Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Шеме ялĕнче тĕрлĕ халăх пурăнать: вырăссем, тутарсем, чăвашсем… Азербайджансем те пур. Ĕлĕкрен килĕштерсе пурăннă шемесем, халĕ те çаплах. Кунта пурăнакансем пĕр-пĕрин чĕлхине те ачаран ăса хывса вĕренеççĕ. Çавăнпа та хуть мĕнле чĕлхепе калаçсан та пĕри теприне яланах ăнланать.
Шеме шкулĕнче ĕçлекен учительсен хушшинче те тĕрлĕ халăх çынни пур. Вĕсен хушшинче чăвашсем те йышлă: 15 вĕрентекенрен 7-шĕ чăваш. Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентмеççĕ пулин те, ашшĕ-амăшĕ ачисене тăван чĕлхепе калаçма та пулсан вĕрентетех кунта.
А.В.Иванова Шеме шкулĕнче 16 çул ĕçлет ĕнтĕ, вăл кĕçĕн классене вĕрентет. Аксу районĕнчи Емелькино ялĕнче çуралса ӳснĕскер, кӳршĕлле Унтакшă ялне качча тухсан мăшăрĕпе Шемене куçса килсе йăва çавăрнă вĕсем, 20 çула яхăн çакăнта тĕпленсе пурăнаççĕ. Малтан Чистайри педагогика училищине, кайран Хусанти патшалăх педагогика институтне пĕтернĕскер, Алина Владимировна хăйĕн ĕçне çав тери юратать. Ачасемпе чунне парса ĕçлет. Вăл ирттерекен кашни урок интереслĕ. Хăй вĕрентекен кашни ачапа уйрăммăн ĕçлет вăл, çапла тума классенче ачасем сахал пулни те май парать ĕнтĕ.
Елена Александровна Сибатова вара Шеме шкулĕнче библиотекарь пулса ĕçлет. Библиотекăна кĕрсенех куç тĕлне кĕнекесене типтерлĕ хунă сентресем куç тĕлне пулаççĕ. Мĕнле кĕнеке ыйтатăн – самантрах тупса парать тарават библиотекарь. Шел те, 5 пин ытла экземпляр тĕрлĕ кĕнеке хушшинче чăвашлисем сахал иккен. Шкулта чăвашла вĕрентменнипе ача-пăча вулама пĕлмест. Çапах та чăвашла кĕнекесене уçкаласа пăхакансем яланах пур иккен. Елена Александровна çав кĕнекесенче мĕн çырни çинчен ыйтакан ачасем пулсан вуласа, ăнлантарса пама та ӳркенмест. Тăван халăхăн чĕлхипе, культурипе интересленекен çамрăк ăрăва яланах пулăшма хавас вăл.
А.В.Иванова хăй вĕрентекен ачасемпе.
А.В.Иванова хăй вĕрентекен ачасемпе.
Е.А.Сибатова.
Е.А.Сибатова.
 
: 1334, Хаçат: 40 (1030), Категори: Шăнкăрав

Комментарисем:

Андрей Михайлов (2013-10-04 18:46:49):
Шемесемшĕн яланах савăнатăп!!!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: