Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНРА октябрĕн 5-мĕшĕнче «Вăрман лартмалли кун» акци иртет. Ăна кăçалхи Экологи культурипе тавралăха упрамалли çулталăка халаллаççĕ. Ку акци шучĕпе улттăмĕш, çуркуннехи 43 муниципаллă районта иртнĕ, ун чух 15,6 пин ытла çын хутшăнса 268 гектар лаптăка 1 миллион та 248 тĕп йывăç лартнă. Çав шутра вăрман сачĕсем, парксем, асăну аллейисем йĕркеленĕ.
Кĕркуннехи акцие 20 пине яхăн çын хутшăнмалла, 300 ытла гектар лаптăка 1,5 миллион тĕп вăрăран ӳснĕ йывăç хунавĕсем лартмалла. Тĕп уйрăмлăх хальхинче акцие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем хутшăнни пулĕ.
***
Октябрĕн 5-6-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери чĕр чунсене хӳтĕлемелли куна халалласа Тутарстанăн çут çанталăк историйĕн музейĕнче «Путешествие орнитолога. Птицы Татарстана» программа-квест тата вĕçен кайăксене сăнамалли акци иртет. Мероприятие хутшăнакансем вĕçен кайăксен йĕрĕпе иртĕç, сырăшсен конструкцийĕсемпе паллашма е хăйсен аллипе ăсталама пултарĕç.
Октябрĕн 5-мĕшĕнче музейре «Усатые, полосатые» зоопарк та уçăлĕ. Кунсăр пуçне акцие хутшăнса вĕçен кайăксене сăнама та пулать. Кирек кам та çак икĕ кунра миçе тата мĕнле вĕçен кайăк курнине шутлама пултарать.
ХУСАН. Паллă поэт А.Пушкин Хусана килсе кайнăранпа 180 çул çитнине халалласа иртнĕ Пушкин фестивалĕ вăхăтĕнче, сентябрĕн 29-мĕшĕнче, Хусан Кремлĕн территорийĕнче «Тридцать три богатыря» рыцарьсен турнирне ирттернĕ. Унта истори реконструкцийĕн клубĕсен командисем Тутарстанран, Чулхуларан, Ижевскран, Йăшкар-Оларан, Челябинскпа Златоустран килнĕччĕ. Чăн-чăн рыцарьсен тумĕсене тăхăннă вăйпитти арçынсем тимĕр хĕç-пăшалпа кĕрешнĕ. Рыцарьсен тĕллевĕ – тепĕр командăн рыцарьне çĕре ӳкересси. «Çапăçу кăна мар, сурансем те чăн-чăнах пулчĕç», – тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Мĕншĕн тесен пĕр рыцаре васкавлă пулăшу машини больницăнах илсе кайнă-мĕн. Апла-и, капла-и – чи вăйлисем çав кун чулхуласем пулни палăрнă, вĕсем çĕнсе илнĕ те «ылтăна». Тутарстансем вара «бронзăна» тивĕçнĕ.
МАМАДЫШ районĕнчи Вăтам Кирмени ялĕнчи пĕр пахчара кăçал тĕлĕнмелле арбуз ӳснĕ-мĕн. Тĕлĕнтермĕше кил хуçисен хăнана килнĕ ачисем асăрханă. Арбуз çинче араб ӳкерчĕкĕ пек темиçе çаврашка пуррине курнă вĕсем. «Малтан пĕр-пĕр кăпшанкă е шăши тавраш кăшланă пуль тесе йышăнтăмăр, апла-тăк арбуз тахçанах çĕрмелле, вăл вара паянхи кун та лайăх упранать. Ял хуçалăх отраслĕнче 30 çул ытла ĕçлесе те кун пеккине курман. Тĕн палли мар-ши?» – теççĕ кил хуçисем. Тĕлĕнмелле çимĕçе, сăмах май, вăл 1 килограмм та 200 грамм таять, Хидиатуллинсен çемйи Курбан-байрамра касма хатĕрленет. Енчен те арбуз çиме юрăхлă пулсан, вăрлăхне тепĕр çула та хăварма шутлаççĕ.
 
: 1240, Хаçат: 40 (1030), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: