Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Икĕ е ытларах ача ӳстерекен çемьесене паракан патшалăх пулăшăвĕ – амăш капиталĕ – 2016 çулта вĕçленесси пирки тухнă сас-хура нумай ыйту çуратать. Çавна кура Раççей Пенси фончĕн Тутарстанри уйрăмĕн управляющийĕ М.Имамов çак кунсенче «Татмедиа» агентствăра журналистсемпе тĕл пулчĕ.
Марсель Имамов пĕлтернĕ тăрăх, ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе çӳлерех асăннă вăхăтчен çеç усă курма юрать тесе шанать иккен, çавăнпа ачашăн паракан укçана хăвăртрах илес тесе тĕрлĕ компанисенчен пулăшу ыйтать. Анчах ку тĕрĕс мар, федераллă законодательствăпа килĕшӳллĕн, амăш капиталĕн сертификатне илес тесен çеç 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен иккĕмĕш (е виççĕмĕш тата ытларах) ачана çуратма е ăна усрава илме ĕлкĕрмелле. Сертификатпа вара 2016 çул хыççăн та усă курма юрать.
Асăнса хăварар, законпа килĕшӳллĕн, икĕ е ытларах ача ӳстерекен çемьесене патшалăх пулăшăвĕ 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен парăнать. Анчах вăл вуçех пĕтесси пирки те татăклăн калама çук-ха, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра РФ Финанс министерстви амăш капиталĕн шăпине (ăна 2016 çул хыççăн тăсмалла е çуккине) сӳтсе явать.
Марсель Имамов çаплах амăш капиталĕпе мĕнле усă курмаллине те тепĕр хут аса илтерчĕ. Законпа амăш капиталне ачан (е ачасен) вĕренĕвĕ çине яма, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, амăшĕн пенсийĕн пухăнакан пайĕ çине яма кăна юрать. Анчах М.Имамов каланă тăрăх, амăш капиталне е пĕр пайне ачан вĕренĕвĕ çине кăна мар, шкул çулне çитичченхи, пуçламăш, тулли тата вăтам пĕлӳ программине пурнăçа кĕртекен вĕрентӳ учрежденийĕсене (ача сачĕ е ытти пĕлӳ илекен вĕрентӳ учрежденийĕсене) çӳренĕшĕн те тӳлеме юрать. Кунсăр пуçне амăш капиталĕн укçипе çемьери ытти ачана та вĕреннĕшĕн тӳлеме ирĕк пур.
Амăш капиталне илмелли правăна çемье пурĕ те пĕр хутчен кăна тивĕçет. Укçа-тенкĕпе (е пĕр пайĕпе çеç) усă курма ыйтса çырнă заявление ача виççĕ тултарсан тăратмалла. Анчах кредитпа займшăн, çав шутра ипотекăшăн та, тӳлемелли парăма татмашкăн амăш капиталĕпе ача виçĕ çул тултармасăрах усă курма юрать.
Анчах та юлашки вăхăтра амăш капиталне закона пăсса илме хăтланнă тĕслĕхсем сахал мар, çав шутра пирĕн республикăра та. Çавăнпа та Раççей Пенси фончĕн Тутарстанри уйрăмĕн управляющийĕ тутарстансене иккĕленӳллĕ компанисемпе çыхланасран асăрханма сĕнчĕ.
 
: 1346, Хаçат: 37 (1027), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: