Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ стратеги хатĕрлемелле
ТР Президенчĕ Р.Минниханов шучĕпе, Тутарстан ял хуçалăхĕнче плана тултарманни çанталăкран кăна килмест. Тĕп сăлтав ĕçе ăнăçлă ертсе пыманнинче тата бизнес-плансене шутласа хатĕрлеменнинче. Çакна республикăри пысăк ял хуçалăх йĕркеленĕвĕсен рентабельлĕхĕ юлашки 5 çулта 3 процентран ӳсменни те кăтартать. Çав вăхăтрах кӳршĕллĕ регионсенчи хуçалăхсен рентабельлĕхĕ типĕ 2010 çулта та 5 процентран чакман. Эппин, республикăри ял хуçалăх отрасльне çĕнĕ йышши мелиораци системи кирлĕ. Çакна палăртнă та Р.Минниханов ТР Патшалăх Канашне чĕнсе каланă чух. ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствине вара 2013 çул вĕçлениччен типĕ çанталăк условийĕсенче отрасле аталантармалли стратеги хатĕрлеме хушнă.
Рустам Нургалиевич каланă тăрăх, агрохолдингсене Правительство малашне те пулăшĕ, анчах вăл тата тĕллевлĕрех пулĕ. Пулăшăва финанс моделĕпе çирĕплетнĕ план пуррисене кăна парĕç.
Ытлашшипех…
Сентябрь уйăхĕнче нормăран 4 хут нумайрах çумăр çунă. Çавна кура уй-хирти ĕç тухăçлă мар. Мĕншĕн тесен çанталăк ытлашшипех йĕпе-сапаллă пулнипе хирсене техника кĕреймест. «Хальхи çумăрăн 20 проценчĕ кăна та пулин июнь уйăхĕнче çунă пулсан паянхи лару-тăру самай лайăхрах пулнă пулĕччĕ», – тесе пĕлтернĕ ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов ТР Правительство çуртĕнче çак кунсенче иртнĕ ларура.
Тĕллев – 2 миллион тонна
Тутарстанăн тата 40 пин гектарти рапса, 78 пин гектарти хĕвел çаврăнăша пухса кĕртмелле. Ниме пăхмасăр ял хуçалăх ĕçĕсене вĕçлеме хушнă республикăри аграри ведомствин пуçлăхĕ. Хальлĕхе республикăра сахăр чĕкĕнтĕрне 36 пин гектартан кăлармалли юлнă. Пылчăка пула техника ванни кансĕрлет. Енчен те уяр çанталăк пулас-тăк хуçалăхсене ĕçе талăкĕпех йĕркелеме техникăна юсаса хума хушнă ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов. Мĕншĕн тесен сахăр чĕкĕнтĕрĕ паянхи кун тĕлне кăçалхи типĕ, каярах ытлашши йĕпе çанталăка пула тӳснĕ тăкака саплаштарма пултаракан пĕртен-пĕр культура.
Çĕнĕ тухăç çимĕçĕ
«Союзроссахар» пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Раççейре пурĕ 61 сахăр завочĕ ĕçлет. Вĕсем çĕнĕ тухăçран 1 миллион тонна ытла сахăр песокĕ хатĕрленĕ те. Октябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне ку кăтарту 2 миллион тоннăна çитмелле.
Паянхи кун пирĕн республикăра виçĕ сахăр завочĕ ĕçлет. Чăн та, Пăвари тата Нурлатри заводсем ытти çултисенчен пĕр уйăх кая юлса ĕçе пуçăннă. Пĕтĕмпе республика кăçал пурĕ 2 миллион тонна чĕртавар пухса кĕртме хатĕрленет.
Сысна вырăнне вăкăр
Тутарстанри ĕçпе тӳрленмелли виçĕ колони çумĕнчи хуçалăхсенче 2014 çулхи февраль уйăхĕччен вăкăр усрама тытăнмалла. Унччен вĕсенче сысна ĕрчетнĕ. Раççейри африка чуми чирĕпе çыхăннă лару-тăрăва пула унти сыснасене (пурĕ 500 пуçа яхăн) пĕтерме йышăннă. Сысна ĕрчетекен тепĕр 5 колонири фермăсене вара африка чумин вирусĕ лекесрен санитари мерисене йышăнĕç. Хальхи вăхăтра республикăри колонисен çумĕнчи хуçалăхсенче 4,5 пин пуç сысна.
 
: 1360, Хаçат: 40 (1030), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: