унăн тетĕшĕ Александр ятлă пулнă тетĕр? Пĕлместĕп кун пек ята. Абдулла Айтуганов пурччĕ кунта. Вăтăр çул пурăнмасть ĕнтĕ. Пулă ретне куçса кайнă. Хăй вăл тахçанах вилнĕ ĕнтĕ, ывăлĕ те вилнĕ. Мăнукĕ пурăнать. Муртаза Айтуганов. Пуян купса. Унăн çуртне кăтартăп. Анчах халĕ вăл килĕнче мар, лавккисенчен пĕринче пулмалла. Пасар кунĕ паян. Тинтерех çеç тавар туянма кайса килтĕм унта, Муртазана куртăм, – хаваспах каласа пачĕ вăл. Офицер аллинчи пилĕк пуслăх укçана курсан йăпăртатса лашасем умне чупса кайрĕ, утă пасарĕнчи лавккасем патне илсе çитерчĕ, пĕр лавккине кĕрсе кирлĕ купсана чĕнсе кăларчĕ.
Муртаза 30-35 çулсенчи яштака, илемлĕ арçын иккен. Палламан офицера курсан вăл, ирĕксĕртен тенĕ пек çывăха пычĕ. Анчах ротмистр аллинче сарăхса кайнă пергамент таткине курсан савăнса кулсах ячĕ, самантрах ылмашăнса аллине пырса чăмăртарĕ, тарăн вар хĕрринче ларакан пысăк чул çурта чĕнчĕ. Алăкра кĕтсе илнĕ тарçине Ухантее сĕтел янтăлама хушса хуçа хаклă хăнипе пысăк пӳлĕме кĕчĕ, кĕтесри тимĕр арчана уçса пурçăн енчĕк туртса кăларчĕ.
– Аякри тăвансем çитрĕç-им вара? Тĕрĕссипе каласан, сире виçĕ çул каяллах кĕтме пуçланă эпĕ. Атте вилес умĕн пирĕн йăх историйĕ çинчен каласа кăтартнăччĕ, çак пергамента панăччĕ, – купса енчĕкрен хут кăларчĕ, Куракин аллинчи пекех, танлаштарса пăхрĕ. – Тĕрĕс, паллăсем пĕр килеççĕ. Манран тата мĕн кирлĕ? Çĕнĕ Пугачев çуралчĕ-им? Эсир çавах çĕнтерме ĕмĕтленетĕр эппин? Çĕнтерсен те… мĕн парать çакă? Мана мар, сана мар, халăха мĕн парать?
– Халăха питĕ нумай çăмăллăх пулать. Эпир чуралăха пĕтерĕпĕр. Демократиллĕ патшалăх туса хурăпăр, Францири пек, сăмахран. Танмарлăхпа кĕрешĕпĕр. Капла мĕн пулса тухать-ха? Пире: тутарсене, чăвашсене, çармăссене, ирçе-мăкшăсене, сăварсене вырăссем иккĕмĕш сортлă çынсем вырăнне хураççĕ, инородецсем теççĕ. Тĕрĕссипе вырăссем тени йăнăшрах ахăр, влаçрисем вырăссене те хĕсĕрлеççĕ. Ку танмарлăха халех пĕтермелле. Çынсем пурте пĕр тан çуралаççĕ. Каярах та вĕсем çаплах пулмалла. Юлашкинчен, çавăншăн кăна власть илсен те ахаль пулмĕ вăл...
– Тĕрĕс сăмахсем. Ку ыйту мана та питĕ пăшăрхантарать. Эсир килнишĕн питĕ хавас. Анчах та, хисеплĕ тăванăм, сирĕн пăлхава хутшăнма шутламастăп эпĕ. Çĕнтерĕве ĕненместĕп. Пирĕн халăх ирĕклĕхшĕн темиçе çĕр çул çапăçать. Мĕнле чаплă паттăрсем пуçĕсене хунă ирĕклĕхшĕн. Пурте кăлăхах…
– Çук, кăлăхах мар. Эпир çĕнтертĕмĕр ĕнтĕ, – пӳлчĕ ăна ротмистр, патшан Çырăвне тăсса парса. Муртаза хаклă хута асăрханса илчĕ, васкамасăр, тимлĕн вуласа тухрĕ.
– Мĕн пулса тухать-ха капла? Эсир Раççейрен Хусана туртса илнĕ-и? Ĕненме пултараймастăп, – купса хута тата тепĕр хут вуласа тухрĕ, сиксе тăчĕ. – Апла эсир халĕ Хусан хуçи? Патша?!
– Çук, патша мар, – лăплантарчĕ ăна Куракин. – Патша пулма шутламастăп та, сăвар халăхĕн мĕнпур тăхăмĕсемшĕн пуриншĕн те – Хусан тутарĕсемшĕн, тептярсемшĕн, пăртассемшĕн, сăкăтсемшĕн, чăвашсемшĕн эльтепер патша вырăнĕнче. Анчах эпĕ патша пуласшăн мар. Эпĕ çар çынни, çар çынни пулса юлатăп та. Влаçа, патшана теме те пултаратăн, эпир суйласа лартăпăр. Сăвар дворянĕсен курултайне пуçтаратпăр, вĕсем ку тарана питĕ сахалăн юлнă пулсан та. Курултайра эпĕ хамăн эльтепер титулне патшана суйланă çынна халалласа парăп. Патшана, паллах, кама та пулин патша тăхăмĕнчен суйламалла, сире, сăмахран. Авалхи Римри пек халăхăн, çар, тĕн çыннисен представителĕсенчен триумвират суйлама та пулать.
– Мана – патшана? Илĕртӳллĕ илтĕнет. Анчах эпĕ пултараймастăп. Тĕрĕс калатăп, – Муртаза сĕтел çинче выртакан кĕмĕл шăнкăрава илсе шăнкăравларĕ, пӳлĕме кĕрсе тăнă тарçа ĕçме-çиме илсе килме хушрĕ. – Анчах та хамăр мăн асаттесен тронне урăххине, юттине парас марччĕ, – тарçă тухса кайнă хыççăн малалла тăсрĕ вăл сăмахне. – Эпĕ çавна каласшăн, хисеплĕ Филипп Романович, ман шутпа ку ĕçе сирĕн пек никам та туса пыраймасть. Эсир, патшалăха йĕркеленĕ çын, ĕçсĕр тăрса юлсан кӳренмелле пулать-çке. Çакă пирĕншĕн те, тăванăрсемшĕн, кӳренмелле. Патша пулас мар тетĕр-тĕк, ан пулăр. Апла триумвират туса хурасси çеç юлать. Анчах унта сирĕн пулмаллах. Эпĕ те килĕшме хатĕр, пултармаллах тетĕп. Влаçăн йĕркеллĕ çынсен аллинче юлмаллах. Хамшăн явап тытаятăп эпĕ. Пуянлăха хамран пысăкрах нихăçан та лартмастăп, апла – пăсăлмастăп та. Сире те ĕненетĕп. Влаçран пăрăнма хал çитеретĕр-тĕк, сире шанма пулать.
– Тĕрĕс шухăшлатăр. Пĕтĕмпех килĕшетĕп сирĕнпе. Сĕнĕвĕр кăмăллă пек туйăнать. Çапла вара триумвиратра эсир, эпĕ тата тĕн çынни. Нимĕнле курултай пуçтарма та кирлĕ мар. Чим, тарçăр темле паллăсем парать унта? – Филипп алăк еннелле пуçне сĕлтрĕ.
– Столовăйне куçма сĕнет, – кулса ячĕ Муртаза, – çул çинчен çырткаласа илмеллех сирĕн. Ĕçме-çиме хатĕр, атьăр, апатланăпăр, – вăл ура çине тăчĕ.
Апат шăплăхра иртрĕ. Десерт çине куçсан çеç Муртаза сăмахне малалла тăсрĕ.
– Çапла, триумвират лайăх вăл, – терĕ шухăшлăн. – Эсĕ, эпĕ – питĕ лайăх. Анчах та тĕн çыннисемпе мĕн тумалла? Эпĕ ăнланнă тăрăх, Атăлçи тăрăхĕнче халĕ тĕпрен илсен икĕ тĕн тытса пыраççĕ – христианство тата мăсăльман тĕнĕсене. Çавăнпа пĕрлех язычество тымарĕсем çирĕп пулнине те манмалла мар. Хусанта, ытти хуласенче нимĕçсем, еврейсем пурăнаççĕ. Çаксене çеç шутласан та пилĕк тĕн пулса тухать. Хăш тĕн çыннине триумвирата сĕннĕ пулăттăр эсир?
– Эсир тата тепĕр тĕн, чи авалхи тĕн çинчен манса кайнă, – кулса ячĕ Филипп. – Çак тĕн çынни пулать те триумвиратра.
– Мĕнле тĕн? Нихçан та илтмен ун пирки, – тĕлĕнчĕ Муртаза.
– Тĕлĕнмелли çук кунта. Ку пирĕн халăхăн чи авалхи тĕнĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх виçĕ пин çул ытла пурăнать ĕнтĕ вăл. Пилĕк çĕр çул вăрттăн тĕн шутланать. Пур енчен те хăвалакан тĕн. Çапла вара эсир ăна, мăсăльман тĕнне куçнă çын, пĕлменнишĕн тĕлĕнмелли çук. Тепĕр енчен ун çинчен эсир илтмеллех пулнă, мĕншĕн тесен сирĕн аçăр та ислам йышăниччен, аслаçăр та çав тĕне ĕненнине пĕлетĕп. Аслаçăр тăванĕ çак тĕне ертсе пыракансенчен пĕри пулни çинчен те илтнĕччĕ эпĕ.
– Эпĕ те илтсеччĕ ку тĕн çинчен, аса илтĕм халĕ. Тĕнĕ çинчен те мар, асаттен тăванĕ Варвари аппа çинчен çемьере тахăшĕ пысăк çын – матриарх пулнă вăл, тесе калани пуçра юлнă.
– Тĕп-тĕрĕс. Шăпах çавăн çинчен каласа панăччĕ мана сăвар тĕнĕн хальхи матриархĕ – Кулине Ĕмпӳ-пике. Ун сăмахĕсем тăрăх, сăвар чиркĕвĕнче халĕ Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен мĕнпур тĕнĕсен паллисем пур. Шăпах çавăнпа пĕр кăсăклă пулăма ăнлантарса пама пулать ахăр. Авалхи Пăлхар патшалăхĕнче шăпах çавăнпа тĕн хирĕçĕвĕсем пачах та пулман теççĕ. Кунта иудаизм та, православи те, католичество та, ислам та хирĕçӳсемсĕр, килĕштерсе пурăннă. Çапла вара…
– Эсир кунти халăхсен тĕп тĕнĕ – язычество пирки нимĕн те каламарăр, – асăрхануллăн пӳлчĕ ăна купса. – Вырăнти вак халăхсем пурăнакан ялсенче халĕ те…
– Ун пек тĕн кунта пулман, çавăнпа аса илмерĕм те, – кулса илчĕ ротмистр. Язычество тени сирĕн ăнлавра тĕн ыйтăвĕсенчи тискерлĕх, нишлĕх, тĕттĕмлĕх пек илтĕнет-çке. Çакăн пек тĕн ĕмĕр-ĕмĕрĕпе вăрманта пурăннă, никампа та хутшăнса курман, хăйĕн ăс-тăн культурине туса ĕлкĕреймен халăхăн пулма пултарать. Анчах та Пăлхар патшалăхĕнче пурăннă халăхсем пирки çакна калаймăн. Вĕсем мĕнпур тĕнчепе тенĕ пекех суту-илӳ çӳретнĕ, пиншер çулхи историйĕ пулнă вĕсен… Тахçан Пăлхар патшалăхĕнче пурăннă халăхсене язычниксем тесе православи тĕнне тытса пыракансем каланă. Вак халăхсен тĕнĕнче авалхи друизм паллисем – йывăçсене пуççапни пулнипе çеç мар… Çук, ку тĕне начарлатса кăтартса вĕсем хăйсен тĕнне лайăх енĕпе кăтартасшăн, авалхи тĕн, тĕрĕссипе каласан православие те, пĕтĕмĕшле илсен христианствăна та çуратнă тĕн çинчен мантарасшăн пулнă.
(Малалли пулать.)
 
: 879, Хаçат: 40 (1030), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: