Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăтамран илсен ялсенчи Культура çурчĕсем пĕр-пĕринчен çав териех уйрăлса тăмаççĕ пулĕ: çурчĕсем çĕнех мар, калăпăшĕпе пит пысăк пулмасан та массăллă мероприятисем ирттермелĕх вырăн пур. Хăтлăх енчен илсен пит пуян пулмасан та культура ĕçченĕсем лайăх шайра тытса тăма тăрăшни куçкĕрет. Паллах, пачах юхăнса лараканнисем те çук мар, телее, вĕсем сахалрах. Çав Культура çурчĕсене пурне те пĕр япала çыхăнтарать – ял-йышăн канăвне йĕркелесси. Çавăнпах клуб алăкĕнчен иртекен хăйне потребитель пек тыткалани хăш чух культура ĕçченĕсене кӳрентерсен те, унран тĕлĕнмелли те çук-тăр. Ку кăна-и, вырăнĕ-вырăнĕпе клубăн инвентарьне ватнă-çаратнă тĕслĕхсем те çук мар.
Пăва районĕнчи Чăваш Киштек ялĕн клубĕ çинчен сăмах тухсан çӳлерех çырнисем тĕрĕс мара çаврăнаççĕ. Кунта та клуб çуртне çĕнĕ тееймĕн. Анчах хăтлăх, килти хăтлăх хуçа пулнине алăк уратинчен иртсенех сисетĕн. Çурт ытти культура вучахĕсенчен пысăк мар, апла пулин те спорт секцийĕсенче аппаланакансем валли те, музыка инструменчĕсемпе калакансем валли те, аслă çулсенчисен фольклор ушкăнне репетици ирттерме те вырăн çителĕклех тесе каласа параççĕ клуб ĕçченĕсем, Федорпа Тамара Петровсем. Федор Васильевич кунта Культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçлет, мăшăрĕ Тамара Михайловна – илемлĕх ертӳçи. Нумай çул ĕçлеççĕ вĕсем кунта, чăн та пĕр вăхăт тăхтав туса илме те тивнĕ: экономика лару-тăрăвĕ йывăрланни хистенĕ çапла тума, çинех тата ачисем те пĕчĕк. Çапла ялти культура ĕçченĕсен ял хуçалăхĕпе пурнăç тума тивнĕ пĕр вăхăт. Юратмасть мăшăр çак вăхăта аса илме. Пĕр 5-6 çул каялла юратнă ĕç пурпĕрех хăй патне тавăрнă. Çакăнтанпа Чăваш Киштек клубĕ малтанхинчен те интереслĕрех ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ çулсенчисем валли ташă кружокĕсем уçăлнă, ялти мăнакка-кинемисен хăйсен ансамбль. Вăл 14-16 çынран тăрать, чи асли 85 çулта, çамрăккисем 40-рен каçнă. Аслисем вăйă калаççĕ, çамрăккисем вĕсенчен вĕренеççĕ. Çамрăксем клуба пушă вăхăта ирттерме мар, гитара калама вĕренме, тата кăсăк ĕçсене хăнăхма васкаççĕ. Тĕрĕссипе клубăн хăйĕн музыка инструменчĕсем çук тесен те юрать: гитарине Петровсем хăйсен килĕнчен илсе килнĕ, тӳлевлĕ мероприятисенче билет сутса тунă укçапа синтезатор туяннă, ял хуçалăхĕ баян парнеленĕ. Çапла пуçтарăннă «оркестр».
Çамрăксен «Тăхăрьял» вокалпа инструментсен ушкăнне таврара пурте пĕлеççĕ тесен йăнăшмастпăр. Чылай вăхăт пулаççĕ клубра, çавăнпах унти сĕтел-пукана, хатĕрсене, тирпей-илеме килти пек асăрхаса тăраççĕ тесен те тĕрĕсех. Пушмака шăлса тасатмасăр шала иртмеççĕ. Шухăраххисем тупăнсан вĕсене тантăшĕсемех хăйсене йĕркеллĕ тыткалама ӳкĕте кĕртеççĕ.
Петровсем Елабугăри культура училищинче вĕреннĕ: Федор Васильевич оркестр уйрăмĕнче, Тамара Михайловна хор дирижерĕннинче. Çапла вĕреннĕ чух пĕр-пĕринпе паллашса юратса пĕрлешнĕ вĕсем, Балтаси районĕнче çуралса ӳснĕ удмурт хĕрĕ чăваш кинĕ пулса тăнă. Халĕ хăй каламасан чăваш маррине ăнкарас та çук – чăвашла питĕ таса калаçать. Чăваш халăх йăли-йĕркисене те, культурине те лайăх пĕлет.
Киштексем концерт лартассипе, конкурссем йĕркелессипе кăна ăста тени тĕрĕсех пулмĕччĕ. Вĕсем пилĕк çул каялла чăвашла спектакльсем лартма тытăннă, пит тăтăш пулмасан та репертуара çĕнетсех тăраççĕ. Ял сцени çине лартма юрăхлă пьесăсем çителĕксĕр пулнипе Тамара Михайловна удмуртларан чăвашла хăех куçарать.
Ытти çĕрти пекех, Чăваш Киштекре те культура ĕçченĕсем шкулпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Чылай мероприятисене пĕрле йĕркелеççĕ: вĕрентекенсен кунĕ тĕлне лартакан концертсем те, КВНсем те, ытти уявсем те пĕрлех.
Аслă çулсенчисен юбилейĕсене ятарлă мероприяти ирттерсе чысласси те йăлара кунта. Çакăн пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк. Пĕр енчен илсен – 70 е 80 çула çитнĕ çын чăнах та ял-йыш чысламалăх ĕçне те тунă ĕнтĕ, ырлăхне те кӳнĕ. Лайăх сăмахсем каласа кăмăлне çĕклени пархатарлă ĕç. Тата тепĕр аван енĕ – çамрăксене воспитани пани, çулланнисене сума сунине курса ӳсни вĕсенче çынлăха аталанма пулăшать.
Çулла авалтан пыракан календарь уявĕсене йăласене тĕпе хурса ирттереççĕ: Питравкка, Хăят. Паллах, Сабантуя, Акатуя хутшăнмасăр юлмаççĕ. Чăваш ялĕсенче улах ларма çӳренисем тахçанах иртнĕ. Киштексем вара çак йăлана пачах манăçа хăварасшăн мар, килĕрен улаха пуçтараççĕ: Федор Васильевич купăс калать, Тамара Михайловна юрлать. Календарь уявĕсем çинчен сăмах тапратрăмăр пулсан Çĕнĕ çул çинче уйрăммăн чарăнса тăмалла. Елкăна Чăваш Киштекре Культура çуртĕнче кăна мар, урамра та, клуб умĕнче лартса эрешлеççĕ. Малтан клубра бал-маскарад ирттереççĕ. Çĕнĕ çула кĕтсе илме ял халăхĕ килĕсене саланать, çурçĕр иртсе пĕр сехетсенче пурте урамри елка патне пуçтарăнаççĕ: савăнаççĕ, кулаççĕ, шӳтлеççĕ, ирччен те саланмаççĕ. Юсманпа, йăвачапа Сурхури ирттернĕ хыççăн тин урамри елкăна салатаççĕ. Çĕнĕ çул уявĕ кашни çулах пулать, анчах кашнинчех нихăçанхинчен интереслĕ иртет.
 
: 1116, Хаçат: 37 (1027), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: