Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Калав
(Малалли. Пуçл. 35,36 №№.)
Ах, пурне те туйса-курса тăракан анне, мĕнле ăнланмарăн пуль эп Эльвирăна курмасăр ик кун та пурăнайманнине? Пĕр уйăх пек чăткаласа ирттертĕм те тарса килтĕм. Тек интерната таврăнмарăм. Ялти шкула тăххăрмĕш класа каяс терĕм. Мана ун чух, хам тăвас темесен, çын ӳкĕте кĕртсе ĕçлеттереес çук. Лăпланчĕ анне, хăваламарĕ тек.
Инкек хапха умне çитсе тăчĕ пулсан уçатăн-и хапхуна, уçмастăн-и – кĕтсе тăмасть, кĕретех. Пĕр пĕччен çӳремест тата инкек тени. Çапла пулчĕ пуль маншăн та. Каçĕ питĕ ырăччĕ. Класра пĕрле вĕренекен кӳршĕ ачи Шурик, темиçе кил урлă пурăнакан Кольăпа шăллĕ килелле утаттăмăр. Пире хирĕç йĕтем хуралçи, хальтерех çеç утмăл урлă каçнă Палля Çеменĕ, пырать. Сулахай ури кĕскерех те ун, туяпа утать. Сĕтĕререх пырать урине.
– Ларар-и кăштах? Каçĕ питĕ ырă, лăпкă, ăшă. Хурала çитме ĕлкĕретĕп-ха, – терĕ çакскер. Лартăмăр вĕсен хапхи умĕнчи пĕчĕк сак çине. Кĕсйинчен çур литр кĕленчи туртса кăларчĕ. Черкки те çумрах иккен. Уçрĕ кĕленчине, черккене эрех тултарчĕ. «Ну, яшсем, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа», – терĕ те янк! тутарчĕ черккине. Унтан Кольăна тыттарчĕ.
Коля саккăр пĕтернĕ хыççăн шкула кайман, колхозрах ĕçлет. Кăçал вун саккăр тултарнă, кĕркунне унăн салтак ячĕ тухмалла. Ĕçсе пачĕ каччă, турткаланса тăмарĕ. Унтан унăн шăллĕне черет çитрĕ. Ку та ĕçрĕ. Эпир Шурикпе тытмарăмăр. Кĕленче çине пăхса илчĕ те Çемен пичче, ку мана, пĕччене, нумайрах-ха тесе тепрер черкке ярса пачĕ. Ку хутĕнче Шурик та ĕçрĕ, эп çеç тытмарăм. Эп, халиччен эрех-сăра ĕçсе курманскер, шăршине те чăтма пултараймастăп. «Ах, ачамсем, сирĕн пая аçу тахçанах ĕçсе янă, сирĕн валли хăварман. Ан тытăр çав наркăмăша алла», – тетчĕ анне. Ку çеç те мар, Эльвира ман çине шăтарасла пăхать пек. «Эс те ĕçетн-и-ха?» – тесе ыйтать пекех туйăнать.
– Юлман та кунта. Пушă кĕленчене йăтса çӳреме не стоит. Атя, Коля, яр полнăй! Нумай мар ку, – терĕ Çемен пичче. Пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Эрех хурчĕ пĕчĕккĕн йăшăлтатма, юна хăвалама тытăнчĕ пулас. Хăпартланса кайрĕç ман туссем, хаваслăрах калаçма, хускалкалама тытăнчĕç.
– Ман уттарас-ха, йĕтем çине çитес, – ури çине тăчĕ Çемен пичче. – Пĕлетре, юнашар тăкăрлăкра çĕр варринче мăкăнь çеçке çурнă. Кайса курас кăмăл çук-и сирĕн? – терĕ лăх-лăх кулкаласа, унтан туйине таклаттарса утса кайрĕ тĕттĕм урампа.
– Мĕн систерсе хăварчĕ вара ку? Кайса килер-и эпир те? – ура çине тăчĕ Коля. Эпир те тăтăмăр.
– Çав йĕкĕлтĕш хыççăн ăçта каятăр? – сăмах хушрĕ ури çине тăма васкаман Шурик. – Çынран йĕкĕлтесе кулас тесен каçсах каять вара, çăварĕ хупăнма пĕлмест. Нихăçан ватăлас çук. Çынна йĕкĕлтесе мăшкăлласа илсен выçă хырăмĕ те тăранса ларать пулас унăн. Юратмастăп эп вăл çынна.
– Мĕн пулать вара кайса çаврăннăшăн? – утма тăчĕ Коля. Хитре сăн-питлĕ, йăрăс пӳллĕ каччă вăл, такам юратмалла. Кулли илĕртӳллĕ. Хĕрсем хыçранах чупаççĕ теççĕ ялта.
Утрăмăр. Юнашар урамри пĕр кил умĕнчи пĕчĕк сак çинче пĕччен хĕр ларать. Паллатăп эпĕ ăна. Люба ятлă вăл. Мăнаккăшне пулăшма пирĕн яла час-час килсе çӳрет. Пире те паллать. Кĕске, чечеклĕ çӳхе кĕпепе, уринче шурă танкетка. Çӳçне хыçалалла çивĕтлесе янă. Эп унпа калаçсах курман. Вун çиччĕ-вун саккăртан аслă мар вăл. Сăнĕ илемлĕ. Хĕвелпе пиçсе хăмăрланнă пичĕ пăт путать. Калаçкаласа илтĕмĕр. Тем вăхăтран Коля хĕре хулпуççийĕнчен тытрĕ те сарай хыçнелле çавăтса кайрĕ. Хирĕçлесси пулмарĕ хĕрĕн, утрĕ каччăпа юнашар. Йĕри-тавра шăп. Вĕсем калаçни те илтĕнсех каймасть.
– Мĕн тăваççĕ вĕсем унта? Вăйăран вăкăр ан тухтăр, – терĕ Шурик. Сарай хыçнелле утма кăна тăнăччĕ эпир, Коля пире хирĕç килет.
– Кукăлĕ тутлă. Камăн çисе пăхас килет, кайăр, – терĕ вăл кулмасăрах. Коля шăллĕ те сарай хыçнелле утрĕ. Тем пăшăлтатса каларĕ Коля шăллĕне. Тем вăхăт тăчĕ унта шăллĕ, калаçни илтĕнмерĕ. Тухрĕ тем вăхăтран. Шурике тем пăшăлтатса каларĕ. Шурик те кайрĕ. Коля ахăрса ячĕ, манран кулма пуçларĕ: «Владик, çынран ма юлан? Намăса ан кĕр. Атя, яр полнăй! Хăпарса вырт. Каччă пул!» – терĕ. Çăвĕпе манран кулаççĕ ĕнтĕ кусем тесе хĕр çине хăпарса выртанçи турăм. Кĕпине майлакаласа антартăм, чĕркуççисене витсе хутăм. Халиччен хĕрарăмсемпе çывăхланса курманскер, шăлавар тӳмисене вĕçертме те шутламарăм, ура çине тăтăм.
– Вăт, ку хамăрла! – шӳтлеме хăтланчĕ Коля. – Ĕнтĕ килелле таптарма юрать. Эсир чăн-чăн арçын шутне кĕтĕр.
Люба йăшăлт та тумасть, выртать çĕр çинче.
– Коля, мĕншĕн тăмасть вара вăл? Килне кĕртсе хăвармаллаччĕ ĕнтĕ ăна, – тетĕп. – Вилсех кайман-и вăл? Мĕншĕн чĕнмест?
– Эп ăна пуçĕнчен тĕрткелесе илтĕм те, тăн çухатнă пуль.
Ман кĕлетке-çурăм сăрлатса илчĕ. Куç умне Эльвира сăнĕ тухса тăчĕ. «Кашкăрсемех-çке эсир. Эп сире çынсем тесеччĕ», – терĕ пек ӳпкевлĕн.
Салантăмăр килелле, кĕрсе выртрăмăр. Çĕрĕпе те куç хупаймарăм, ирччен хамăр мĕн тери усал ĕç туни çинчен шухăшласа пĕтĕрĕнтĕм. Ачасем лăпкăн çывăрнă вăхăтра Люба никама ним каламасăр, мăнаккăшне систермесĕр çĕр варринче çуран сакăр çухрăм утса милицие çитнĕ, йăлтах каласа панă. Пирĕн ятсене те асăннă. Эпир ыйхăран вăраничченех яла икĕ машинăпа милиционерсем çитнĕ, пире пурне те ăшă вырăн çинченех илсе тухса кайрĕç. Суд пулчĕ. Вун çиччĕ çеç тултарнă иккен Люба. Милицие юнлă кĕпи-тумтирĕпех пынă.
Лекрĕмĕр. Кольăна вун тăватă çуллăха хупса хучĕç, шăллĕпе Шурика вуншар, мана ултă çул пачĕç. Пурне те Урал урлах каçарса ячĕç. Малтан колоние ăсатрĕç, вун саккăр тултарсан – тĕрмене. Пĕр хĕре те чуп туса тута пĕçертсе курман йĕпе сăмсасем кирпĕч шутлама пуçларăмăр. Шурик таврăнаймарĕ яла – тĕрмере вĕлернĕ терĕç. Тĕрме çăкрине çисе ӳсрĕмĕр, палăртнă срокăн юлашки кунне вĕçне çитиччен кăлармарĕç. Чăтать этем. Пуçа чул хушшине хĕстерсен те чун тухмасть. Вилĕм çитиччен ку çĕр çинчен каймалла туман. Çав тери çăра пăтă пĕçерме пулăшрĕ пире Çемен пичче çав каç, кашăк мар, кĕреçе çаврăнми çăра. Эп ултă çул çеç лартăм. Эльвира пулман пулсан чăтса тухаяттăм-ши? Судра Люба Коля хăйне пуçран çапнине каларĕ. «Аллине ман хĕве чиксе ячĕ те, эп ăна тĕртсе ятăм, турткаланма хăтлантăм. Пĕлекен ачасем çапла тискер пуласса нихăçан та шутламан. Çăвара ал лаппипе хупларĕ, пуçран чышкипе сулса çапрĕ. Эп тăн çухатса ӳкнĕ. Ман кĕпене те вăлах çурса янă, – тесе пĕлтерчĕ. Ман енне тĕллесе, – вăл мана нимĕн те туман. Лешсем унран ахăрса кулма пуçласан çеç ман çине хăпарса выртрĕ. «Яр полнăй!» тени икĕ-виçĕ хут та пырса кĕчĕ ман хăлхана», – терĕ. Мана хӳтĕлесе хăварĕç, эп айăплă мар тесе шанса лараттăм. «Мĕншĕн хăпарса выртрăн тăнсăр пулнă хĕр çине? Вăл саншăн мĕн – минтер-и, тӳшек-и? Мĕншĕн юлташусене ирсĕр ĕç тума чармарăн? Хăвна айăпсăр тесе шутлатăн-и?» – терĕç судра.
– Айăплă эп. Тунмастăп, – терĕм.
Тĕрме – шкул та, институт та мар. Телейсĕр çамрăклăх тимĕр решетке хыçĕнче иртрĕ. Малтан колонире пултăм. Унта пĕр воспитатель пулăшнипе каçхи шкулта вĕренме пуçларăм. 18 çул тултарса тĕрмене куçариччен шкул пĕтерсе аттестат илтĕм. Тĕрмере пĕрремĕш çулĕнче мĕн курмаллине куртăм. Пулмасть-ха капла терĕм, пуçларăм мышцăсене çирĕплетме. Пирĕн патрах юристсем хатĕрлекен институт филиалне уçрĕç, унта вĕренме пуçларăм. Хăвшăн хăв тăма пĕлмесен сан хутна кĕрекен çук унта.
(Малалли пулать.)
 
: 815, Хаçат: 37 (1027), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: