Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Роман
Пĕрремĕш пайĕ
(Малалли. Пуçл. 34-36№№.)
Çулталăк каялла тупăнчĕ: хурах евĕрлĕ темиçе платна çынна ертсе килчĕ имение. Шăпах çавăн чухне пырса çитрĕ те унта гусарсен отрячĕ. Хĕç-пăшаллă салтаксене курсан Апанасовпа унăн мăй пăранĕсем самантрах таçта çĕтрĕç. Куракина Кавказа ăсатсан унăн эскадронĕнчи гусарсем пăлхав çĕкленĕ иккен, çĕнĕ пуçлăхпа килĕштереймесĕр хĕç-пăшалĕпе, лашисемпе пĕрлех полкран тухса тарнă. Вĕсене Керим йăмăкĕн ывăлĕ Велит Велитов вахмистр ертсе килнĕ. Керим канаш панипе гусарсем вăрманта, именирен утмăл çухрăмра пурăнма пуçланă, вăрă-хураха тухнă. Вĕсене ватă юлташĕ апатпа тивĕçтернĕ, тĕрĕссипе отряда ертсе пынă. Хĕлле отряд ялсем тăрăх саланнă, кирлĕ чухне хăвăрт пуçтарăннă. Керим çак отряд çине шанса ăна сыхлăхшăн усранă. Халĕ акă çак чăтлăхра Ĕмпӳ-пикене темскер кирлĕ пулчĕ. Ăслă хĕрарăм. Вăл сăварсен авалхи тĕнĕн мăчаварĕсен ăслăлăхне сыхласа упрать тет.
Ĕмпӳ-пике çинчен аса илни ватă çынна лăплантарчĕ. Ку хĕрарăм мĕн пуласса малтанах пĕлсе тăнине ĕненет вăл. Паян карчăк кунĕпе лăпкă, апла çак кунсенче инкек пулмалла мар. Пĕтĕмпех лăпланса çитнĕ Керим епле çывăрса кайнине хăй те сисмерĕ.
сакăр вуннă урлă каçрĕ. Пурăнса ирттернĕ çулсем, тата ытларах этем куççулĕ йывăррăн пусараççĕ. Выçă куçлă, йышлă пуçлăхсемпе патша тӳрисем кӳрентернĕ сăварсен пĕр меслет çеç – Ĕмпӳ-пике патĕнче хӳтлĕх шырасси юлать. Пурин валли те ăшă сăмах, тухса тăнă ыйтăва татса пама пулăшакан пĕртен-пĕр тĕрĕс канаш тупать вăл, хăйĕнчен пулăшу ыйтакан ыратăвне пĕтĕмпех пĕтереймесен те чакарма тăрăшать. Анчах та ку ырату ун ăшĕнче юлать, унăн умĕнхи Ĕмпӳ-пикесен ăшĕнче пухăнса пынă пек. Мĕн тăвас тетĕн? Сана суйласа лартнă пулсан – ыттисен ыратăвне хăвăн çине тиемелле. Ку тиеве вăл аллă çул ытла йăтса пырать ĕнтĕ. Ун чухне, çур ĕмĕр каялла, çап-çамрăк хĕрĕн пурнăçĕ пачах урăхла пулса тухма пултаратчĕ-çке.
Вун çиччĕреччĕ ун чухне Кулине, Хусанти тутар слободинче кӳршĕре пурăннă хитре качча, хулари купса ывăлне юратнă вăхăтра. Çулталăкран вĕсен пĕрлешмеллеччĕ, анчах Атăлçи тăрăхĕнче пысăк пăлхав пуçланчĕ. Кулине ашшĕ пăлхава çĕкленнĕ чăвашсене ертсе пычĕ. Унпа пĕрле Кулинен çураçнă каччи – Георгий те хуларан тухса кайрĕ. Уйрăлас умĕн вăл савнине хăйĕн аякри тăванĕпе, Сăр хĕрринчи чăтлăх вăрманта вырнаçнă авалхи хĕрарăм мăнастирĕн пуçлăхĕпе паллаштарчĕ. Ку мăнастирте хĕр çулталăк ытла пурăнчĕ.
Унтах вара юратнă ашшĕпе савнийĕ вилни пирки асаплă хыпар илсе çитернĕ хăрушă кун çитрĕ. Хуйхă çапса хуçрĕ çамрăк хĕре, темиçе уйăх чирлесе вырăнпах выртрĕ вăл. Мăнастир ертӳçи нумай тимлĕх уйăрчĕ ăна, унăн пĕчĕк келйине кĕрсе курман кун хăвармарĕ, тĕн çинчен калакан авалхи кĕнекесем илсе пырсах тăчĕ. Сăварсен авалхи вăрттăн тĕнĕн историйĕпе паллашни ăна йывăр çухатăва кăштах манма пулăшрĕ. Мăнастир историйĕ те кăсăклантарчĕ. Мăнастир ертӳçинчен – сăвар Ĕмпӳ-пикинчен хĕрарăм-манахсен çак вырăнĕ кунта пин çурă çул каяллах, вырăссем христиан тĕнне йышăниччен тахçан малтанах пулни çинчен пĕлчĕ. Çак тапхăрта тăшмансем темиçе хутчен те тапăнса кĕрсе ял-хуласене çĕмĕрсе тăкнă пулин те сăварсем хăйсен авалхи тĕнне сыхласа хăварма пултарни чăннипех те мăнаçлантарчĕ ăна. Уйрăмах Иосиф император иудаизм йышăнса ăна патшалăх тĕнĕ тесе пĕлтерни нуша пулнă халăхшăн. Хасарсен темĕн пысăкăш империйĕнче те авалхи тĕне тытса пыракан çак пĕр мăнастир çеç юлнă вăхăт та пулнă. Тĕн вилмен вара: манахсем кунтан хуласемпе ялсене ăсаннă, авалхи тĕн çинчен аса илтернĕ, ăна манма паман. Иосиф вилсен Çӳлти Турра ĕненнĕшĕн хăвалама пăрахнă. Темиçе ĕмĕр патшалăхра темиçе тĕн, çав шутра иудаизм хыççăн çĕр аллă çултан кунта çитнĕ мăсăльман тĕнĕ те пĕрне-пĕри чăрмантармасăр мирлĕ пурăннă. Виç çĕр çул каялла, кунти çĕрсем вырăс патшалăхне кĕрсен авалхи тĕншĕн каллех йывăр кунсем пуçланнă. Православи тĕнĕ çине тăрса ыттисене пĕтерме тăрăшнă. Авалхи чиркĕве ересь тесе пĕлтернĕ вăл, ăна язычествăпа пĕр шая лартнă. Çавăнпа та авалхи тĕне тытса пыракансем каллех ăслăлăхпа, тавçăрулăхпа, чеелĕхпе палăрнă, вăрттăн ĕçлеме тытăннă. Çиелтен пăхсан вăл çухалнă, кивĕ чиркӳ. Тĕрĕссипе вара сăварсем кивĕ Турра – пĕртен-пĕр Çӳлти Турра пуç çапма пăрахман. Ютсене вĕсем йывăçсене, тĕрлĕ вырăнсене кĕлтунă пек туйăннă пулин те. Кашни кунах манахсем, чăвашсен авалхи тумне тăхăнса, таврари ялсене ăсаннă, халăхпа тĕл пулнă. Сипленĕ вĕсене, вилнисене кĕлтуса леш тĕнчене ăсатнă, çамрăксене пĕрлештернĕ. Сăварсем вĕсене мăчаварсем тесе чĕннĕ. Каярах, Атăлçи халăхĕсене ирĕксĕрлесе христиан тĕнне йышăнтарма пуçласан, манахсем сăн-сăпатне улăштарнă – ялсем тăрăх православи манахĕсем пек пулса çӳреме пуçланă. Шăпах вĕсене пула сăварсем питĕ кĕске вăхăтра ячĕшĕн православи тĕнне йышăннă. Паллах, тутара куçса мăсăльман тĕнне йышăнма ĕлкĕрейменнисем. Çакă мăнастир ĕçне, манахсен хăйсен ĕçне те çăмăллатнă. Халĕ вĕсен пытанса çӳремелле пулман ĕнтĕ. Ĕçне уççăн туса пынă вĕсем, сăварсен авалхи тĕнĕ христиан тĕнех-çке, анчах, кивĕ тĕн тăрăх, Христос виçĕ пин çул каялла пурăннă, хальхи христиан тĕнĕпе танлаштарсан сăварсем ытти тĕнсене хĕсĕрлемен.
– Вара мĕн, пирĕн мăсăльмансемпе те килĕштерсе пурăнмалла-и? – шалт тĕлĕнсе кайса ыйтрĕ ун чухне Кулине.
– Паллах, – лăпкăн хирĕç тавăрчĕ Ĕмпӳ-пике. – Мăсăльмансемпе эпир пин çул ĕнтĕ питĕ мирлĕ пурăнатпăр. Тĕрĕссипе ку тĕне сăвар чиркĕвĕн, урăхла каласан, пирĕн тĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Анчах та Мăхамит тĕнĕнче арçынсене чикĕсĕр, тулли права панă, вăл – арçын тĕнĕ. Пирĕн тĕнре арçын та, хĕрарăм та пĕр тан праваллă. Чиркĕве хĕрарăм ертсе пынине шута илмесен, паллах. Çавăнпа сăварсем мăсăльман тĕнне аван йышăннă. Сăвар тĕнне хĕсме пуçласан мĕнпур сăварсен çурри ытла тутар тĕнне йышăннă, тутара тухнă. Анчах та кунта Атăлçи тутарĕсен тĕнĕ ытти мăсăльман тĕнĕсенчен чылай уйрăлса тăнине палăртмалла. Тĕрĕссипе тутарсем халĕ те мана, чăваш Ĕмпӳ-пикине хисеплеççĕ, мулла пек тăхăнса тутарсен хушшинче çӳрекен сăвар манахĕсене те сивлемеççĕ.
– Вырăс православи тĕнĕн ертӳçисем епле вара? Хăйсен сăмси айĕнче ют тĕн – ересь ешерсе пурăннине асăрхамаççĕ-и вара вĕсем?
– Хусан владыкисем-и? Курмăш пулаççĕ. Пысăк укçана пурте юратаççĕ-çке. Мăнастирĕ пирĕн авалхиех, пуянскер. Пиншер çулта сахал мар тупра пухнă. Сахал мар укçа парса курмăш тăватпăр вара. Тепĕр енчен, владыкăшăн çакă укçа-тенкĕсĕр те усăллă. Пире пула çеç вĕсем кĕске вăхăтрах çавăн чухлĕ вак халăха тĕне кĕртме пултарнă-çке.
Çамрăк хĕр келйине кашни кунах çӳрерĕ ун чух карчăк. Тĕн çинчен каласа паратчĕ, чирсенчен сыватма, сиплĕ курăксене шырама вĕрентетчĕ. Пĕррехинче ăна хăй вырăнне хăварма шут тытни пирки каларĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 867, Хаçат: 37 (1027), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: