Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă Раççей тата Чăваш Ен культурăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне, М.Ульяновăпа П.Хусанкай ячĕллĕ премисен лауреатне, чăваш поэзийĕн çăлтăрне – Анатолий Юмана çуралнă кун ячĕпе ырă кăмăлтан хисеплесе
Пиччемĕр, вăхăту пулсассăн,
Пуплер-ха юнашар ларса.
Ан хирĕçле, пулсамччĕ сапăр.
Хурсамччĕ сехетне чарса.
 
Пуçу кăштах пулсан та кантăр
Сирĕлейми шухăшсенчен.
Чунушăн ним пулмарĕ янтă
Мĕн ĕмĕр, пурнăç тăршшĕнче.
 
Телей темме тарса çӳрерĕ
Ачалăхри ӳсĕмӳнте.
Пĕр шелсĕр хуйхă-суйхă ерчĕ –
Çаксем пĕртте килмен пиртен.
 
Санпа эпир çуралнă мар-и
Ялти учитель çемйинче.
Анчах шăпамăрсем ăнмарĕç, –
Аттемĕрсем çĕр айĕнче.
 
Ача чухнех вĕсемсĕр юлнă
Çав варвар нимĕçе пула.
Шăпи çавскерĕн пурпĕр тулнă –
Ют вилĕм тупнă йытăлла.
 
Аннемĕрсем пиртен тармарĕç,
Ӳстерчĕç йăлт ачашласа
Янаварсем мĕн-мĕн курмарĕç…
Веçех параймăн каласа.
 
Налукшăн хытă хĕстеретчĕç,
Ыйтатчĕç брынза таранччен.
Тӳсейменрен ларса йĕретчĕç
Тăнĕсене çухатиччен.
 
Сана та çăмăлах пулман-тăр
Апатсăр выçă çулсенче.
Çав нушана епле-ха манăн,
Вĕсем паян куç умĕнчех.
 
…Ак тăрăшсах лаша кӳлетĕп,
Çитмест вăй чӳлĕке туртма.
Аппа пулăшасса кĕтетĕп –
Çапах та çав ĕçрен тарман.
 
Уйри кĕлтесене турттарнă
Куллен кунах йĕтем çине.
Çапах та пурнăçа шутарнă
Ытла та йывăр çулсенче.
 
Санпа эпир пулсаччĕ мар-и
Телейсĕр вăрçă ачисем?
Аттен сăнне курса пулмарĕ,
Иртейрĕç унсăрах çулсем.
 
Çапах шăпа илсе çитерчĕ
Ун чĕрĕ вил тăпри çине.
Çав курăну чуна витерчĕ –
Йĕрсе юхтартăм куççульне.
 
Мĕнле хыт татăлса йĕрсен те,
Ăнлантăм вăл чĕрĕлмесне.
Ыр пурнăçа шав ĕмĕтлентĕм,
Тӳр çул шырарăм ун патне.
 
Анчах çав çул ансат пулмарĕ,
Тумхахĕ пулчĕ ытларах.
Йывăрлăха пач парăнмарăм
Çумра тус-йышăм пулнăран.
 
Яш вăхăтсем сисмесĕр иртрĕç
Вĕренӳре, унтан ĕçре.
Пулмасть-çке пурнăçра пĕр чирсĕр:
Сурать ура, чикет чĕре.
 
Поэзин лаççинче туптантăм
Малтан эс хывнă çулпала.
Хăв ыр чĕреллине ăнлантăм:
Паян эп пур сана пулах.
 
Ал-аллăн юнашар утатпăр
Якатнă, анлă çулпала.
Кĕнекесем те кăларатпăр
Ыр халăхăмăршăн, паллах.
 
Сан пек, мăшăрăма çухатрăм,
Ăна пиллерĕм сонетсем.
Çырма эп малашне те хатĕр
Çунатлă сăвă-юрăсем.
 
Ĕçлер-ха, тусăм, ывăнмасăр
Куçăмăрсем хупăниччен,
Паян та, пурнăçран юлмасăр,
Чăвашлăха упрассинче.
 
Чухлатăп-ха: хĕрсех ĕçлетĕн
Туса сулмаклă утăмсем.
Чăваш ятне çӳле çĕклетĕн,
Çавнах калаççĕ сăввусем.
 
Хисеп-сума та тивĕç пултăн –
Паян ик хут лауреат.
Çак-çке ĕçри пит хаклă пулăм,
Мана ку хыт савăнтарать.
 
«Культурăн чи хастар ĕçченĕ»
Ята çĕнсе илейрĕн эс.
Ĕçне Раççей те Чăваш Енĕм
Тивĕçлипе хакларĕç тес.
 
Илсессĕн, манăн та çук мар-ха
Хисеплĕ, сумлă парнесем.
Ĕçе курмасăр хăвармарĕ
Хăй, Президент, пĕтĕмлетсе.
 
Саламлă çырупа чысларĕ
Чăвашлăхшăн тăрăшнипе.
Хутне ертӳçĕмĕр вуларĕ
Съездра, хĕрӳ çĕкленӳпе.
 
Паян пĕчченçĕ пурăнатпăр
Кашни харкам хăй килĕнче.
Чăваш сыввишĕн савăнатпăр
Çак пăтăрмахлă кунсенче.
 
Шăп уншăн хыт пăшăрханатпăр,
Вуçех вăл пирĕншĕн ют мар.
Ун ыр шăпишĕн савăнатпăр,
Сан уншăн ма тăрăшас мар.
 
Пур тăрăшни, ыр ĕç тунийĕ
Тăван çĕршывшăн пултăрах.
Унран ырри пулаймĕ нимĕн,
Кĕтни йăлт пурнăçлантăрах.
 
Сӳнми телей сана, ыр çыннăм,
Ĕçре çĕнтерӳсем сунам.
Эс маншăн тăванран та çывăх,
Ялан илтесчĕ сассуна.
 
Хушшăмăрсем инçех пулсан та,
Эс çывăх çынсенчен пĕри.
Тек ман пата çырмасăр ан тăр
Пулса поэзийĕн чури.
 
Эпир çак тĕнчене те килнĕ
Илемлĕ ылтăн кĕркунне.
Ыр Турăран ыр пиллĕх илнĕ
Куратпăр халь вăл çырнине.
 
Çырăвăма çапла вĕçлетĕп,
Çак сăмахсемшĕн ан çиллен:
– Пĕчченшĕн тунсăхне пĕлетĕп,
Начаррине ан ил пиле.
 
Нихçанхинчен те çирĕп пултăр
Ялан хушăмăрти кĕпер.
Ĕмĕрлĕхе ыр туслăх юлтăр…
Эс хальлĕхе тăрсам чипер.
 
: 1432, Хаçат: 37 (1027), Категори: Калем

Комментарисем:

тупата (2013-09-21 20:19:45):
Кам та кам Илле Иванова хÿтĕлекен Уççыру айне алă пусас тет, малтан ак çакна вуласа тухăр, тархасшăн. http://www.irekle.org/articles/i48.html

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: