Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çуллахи кунсем куç хупса иличчен иртсе кайрĕç, килес çул çăва тухиччен аса илсе пурăнăпăр вĕсене. Çынсен канăвне йĕркелекенсем çак асамлă тапхăрта хăтлă Культура çурчĕсенчен уçă сывлăша тухаççĕ. Урамсенче, уçланкăсенче, парксенче мероприятисем ирттереççĕ. Чистай районĕнчи Юлдуз ялĕнчи культура ĕçченĕсем те авă, юмахри кермен пек чипер Культура çуртĕнчен урама тухнă. Çакăн çинчен пире Юлдуз Культура çурчĕн методисчĕ Зинаида ШАРИФУЛЛИНА çырса пĕлтерчĕ.
Пирĕн ялти Çамрăксен урамĕ кăçал 25 çул тултарчĕ. Эпир ăна июлĕн 6-мĕшĕнче паллă турăмăр. Çакăн пек урам уявне пĕрремĕш хут ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ ырă символсемпе пуян пулчĕ вăл. Шăп çак кун Хусанта Пĕтĕм тĕнчери XXVII Универсиада уçăлчĕ-çке тата юнашарах, июлĕн 8-мĕшĕнче, Муромри Петрпа Февронин кунĕ.
Çамрăксен урамĕ пуçланса кайнă чух 100 çын кăначчĕ пурăнакансем, халĕ чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ хыççăн çак цифра икĕ хут пысăкрах. Тĕрлĕ халăх çыннисем – тутарсем, чăвашсем, вырăссем – туслă пурăнаççĕ пĕр-пĕринпе. Савăнăçĕ те пĕрле вĕсен, нуша килсен нушара та пĕр-пĕрне тĕрев параççĕ.
Çаксемсĕр пуçне Çамрăксен урамĕнче пурăнакансен хăйсен те паллă кунĕсем капланса килнĕ. Александр Александровичпа Валентина Алексеевна Андриановсем пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе çемье лавне тĕрĕс-тĕкел туртса пыма пуçланăранпа 50 çул çитнĕ. Вĕсем халĕ тивĕçлĕ канура. Сатдиновсен çемйи кĕмĕл туй кĕрлеттерчĕ: Нариманпа Гульчечек килĕштерсе пурăнаççĕ, икĕ ача пăхса ӳстереççĕ. Çемье пуçĕ фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхать, мăшăрĕ çемье хăтлăхне тытса тăрать, ачисене çителĕклĕ тимлĕх уйăрать. Мероприятире Сатдиновсемшĕн ятарласа Мендельсон маршĕ янрарĕ, кӳршĕ-аршă 25 çул пĕрле пурăнакансене «йӳçĕ» кăшкăрчĕ.
Çамрăксен урамĕнче пурăнакан Ринат Ибатуллин 55 çул тултарчĕ, юбилейпе парне тăвас тенĕнех хĕрĕ шăп çав вăхăталла ăна мăнук парнелерĕ. Ибатуллинсен çемье уявĕ çак кун урам уявĕ пулса тăчĕ, Ринат абый пĕтĕм йышран салам йышăнчĕ. Çак урамра савăнăçлă пулăмсем чылай пулчĕç кăçал: Ислям Заббаровăн хĕрĕ качча кайрĕ, Вера Новиковăн ывăлĕ те çемье çавăрма хатĕрленет, ашшĕ-амăшне паллаштарма пулас мăшăрне, Хусан хĕрне хăнана илсе килнĕ. Çĕнĕ çынсене чысласа Çамрăксен урамне йышăнтăмăр. Саид Гималиев кăçал июль уйăхĕнче ывăлне салтака ăсатрĕ, çак урамра ӳссе çитĕннĕ Вика Макарова кăçал пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрĕ – вĕсемшĕн кӳршĕ-аршă та тăванĕшĕн савăннă пекех савăнчĕ.
Вăхăтĕнче пирĕн ялăн урамĕсене тума пулăшнă совхоз директорне Савельевпа арăмне Нина Ильиничнана та урам уявĕнчен хăвармарăмăр, хисеплесе чĕнтĕмĕр. Хаваспах йышăнчĕç йыхрава. Нина Ильинична нумай çул шкулта вĕрентекен пулса вăй хунă, пирĕн ачасене мар, хамăра, пирĕнтен аслăраххисене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ мăшăр 80 çултан та иртнĕ, вĕсем çине пăхсан çулĕсене сисместĕн: пурне те тарават, калаçаççĕ, юрлаççĕ.
И.Заббаров юбилейĕ çинчен çыртăмăр, 55 çул тултарнисене тата чысларăмăр çак кун: диспетчерта ĕçленĕ Галина Парамоновăна, Шалти ĕçсен пайĕнче оперативлă дежурнăй пулса вăй хунă Жалил Шарифуллина. Виçĕ хутчен «хĕрӳ точкăна» – Чечняна кайма тӳр килнĕ унăн, ума лартнă задачăсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ăна патшалăх наградине те панă.
Урам уявне йĕркелесе ирттерме пысăк пулăшу панă Ильгизер Яруллинпа Фидания аппан та çак кунсенче уяв пулчĕ – Ильгизер абый 65 çул тултарчĕ. Яруллинсен мăнукĕ Артур, Анжелика, Регина спорт вăййисене, Фаягуль, Альмира Инзиловна вĕрентекен халăх вăййисене йĕркелесе ертсе пычĕç, тавах вĕсене çакăншăн. Паллах, йĕркелӳ ĕçĕсене чи пысăк тӳпе кĕртекеннисем клуб ĕçченĕсем пулчĕç – Лилия Камалтдиновăпа Исхак Исмагилович.
Паллах, çакăн пек уявсем конкурссемсĕр, викторинăсемсĕр иртмеççĕ. Çĕнтерӳçĕсене, юбилярсене парнесем, призсем парасси те куçкĕрет. Анчах хамăрăн хĕсĕк бюджетпа çаксене пурнăçлаймăттăмăр. Çамрăксен урамĕнче пурăнакансем хăйсемех ку кăткăс лару-тăруран тухма пулăшрĕç, вĕсем пухнă укçа-тенкĕ парнесем туянма та, кучченеçсем илме те çитрĕ.
Çакăн пек тăрăшуллă, ăшă кăмăллă çынсемпе юнашар пурăнма та кăмăллă, уявра та чун канать. Пурне те килĕшрĕ Çамрăксен урамĕн юбилейĕ, халĕ ялти ытти урамсенче пурăнакансем те Урам уявне ирттерме ыйтаççĕ.
 
: 956, Хаçат: 37 (1027), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: