Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕтĕм Раççейри шкул ачисем 1993 çулччен пĕр тĕслĕ формăпа вĕренме çӳретчĕç, çапла вĕт. Унтан пуçланчĕ вара… Кун çинчен çырма та кирлĕ мар, паллах, пурте лайăх пĕлетпĕр.
Юлашки пĕр-ик çулта каллех Совет Союзĕ вăхăтĕнчи хăмăр кĕпепе илемлĕ саппунсем çине куçасси пирки сăмах пырать. Нумай шкулсенче вĕсемпе çӳреççĕ те. Вĕренекенсене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те питĕ килĕшет вăл.
Пирĕн вăхăтри формăпа çӳрес теменнисем вара пĕр тĕслĕ костюмпа шкула илем кӳрекенсем те сахал мар пирĕн республикăра.
Сăмахран, Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕн шкулĕ «Бостон» фирмăпа килĕшӳ туса кашни ача валли пĕр пек форма çĕлеттерет.
Шкул директорĕ Венера Мошкова каланă тăрăх, çĕнĕ йышши форма 3 çула пулать. Унтан вара ачасене килĕшсен – çавнах хăвараççĕ, килĕшмесен – улăштараççĕ.
– Хĕр ачасен форми, унта юбка, жилет тата пиншак кĕрет – 3200 тенкĕ тăрать, арçын ачасен вара 2800 тенке ларать, – тесе ăнлантарса парать Венера Михайловна шăп та хăйĕн хĕрĕ коридорпа иртсе пынă вăхăтра чарса кăтартнă май. – Ĕлĕкхи пекех, аслисенчен çак форма кĕçĕннине юлать, паллах. Унпа нимĕн те пулмасть. Костюмăн пусма-таварĕ питĕ паха.
Венера Михайловна хăйĕн шкулĕн ачисене лайăххине çеç сунать. Кунта вăл 12 çул ытла директор пулса ĕçлет. Учитель ĕçне явăçни вара 26 çул. Малтанхи çулсенче математика предметне ертсе пынă, завуч пулса та сахал мар вăй хунă темелле.
Упи шкулне 7 ялтан пĕлӳ пухма çӳреççĕ. Пилĕк ялĕ хамăр республикăн (5 Упи ялĕ) пулсан, иккĕшĕ – Васан, Канаш поселокĕсем – Чăваш Енне кĕреççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çавăн чухлĕ ялтан та 157 ача çеç вĕренет. Тĕрĕссипе каласан, асăннă ялсенчен нумайăшĕ пĕчĕк ялсем çеç.
Вĕренекенсем, уйрăмах шкултан инçе вырнаçнă ялсенчи ачасем пĕлӳ пухмашкăн автобуспа çӳреççĕ. Шкулăн икĕ автобус пур.
Шкул çинчен калас пулсан, вăл эпĕ пĕлнĕ тăрăх, районта питĕ активлă «пурăнать». Вĕренӳ çулĕ пуçланнăранпа кăна темиçе мероприяти ирттернĕ вĕсем. Юлашкисене çырса пĕлтерме те пултаратăп: сентябрĕн 30-мĕшĕнче СССР генеральнăй конструкторĕ Анатолий Туполев академик çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле мероприятисем ирттернĕ. Учительсен кунне халалласа вара сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 5-мĕшĕччен «Учителе саламлар!» акци ирттерсе вĕрентекенсене, уйрăмах нумай çул шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене килĕрен çӳресе саламланă. Ватăсен кунне халалласа «Хаклă асаттесемпе асаннесем» ятлă ӳкерчĕксен конкурсне ирттернĕ.
Асăннă мероприятисем, паллах, директор тăрăшнипе пулса пыраççĕ. Вĕсене учительсен коллективĕ туслă пулнинчен, ачасем вĕрентекенсене сума суса тата пĕр сăмахлă та пĕр шухăшлă пулса ĕçленинчен килет. Упи шкулĕ чăнах та питĕ туслă. Вĕсем хăйсем тĕллĕн çеç мар, мĕнпур ялпа, ял хутлăхĕпе, культура ĕçченĕсемпе те питĕ туслă. Çавăнпа та вĕсен ĕç кал-кал пырать. Район шайĕнче кăна та мар, республикăна та тухаççĕ вĕсем хăйсене кăтартса.
Хисеплĕ вĕрентекенсем! Сире профессиллĕ кунпа ăшшăн саламлатпăр! Малашне те ачасене пĕлӳ парса аслă çул çине ăслă çынсем туса кăларма сунатпăр! Сирĕн ĕçĕр çăмăл мар, эсир ачасен иккĕмĕш ашшĕ-амăшĕ! Чăтăмлăх та сывлăх сирĕн ялан çирĕп пултăр!
 
: 1185, Хаçат: 40 (1030), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: