Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Республикăри ялсем пĕтеççĕ», – тени хальхи вăхăтра актуаллă мар. Мĕншĕн тесен газ, шыв, çул кĕмен ялсем çукпа пĕрех Тутарстанра. Хирсенче мăян та кашламасть. Халĕ тата ача сачĕн, ФАП ыйтăвĕсене те татса пачĕç, Культура çурчĕсене юсаççĕ е çĕннине лартаççĕ.
Çапла юлашки çулсенче ялсем вăй илни те сисĕнет: Çарăмсан, Элкел тăрăхĕнчи чăваш ялĕсенче, тĕслĕхрен, ача çураласси ӳснĕ. Элмет районĕнчи Ереспел ялĕнче тăррине шифер витнĕ çуртсем юлман, халăх çурт тăррине профнастилпа е черепицăпа улăштарать. Ял хуçалăхĕпе кăна пурăнакан Элкел районĕнчи Анат Çĕньялта та кашни урамра харăсах икшер-виçшер çĕнĕ çурт строительстви пыратчĕ. Патшалăх паракан пулăшупа усă курса «Çемье фермисем», фермер хуçалăхĕсем йĕркеленеççĕ. Кун пек курăнусем кашни районтах. Эппин, пурăнать-ха ял.
Август уйăхĕн çурринче Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел те акă çĕнĕлĕхпе кĕтсе илчĕ. Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.Иванова пĕлтернĕ тăрăх, çак ялта кăна «Çамрăк çемье» программăпа тăхăр çурт лартнă иккен. «Ӳркенменни валли ĕç пур пирĕн, ялтах тĕпленекен çамрăксем те нумай. Хуçалăхра тăрăшать халăх, килте выльăх нумай усрать. Кунсăр пуçне строительсен 4 бригади те пур. Вĕсем тавра яла, хăш чух аякка та ĕçе çӳреççĕ», – терĕ Рамзия Ахтямовна ял халăхĕ мĕнпе пурăнни пирки.
Ялта пурăнăç та хуларинчен кая мар халĕ. Çĕнĕ Шешкелте те çаплах, нумай пулмасть кунта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çурчĕ уçăлнă, халăх пылчăкра ĕмĕр тарăхнă Лесная урама асфальтлă çул сарнă. Ялтах ача сачĕ те, шкулпа Культура çурчĕ те пур. Чăн та, ку тăрăхри чăвашсем яланхи пекех патшалăха мар, ытларах хăйсене шанма хăнăхнă. Чи пултаруллисем хирти çĕр пайĕпе хăйсемех усă кураççĕ иккен. Килте 8-10-шар пуç ĕне, 10-15-шер пуç сысна усраса пайтине кураççĕ. Ĕне-выльăх усранин усси çук тенипе те килĕшесех килмест, мĕншĕн тесен сĕт сутса та тупăш илме пулать-çке. Халăхран сĕте пуçтарассине районсенчи кашни ялтах лайăх йĕркеленĕ.
Темиçе çул каялла кăна-ха çĕнĕшешкелсемпе тĕл пулсан вĕсем хуçалăхран ĕç укçи илейменнипе пăшăрханса калаçнăччĕ. Халĕ акă «Агрофирма «Лениногорская» тулли мар яваплăхлă общество йĕркеленнĕренпе кун енĕпе те лару-тăру улшăннă. Ял çумне лартакан çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх комплексĕ хăй кăна 30 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Юнашар ларакан йĕтем çине çĕнетни те шанăç çуратать. Пĕр сăмахпа, хуçалăхра тăрăшакансене агрофирма кӳрентермест хальлĕхе, лайăх ĕç укçи тӳлет. Укçи пур-тăк, халăх та ĕçе çухатас мар тесе лайăх ĕçлеме тăрăшать.
Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.Иванова проблемăсем çине питех пусăм тумасăр: «Ытти çĕрти пекех», – теме тăрăшрĕ пулин те ку ялта та пурах ĕнтĕ йывăрлăхĕ, унсăр пулмасть вĕт. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шешкелти электричество юписем кивелнĕ, тата ытти те. Çапах та ку проблемăсене татса парасси курăнмасть темелли çук. Рамзия Ахтямовна Çĕнĕ Шешкелĕнчи юпасене улăштарас тата вăтам шкул çуртне тĕпрен юсас ĕçсене килес çулхи плана кĕртнине пĕлтерчĕ. Пытармăпăр, кун пек хыпара илтме те кăмăллă, эппин кунта пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, ял майпен пулин те аталанать.
 
: 1327, Хаçат: 37 (1027)

Комментарисем:

Андрей (2013-09-13 09:13:25):
Акă ăçта пурăнмалла иккен...

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: