Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ватă çынсем каласа хăварнă тăрăх Акрель ялĕ XIV –XV ĕмĕрсенче пулса кайнă. Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнче нумай инкек тӳссе ирттернĕ çын, Акрель ятлăскер, влаçсенчен тарас тĕллевпе хĕлле ку тăрăха йĕлтĕрпе килсе вырăн пăхса кайнă тет. Пысăк юхан шыв – Сĕнче, кашласа ларакан вăрман килĕшнĕ ăна. Вăл çемйипе килсе пĕчĕк çырма – Пикмек çумне, хальхи ĕне витисем вырнаçнă çĕре тĕпленсе ларнă. Çырмара тапса тăракан сивĕ çăлкуç – Чашкăрма килĕшнĕ ахăр. Темиçе çултан кунта чăвашсен тепĕр ушкăнĕ килсе ларнă. Хăйсем вырнаçнă вырăна Кĕçĕн Акрель тенĕ. Кармăш ялĕ вĕçĕнче, хальхи Малтикасра, Советская урамĕ пулас çĕрте ларнă вĕсем. Хальхи Акрель вырăнĕнче ун чухне Новотроицки улпут пурăннă тет. Çĕр уйăрма тытăнсан Акрельти пĕр чее ватăпа улпут темшĕн тавлашса каяççĕ. Тавлашура чăваш старикĕ çĕнтерет, хальхи Акрель ларакан çĕре улпутран тытса илет. Улпутăн хальхи Новотроицк çĕрне куçса лармалла пулать.
Кайран тата та нумайăн куçса килнĕ чăвашсем çав вырăна, яла Акрель ят парса пурăнма тытăннă. Кĕçĕн Акрель çыннисем (Малое Аккиреево) уйрăм списокпа шутланса тăнă. Ялсем Октябрьти революци хыççăн çеç пĕрлешсе кайнă. Пирĕн ял вăрманлă, шурлăхлă вырăнта ларнă. Юманлăх, Лепетке, Кулка текен вырăнсем пур таврара. Хырлăвар сăрчĕ пĕтĕмпе хырсемпе хупланнă. Кăркăс касси хурăнсемпе витĕннĕ пулнă, ытти вырăнсенче те тĕрлĕрен йывăçсем ӳснĕ. Лапам вырăнсенче шурлăх пулнă.
Кайран килсе вырнаçнă чăвашсене Пикки Якку Ваçлийĕн йăхĕ тенĕ. Вĕсен вырăнĕнче Василий Денисов пурăннă. Ăна тăваттăмĕш сыпăк теççĕ.
Шурлăхлă вырăн вăрçă хыççăнхи çулсенче те пулнă-ха. Çырмари шыв тулли пулни пирки аса илеççĕ ватă çынсем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче кĕпер айĕнче лаша ишмелĕх шыв пулнă тет.
Революциччен Акрель халăхĕ питĕ чухăн, хура пӳртсенче пурăннă. Каçсенче алă ĕçĕсене хăйă çутинче тунă. Хĕсĕк ана çинче туса илнĕ тырă çĕнĕ çулччен те çитмен. Ирĕксĕрех кивçене кайнă. Е пур-çук çĕрне тара парса ыйткалама тухса кайнă. Хĕрсене çĕр паман. Çавăнпа та темиçе хĕр ачаллă çемьен нушаран тухма питĕ йывăр пулнă. Арçын ача çуккисен ялан пуянсем патĕнче ĕçлеме тивнĕ. Больница та пулман ялта. Çавăнпа та ял çыннисем тĕрлĕрен чирсемпе аптранă, çак инкеке пула пĕчĕк ачасем уйрăмах нумай вилнĕ. Хĕрлĕхен чирне пула Иван Мешковсен виçĕ ачи ĕмĕрлĕхех куç хупнă. 1831 çулхи октябрьте холер чирне пула 70 арçын, 48 хĕрарăм вилнĕ.
Революциччен ялта пĕр шыв арманĕ, кĕрпе çуракан обдирка пулни паллă. Çĕре сухапуçпе сухаланă, хир тăрăх тырра кунтăкран сапса çӳренĕ, унтан сӳреленĕ. Пулнă тырра çурлапа вырса кĕлтисенчен çĕмелсем, суратсем туса пынă. Кĕлтесене авăн вучахĕнче типĕтсе тăпачăпа хĕлĕпе çапнă.
Пир тĕртесси – хăйне евĕр пысăк ĕç. Малтан кантăр акаççĕ. Çăра акнипе ку хирте çум курăк ӳсеймен. Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче кантăра пухса илнĕ, кĕлте çыхса типĕтнĕ. Шăналăк çине сарса хурса патаксемпе çапса шĕкĕлченĕ. Кĕлтесене пĕрле çыхса сулă тунă, ăна вĕрлĕксемпе пусарса шыва путарнă, икĕ эрне тытнă. Унтан тылăсемпе тылласа сӳс тунă. Сӳсе кӳлле ярса кисеппе тӳнĕ, унтан арласа çип туса йĕкене тултарнă. Тунă йĕкери çипрен хутăр тăватчĕç, кăмакара пĕр талăк кĕл пăрахса пĕçернĕ, унтан çуса тасатнă. Станокпа кумса пир тĕртнĕ. Çуркунне пирне шуратма юр çине сарса хунă, унтан кĕпесем çĕленĕ.
Çĕр çул каялла чăваш ялĕсенче çăпата ура тăхăнмалли тĕп япала шутланнă. Кăçатă е атă илме чылайăшĕн укçи çитмен, çитсен те вĕсене уявсенче çеç тăхăннă. Çăпата тума çамрăк çăка йывăççи кирлĕ, ăна июнь вĕçĕнче, июль пуçламăшĕнче касаççĕ. Хуппине сӳсе илсе 4-5 кун шывра шӳтереççĕ. Шывра ытлашши тытма юрамасть, пушăт мунчалана çаврăнать. Çăпата тума калăп, пушăт, шĕшлĕ кирлĕ. Калăпне ура тупанĕ тăршшĕпе вут пуленккинчен чутлатчĕç. Çынна çулталăкне 10 мăшăр çăпатаран кая мар кирлĕ. Çăкасене вăрман хуралçисем кастарман, вĕсемшĕн штраф тӳлеттернĕ.
Ялта вулама-çырма пултаракан 3-4 çынран ытла пулман. Вĕсенчен пĕри ял писарĕ Трофим Федорович, 1864 çулта çуралнăскер. Хăш-пĕр ачасем, çав шутра Василий Гордеевич Гордеев, вĕренме Кутемере, чиркӳ прихут шкулне çӳренĕ. Акрель ялĕнче чиркӳпе прихут шкулне 1885 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче уçнă. 1904 çулта шкул уйрăм çын пӳртĕнче ĕçленĕ. Вĕренӳ çулĕ пуçланнă чух унта 30-35 ача çӳреме тытăннă, вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ тĕле вĕсенчен 3-4-шĕ çеç тăрса юлнă. Малтанхи учительсем Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи Чернышев, унтан Чăваш Енрен килнĕ Илья Архипович пулнă. 1932 çулта 4 класлă шкул туса лартнă. Вăрçă вăхăтĕнче ачасене Акулина Федотова Помошниковăпа Самар облаçĕнчи Салекино ялĕнчен килнĕ Феодосия Васильева вĕрентнĕ.
1948 çулта 7 класс, 1961 çулта 8 класс вĕренмелли шкул туса хунă. Шкулта малтанхи вăхăтра вĕрентнĕ учительсем: Иван Тихонович Ануфриев, Елена Васильевна Константинова, Алексей Иванович Константинов, Ольга Григоревна Моисеева, Ольга Ещеряковна Гордеева, Григорий Васильевич Михайлов, Вера Петровна Михайлова, Лаврентий Егорович Соленцов, Ольга Прокопьевна Соленцова, Вера Сергеевна Колесникова, Владимир Лаврентьевич Соленцов, Мария Дмитриевна Соленцова, Таисия Дмитриевна Сипатрова, Анатолий Иванович Митюков, Вячеслав Николаевич Трофимов, Елена Ивановна Трофимова, Вячеслав Никонорович Еферов, Елена Федоровна Еферова.
Граждан вăрçи вăхăтĕнче шурă чехсемпе çапăçма Павел Гордеев, Егор Чернов, Егор Карпов, Иван Маркелов хастар хутшăннă.
1918 çулта шкул валли ултă кĕтеслĕ çурт туса лартнă. 1921 çулта пĕрремĕш ступеньлĕ совет шкулĕ уçăлнă. Çав çул виçĕ класра 95 ача вĕреннĕ.
1921-1922 çулсенче Акрельне хăрушă выçлăх пырса çапнă, ялта сĕре нумай çын чакнă. Унччен кунта 355 килте 1800 çын пурăннă пулсан, сывви 300 яхăн çеç юлнă. Масар çине пĕр шăтăка кăна 800 ытла çынна пытарнине калаççĕ. Выçăпа аптранипе çынсем пĕр-пĕрне çинĕ. Анне каласа панă тăрăх Кăркăс кассинче, Кĕçтен Элекçейĕсен, Юрий Николаевич Трофимовсен килĕсенчен инçе мар пурăннă çынçиенсен çемйи. Вĕсене 8-9 çынна масар çине чĕрĕллех пытарнă тет урса кайнă халăх.
Ялта Совет влаçĕ 1917 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Ял Совечĕн малтанхи председателĕ Семен Устинов, секретарĕ Куприян Волков-Борисов. Членĕсем Федор Яковлев, Михаил Макаров, Владимир Макаров, Иван Антонов, Петр Антонов, Андрей Орешов. Орешова пуянсем Кутемер хирĕнче персе вĕлернĕ.
1927 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче колхоз евĕрлĕ организаци – крестком йĕркеленĕ, председателĕ Василий Макаров, секретарĕ Архип Романовский. Членĕсем Тимофей Данилов, Василий Еферов. Кресткомăн хăйĕн çĕрĕ пулнă. Çав çĕр çинче туса илнĕ тырра чухăнсене валеçсе панă. Каярахпа крестком тырă вырмалли машина туяннă. 1935 çулта крестком колхозпа хутшăнса кайнă.
1931 çулта ялта колхоз йĕркеленнĕ. Малтанласа колхоза кĕме ыйтса 8 çын çеç заявлени панă: Т.Ермолаев, Н.Анисимов, С.Чалин, Т.Трофимова, В.Ильин, Ф.Наумов тата К.Кудров. Каярах вĕсен çумне А.Трофимов, И.Бикмушов, Г.Воображаев, Н.Захаров, В.Гордеев, Е.Захаров хутшăннă. Колхоз вăйлансах пынă. Колхозниксем ĕç кунĕ пуçне пĕр пăт тырă илме пуçланă. Кун хыççăн колхоза кĕрес текенсем йышланнă. Колхозăн пĕрремĕш председателĕ Семен Юманин пулнă. Иккĕмĕш председатель – Андрей Трофимов, виççĕмĕшĕ – Тарас Ермолаев. Юманин каярах районта та, Хусанта та ĕçленĕ.
1934 çулта яла автомашина илсе килнĕ. Унпа Алексей Мельников çӳренĕ. 1941 çул тĕлне колхоз аванах аталаннă. Кунта 2 автомашина, 3 трактор пулнă ĕнтĕ. Вăрçă пуçлансан вĕсене фронт валли илсе кайнă. Ялти 75 çын вăрçăран таврăнайман. Суранланса таврăннисем, 25 çын, нумаях пурăнайман.
Вăрçă хыççăн колхозра вутă хутса ĕçлеттерекен пĕр автомашина пулнă. 1958 çулта колхозсемпе ял Советне Кăрмăшпа пĕрлештернĕ. Ял Совет председателĕ Талип Гатин, секретарĕ Иван Колесников пулнă.
1959 çулта колхоз Йăвашкелпе пĕрлешнĕ, тепĕр çултан Кармăшран уйрăлнă, Йăвашкелпе пĕрлешсен ял Совечĕ те унта куçнă. 1963 çулта Акрельпе Йăвашкел çумне Кутеме колхозне хушнă. Анчах тепĕр çултанах Кутеме уйрăлса кайнă, пирĕн ялсем Фрунзе ячĕллĕ колхоз пулса юлнă. Председательте Борис Сулейманович Гимранов, 1965-1989 çулсенче Николай Никифорович Трофимов ĕçленĕ. Колхозниксенчен правительство наградисене тивĕçнисем те сахал мар. Çав шутра Николай Никифорович Трофимов – «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль, Павел Николаевич Борисов – Ленин орденĕ илнĕ, Зоя Арсентьевна Мензелина «Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» медале ялти 32 çын илме тивĕçнĕ.
П.Н.Борисов председательте ĕçленĕ вăхăтра колхозра строительство вăйлă аталанчĕ. Вăтам шкул, клуб, лавкка, ача сачĕн, фермăсен çурчĕсене купаларĕç. 1967 çултан пуçласа колхозра укçа тӳлеме тытăнчĕç.
1961 çулта яла радио, тепĕр тăватă çултан электричество, унтан шыв, 1995 çулта газ кĕртнĕ. 2012 çулта Акрелĕнчи вăтам шкул çуртне тĕпрен юсанă.
Халĕ ялта çамрăксем йышлă пурăнаççĕ, тăрăшса ĕçлеççĕ, çĕнĕ çуртсем купалаççĕ. Ял çыннисен шучĕ ӳссе пырать. Тĕпрен илсен ял çыннисем нефть кăларас ĕçре вăй хураççĕ. Вахта меслечĕпе Çĕпĕрте ĕçлекенсем те пур.
 
: 892, Хаçат: 40 (1030)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: