Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

МАРИЙ ЭЛ. Йошкар-Олара пурăнакансем иртнĕ шăматкун «Пĕтĕмĕшле диктанта» хутшăнма пултарнă. Ăна сентябрĕн 8-мĕшĕнче паллă тăвакан Халăхсен хушшинчи хут пĕлеслĕх кунне халалланă. Акцие йĕркелекенсенчен пĕри – Мари патшалăх университечĕн доценчĕ С.Журавлев каланă тăрăх, диктант çырас идейăна вĕсем Воронежри ĕçтешĕсенчен илнĕ. Акци «Хамăр тĕнчене тĕрĕсрех тăвар» девизпа иртнĕ.
ЧУЛХУЛАСЕМ хăйсен «Ăнланмалла Интернет» проекчĕпе Ульяновскра иртнĕ регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕнче паллаштарнă. Çулланнă çынсене компьютерпа, Интернетпа усă курма вĕрентмелли проект регионра ăнăçлă ĕçлет. Хальхи вăхăтра 741 вырăнлăх 113 класс ĕçлет унта. Проекта 11615 çын хутшăнма кăмăл тунă, çак шутран 7227-шĕ кирлĕ пĕлӳ илнĕ те ĕнтĕ. Чулхуласен проекчĕпе ытти регионсем те интересленнĕрен унпа ятарласа паллаштарма шут тытнă. Раççей Федерацийĕн Ĕç тата социаллă хӳтлĕх, Çыхăну министерствисем, Пенси фончĕ тата Пенсионерсен союзĕ йĕркеленĕ конференцие çĕршывăн 42 регионĕн представителĕсем хутшăннă.
САРАТОВ ОБЛАÇĔНЧЕ юнкун Урăлăх кунне паллă тунă. Кăçал ку уявăн юбилей – ăна паллă тума пуçланăранпа шăп 100 çул. Облаçăн тĕп хулинче çак кун тĕрлĕ мероприятисем – чупу, концерт, вăйăсем иртнĕ, анчах эрех-сăрасăр. Сăмах май, Саратов облаçĕнче кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа «çурма типĕ закон» вăя кĕнĕ: çак кунран 22 сехетрен пуçласа 10-ччен алкоголь продукцине сутма юрамасть. Кунсăр пуçне çулталăкра пилĕк кун – майăн 25-мĕшĕнче (шкулсенче Юлашки шăнкăрав), июнĕн 1-мĕшĕнче (Халăхсен хушшинчи ача-пăча кунĕ), июнĕн 27-мĕшĕнче (Çамрăксен кунĕ), сентябрĕн 1 (Пĕлӳ кунĕ) тата 11-мĕшĕсенче (Урăлăх кунĕ) – эрех-сăра пачах сутма юрамасть-мĕн.
ЧĂВАШ ЕН. «Республикăри чăваш хĕрарăмĕсен канашĕ» обществăлла организаци çак кунсенче «Наци тата культура йăли-йĕркине упраса тата ăруран ăрăва парса хăварасси: амăшĕнчен хĕрне» проект шайĕнче Мускавра иртнĕ нацисен хушшинчи праçнике хутшăннă. Мероприятие Мускав хулин кунне халалланă. Чăваш хĕрарăмĕсен канашĕ йĕркеленĕ халăх пултарулăхĕн япалисенчен тăракан куравпа мускавсем интересленсех паллашнă.
 
Шел те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çулран çул сахаллансах пыраççĕ. Пурăнаканнисем те самай ватă ĕнтĕ. Шупашкарта пурăнакан Михаил Михайлович Теплоухов та акă çак кунсенче 95 çул тултарнă. Çулне пăхмасăр çирĕп вăй-халлă-ха вăл, хăйне саламлама килнĕ хулари Ленин районĕн администрацийĕн представителĕсене те вăл шӳт-кулăпа кĕтсе илнĕ. Ветеран Мускав патĕнчи, Курск пĕккинчи хĕрӳ çапăçусене хутшăннă, вăрçăран таврăнсан 35 çул хушши КГБра ĕçленĕ.
 
: 1435, Хаçат: 37 (1027), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: