Урăх çĕрте шырăр
«Сувар» хаçат 20 çул тултарнă тĕле пирĕн учредитель «Татмедиа» УАО редакцие пысăк парне туса савăнтарчĕ. Чистопольски урамĕнчи 5-мĕш çуртри хĕлле аран ăшăнакан пӳлĕмсенчен хаçат редакцийĕ Академически урамĕнчи 2-мĕш çуртри 3-мĕш хутри хăтлă пӳлĕмсене куçрĕ. Халĕ пирĕн пата 222-09-84 номерпе (хушма номерсем 16-04, 16-05) шăнкăравлама пулать.
Марс – шывлă планета
Çак планета çинче «панулмисем чечеке ларма» чăннипе те пултараççĕ ахăр. Американецсен «Кьюриосити» марсохочĕ унти хĕрлĕрех тĕслĕ тусанлă тăпрана тĕпченĕ хушăра унта нӳрĕк асăрханă. Хĕрлĕ планета çинче шыв пурри – унта çынсем вĕçсе килессине ансатлатать. Çакă хăçан пулса иртесси хальлĕхе паллă мар-ха.
Хусан симĕсленет
Хусана Шупашкар пекех ем-ешĕл курăк-йывăç айне путарасшăн унăн пуçлăхĕсем. Кăçал кĕркунне хулара 40 пин йывăç лартса хăварма хатĕрленеççĕ, пĕлтĕр 48 пин ӳсен-тăран лартнăччĕ. Хальхи вăхăтра хыр-чăрăш, пилеш, çăка, вĕрене лартаççĕ. Вĕсене хула çывăхĕнчи питомниксенчен кӳреççĕ. «Симĕс рекордăн» тĕп тĕллевĕ – Хусанти экологипе çут çанталăк лару-тăрăвне лайăхлатасси. Çак проекта пурнăçлама бюджет укçипе усă курмаççĕ, веçех ыр кăмăллăхçăсен шутĕнчен.
Ярсапус вырăнне
Халăхсен хушшинчи Учитель кунне халалласа Тутарстанри районсенчи шкулсене çĕнĕ автобуссем парнелерĕç. Пурĕ 106 машина. 22 вырăнлă çĕнĕ автобуссемпе кивелнĕ автопарка улăштарĕç тата çĕнĕ маршрутсем уçĕç. Тата виçĕ автобусне Тутарстанри вĕрентӳ тытăмĕн ĕçченĕсен хушшинче хĕллехи спорт тĕсĕсемпе ирттернĕ I Спартакиада çĕнтерӳçисене парĕç.
Канас-тăк канас
Тутарстанпа Пушкăртстанра пурăнакансене кану енĕпе ăнарах парать. Ку республикăсенче кăçал октябрĕн 15-мĕшĕ официаллă канмалли кун пулать. Мăсăльмансем çак кун Курбан-байрам паллă тунăран республика предприятийĕсем канаççĕ. Кăçал Тутарстанра пурĕ 122 канмалли кун пулать, вĕсемсĕр пуçне 18 уяв кунĕ, 3 хушма кану кунĕ.
Пурне те хирĕçлесшĕн
Раççейре пурăнакан çынсенчен 78 проценчĕ суйлав бюллетенĕсене «Пурне те хирĕç» графана тавăрасшăн. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 4 процент ытларах. Графана тавăрас мар тесе ыйтса пĕлнĕ çынсен 9 проценчĕ сасăланă. «Левада-центр» сентябрĕн 20-24-мĕшĕсенче ирттернĕ ыйтăма 1601 çын хутшăннă.