Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕренекенсен хушшинче кăçалхи март уйăхĕнчен пуçласа «IT-чемпион» конкурс пыни пирки пĕрре мар çырнă ĕнтĕ хаçатăмăрта. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 24-мĕшĕччен пынăччĕ, иккĕмĕшĕ – майăн 25-мĕшĕнчен сентябрĕн 1-мĕшĕччен. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçлансан конкурса йĕркелекенсем иккĕмĕш тапхăр çĕнтерӳçисене палăртрĕç, шантарнă парнесене пачĕç.
Кашни районтах çĕнтерӳçĕсем пур. ТР Вĕрентӳпе наука тата Информатизаципе çыхăну министерствисем пуçарнă проектра çĕнтерме çăмăл тесе калаймăн. Шкул ачин çĕнтерес тесен нумай пĕлмелле, аслисене электронлă услугăсемпе куллен усă курма хăнăхтармалла. Çапла тусан аслисен те тĕрлĕ тӳлевсене тӳлеме ăçта-тăр кайса вăрăм черет тăрса вăхăт сая ямалла пулмĕ, шкул ачин те унăн çывăх çыннисем тунă кашни электронлă тӳлевшĕн балсем хушăнсах пырĕç. Паллах, тăрăшмасăр, çак ĕçе тума кирлĕ чухлĕ вăхăт уйăрмасăр нимĕн те пулмасть. Иккĕмĕш тапхăр çулла вăхăтне лекнине шута илсен конкурсра çĕнтерекенсен каникул вăхăтĕнче те кану пирки кăна шутлама тивменни куçкĕрет. Çапах та пур маттурсем! Вĕсем хăйсен умне «IT-чемпионра» çĕнтерме тĕллев лартнă та ăна пурнăçлас тесе çине тăнă. Тăрăшни сая кайман.
Ак, тĕслĕхрен, Аксу районĕнчи шкул ачисене кăна илер. «IT-чемпион» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче «Чи хастар шкул ачи» номинацире çак районтан виççĕн çĕнтернĕ: Данис Шавалеев (Аксури 3 № шкул), Александр Мартьянов (Кивĕ Саврăшри шкул) тата Данил Павлов (Çĕнĕ Тимушкелĕнчи шкул). Иккĕшĕ чăваш ачи. Хастар йăхташăмăрсене чĕререн саламлатпăр. Асăннă номинацире çĕнтернисене кашнинех айпад парса хавхалантарнă. Уншăн ачасем питĕ савăнаççĕ. Ара, çапла Правительство шайĕнче ирттерекен конкурса хутшăнса чаплă парнене пурте тивĕçеймеççĕ вĕт. Маттурсем тесе калас килет Сашăпа Данила.
Сăмах май, Данил Павлов çинчен эпир «Шăнкăравăн» пĕр номерĕнче çырнăччĕ те. Ача питĕ пултаруллă, ăнкаруллă пулни, пĕлӳ патне туртăнни ун чухнех питĕ уççăн курăнатчĕ. Данил компьютерпа мĕн пĕчĕкренех туслă. Хăш-пĕрисем пек вăйă кăна выляса лармасть вăл компьютер умĕнче, тĕрлĕ проектсем тăвать, çĕнĕ программăсене шĕкĕлчет. Амăшĕн, Елизавета Владимировнăн, кĕçĕн классене вĕрентнĕ май компьютерпа пурнăçламалли ĕçĕсем чылаях пулни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Анчах та çамрăкранах çак техникăпа усă курма вĕренменни (ун чух самани урăх пулнă, компьютер кашни килте пуласси пирки шутлама та пултарман ĕнтĕ) хăш чухне ура хуратех çав. Юрать, компьютера ăнланакан çын юнашар пулсан. Елизавета Владимировнăн пулăшу ыйтма инçе кайма тӳр килмен: малтан аслăрах ывăлĕсем пулăшнă ăна, вĕсем шкул пĕтерсе килтен кайсан Данил та пиччĕшĕсем пекех амăшне пулăшма пуçланă. Халĕ вăл унăн «сылтăм алли» темелле. Тăрăшуллă ачана малашне те пысăк çитĕнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!
 
: 1259, Хаçат: 40 (1030), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: