Çĕпрел районĕн ача-пăча библиотеки çĕнĕ çурта куçнăранпа нумаях мар-ха, апла пулин те унти пурнăç кивĕ çуртринчен кая мар вĕрет. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче те акă Экологи çулталăкне халалласа «Çут çанталăка упрани – тăван çĕршыва упрани» темăпа районти библиотекăсен семинарĕ иртрĕ.
Сӳтсе явмалли ыйтусем вулавăш ĕçченĕсен нумай пулчĕç. Районти тĕп библиотека директорĕн ачасемпе ĕçлекен çумĕ И.Мадурова «Çут çанталăка упрани – тăван çĕршыва упрани», Шатăршан библиотекин ертӳçи А.Садыкова «Ăслă кĕнекесем вулатпăр, çут çанталăка та хисеплетпĕр» темăсемпе тухса калаçрĕç. Чăваш Паснапуç библиотекин ертӳçи Н.Пустынина вара çитĕнекен ăрăва экологи енчен воспитани парассинче вăйăсем мĕнле вырăн йышăннине тĕплĕн ăнлантарчĕ, Шланкари библиотека ертӳçин Ф.Сагдеевăн теми те интереслĕ пулчĕ, вăл «Çут çанталăк çинчен ачасем кĕнекесем вулаççĕ-и?» ыйтупа йĕркеленĕ анкетăсене пĕтĕмлетрĕ.
Семинарта çаплах ачасен çут çанталăкри материалсенчен хатĕрленĕ пултарулăх конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ те пулчĕ. Июлĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса августăн 20-мĕшĕччен тăсăлнă конкурса, çуллахи каникул пулнине пăхмасăр, районти 39 ача хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсем ăсталанă тĕрлĕ япалана конкурса тăратрĕç. Пĕри тепринчен илемлĕрех, лайăхрах. Çапах та жюри икĕ ачан ĕçне чи лайăххи тесе палăртрĕ. Пĕрремĕш вырăна Анат Хураката ялĕнчи Марс вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Ильяс Сафин, иккĕмĕш вырăна Кивĕ Шемĕршел шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекен Люция Байбулатова йышăнчĕç. Çĕнтерӳçĕсем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланни ача-пăча библиотекишĕн те савăнăç. Мĕншĕн тесен тĕп вулаканĕсем вĕсен – ачасем. Кунта кашнине хапăл туса йышăнаççĕ, библиотекăра кĕнеке вулама кăна мар, тата тĕрлĕ конкурса, вăййа та хутшăнма пулать-çке. Эпир, библиотека ĕçченĕсем, ачасен пурнăçне хаваслăрах тума, çав шутра тавра курăмне ӳстерме те, пĕтĕм вăйран тăрăшăпăр.