Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кĕрхи призыв яланхи пек октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн, кăçал кĕрхи призыв вăхăтĕнче 150 пин ытла каччă хĕсмете тăмалла. Çаплах пулас салтакăн ашшĕпе амăшĕ призыв комиссийĕн ларăвĕнче пулма та, ачисене служба иртекен вырăна çитиччен ăсатса яма та пултараççĕ.
Çак призыври уйрăмлăх – çамрăк çынсене наукăпа тата спортпа çыхăннă ротăсене пуянлатасси, Инçет Хĕвел тухăçри шыв илнĕ районсенче пурăнакан çемьесен ачисене салтака ямалла марри.
Стройра – наукăпа спорт
Генштабăн мобилизаци управленийĕн начальникĕн çумĕ Евгений Бурдинский генерал-майор сăмахĕпе, кĕрхи кампани вăхăтĕнче наука ротине 60 яхăн çын илме палăртса хунă. Унта лекес тесен, призывник наукăпа çыхăннă олимпиадăсенче, наука ĕçĕсем хӳтĕленĕ çĕре хутшăнмалла. Хутшăннинчен ытла унăн опыт та пулма тивĕç.
Паянхи куна генерал-майор каланă тăрăх, Раççейри Хĕç-пăшаллă вăйсенче икĕ наука роти шутланать, çулталăк вĕçлениччен Оборона министерстви тата икĕ рота хута яма шутлать. Вĕсем, пĕри – Санкт-Петербургра, тепри Мускав облаçне кĕрекен Красногорскра пулма тивĕç.
Спорт ротисем çинчен калас пулсан, Раççейре вĕсем тăватă çĕрте – Санкт-Петербургра, Дон-çи-Ростовра, çаплах Балашихăпа Самарта.
Спорт ротинче хĕсметре тăракансем хĕлле иртекен Сочири Олимпиадăна та хутшăнма пултараççĕ.
Кĕрхи призыври тепĕр уйрăмлăх – салтаксем урăх патшалăхра хĕсметре тăнă пулсан та Раççейри призыва лекеççех. Кунта, паллах, халăхсен хушшинчи килĕшӳре мĕн çырнинчен килет. Ун пек килĕшӳсем пирĕн çĕршыв Туркменистанпа тата Таджикистанпа тунă.
Инçет Хĕвел тухăç енчисене камсене салтака илмеççĕ-ха?
Кăçалхи кĕрхи призывра шыв илнĕ районсенче пурăнакан çемьесен ывăлĕсене салтака илмеççĕ.
– Сăмахран, çемье çурт-йĕрне шыв илнине пула калама çук пысăк сăтăр курнă пулсан е пĕччен ывăл ӳстернĕ аннене мĕнле-ха пăрахса хăваран? – тет генерал. – Ун пеккисене эпир кăçал салтака илсе каймастпăр.
Малтан килнĕ – вырăн суйланă
Тепĕр çĕнĕлĕх – кам малтан килет – çавă хĕсметре ăçта тăма пултарассине суйласа илет. Сăмахран, призыв пуçлансанах каччă призыв комиссине каять те хăйне кирлине суйласа илет. Çаплах çар учечĕн специальноçне те маларах параççĕ.
– Законпа килĕшӳллĕн, çар тивĕçне ăçта пурнăçлассине, паллах, пурте суйлаймаççĕ. Малтан унăн çар учечĕн специальноçне илмелле. Сăмахран, каччă – крановщик. Питех хăратма кирлĕ мар, паллах. Эпир кашни призывникăн шухăш-кăмăлне шута илетпĕр. Рекомендаци те паратпăр, – тенĕ Бурдинский. – Призывниксенчен нумайăшĕ Сывлăш-десант çарне тата Тинĕс-çар флотне лекме ĕмĕтленет. Анчах та унта питĕ çирĕп сывлăх кирлĕ. Пурте лекеймеççĕ.
Бурдинский сăмахĕпе, кĕрхи призывра командăсене тăван регионсенчех хĕсметре тăмашкăн пуçтараççĕ. Уйрăмах авланнă çынсене, ашшĕ-амăшĕ ватă пулсан тата ачаллисене инçете ăсатмĕç.
Йыттуна та ан хăвар
Енчен те призывникăн килĕнче ăслă йытă пулсан, ăна Оборона министерстви хăйпе пĕрле илсе кайма ирĕк парать.
– Кунта, паллах, йыттăн ăратне çеç мар, вăл мĕн тума пĕлнине те шута илмелле. Сăмахран, нимĕç овчарки тенипе çеç ĕç тухмасть, вăл ним те пĕлмессе пултарать. Спаниель тесен вара – вăл сунар йытти. Ăна ытла вĕрентмелле те мар, япала шырассине питĕ чухлать. Наркотиксене те ним мар тупать. Урăхла каласан, спаниель çарта питĕ кирлĕ йытă, – тенĕ генерал.
Енчен те çамрăк çыннăн чĕлхесĕр янаварĕ çара кайма тивĕçрĕ-тĕк, ун валли мĕн кирлине пĕтĕмпех уйăрса параççĕ. Апат енчен те, пурăнмаллине те тивĕçтереççĕ.
Атте-аннепех çула тухма пулать
Призывникăн ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ ăçта çитиччен кайсан та унпа пĕрле çитме пултарать. Анчах та çакна шута илмелле, вĕсем салтаксен эшелонĕпе мар, уйрăм çитмелле. Самолетпа вĕçмелле пулсан, ашшĕ-амăшĕ çав самолетах билет илме пултарать, паллах. Поездпа каяс пулсан, кирек мĕнле вакунта кайсан та, салтаксем пыракан вакуна ют çынна кĕртмеççĕ. Унта наряд тăратаççĕ. Ачана курма пулмасть.
Тупаççĕ, тытаççĕ, явап тыттараççĕ
Генерал каланă тăрăх, çурхи призыв вăхăтĕнче тарса çӳрекенсем 15 пин çын административлă явап тытнă. Çулталăкне ун пеккисем 30 пине çитеççĕ.
Унăн шухăшĕпе, хĕсмете каяс мар тесе тарса çӳрекенсен штраф суммине ӳстермелле. Халĕ вăл самай пĕчĕк иккен.
Призывниксене патшалăх çурхи призывра мĕнпе тивĕçтернине халĕ те улăштарман. Телефон та, салтак сумкине те параççĕ. Укçа пирки калас пулсан, çаплах уйăхне 2 пин тенкĕ парса савăнтараççĕ. Çапла вара салтакăн эскимо çиме те, кино курма та çитет.
 
: 818, Хаçат: 40 (1030), Категори: Призыв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: