Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН. Çулла хăна çурчĕсенче мĕн чухлĕ вырăн йышăнса хунă тăрăх пăхса Хусан Раççейре çул çӳрев валли чи лайăх 5 хула шутне кĕни палăрнă. Ку енĕпе вăл Санкт-Петербург, Мускав, Сочи хыççăн тăрать. 2012 çултипе танлаштарсан, хăйсем тĕллĕн çул çӳрекенсем Хусана кăçал канмалли кунсенче виçĕ хут нумайрах килнĕ. Паллă ĕнтĕ, Хусанта иртнĕ Универсиада илĕртнĕ-ха, анчах сентябрь уйăхĕнче те хулана сахал мар хăна килмелле, мĕншĕн тесен кунта пысăк шайри мероприятисем иртеççĕ.
АКСУ районĕнчи темиçе ял хутлăхĕн территорийĕнче хĕвел çаврăнăш ӳсекен лаптăксем вырăнти халăха, иртен-çӳрене хăй илемĕпе илĕртеççĕ. Унта сăн ӳкерĕнес текенсем сахал пулманнине те ăнланмалла. Анчах районти ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем халăха çак хирсене кайма, хĕвел çаврăнăшне вăхăтлăха тутанса пăхма та хушмаççĕ. Мĕншĕн тесен çак культура хăвăртрах ĕлкĕртĕр тесе хими препарачĕсем сапаççĕ. Кун хыççăн 7-10 кун вăл сывлăхшăн хăрушă. Çавăнпа ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем Емелькинăпа (уйрăмах Емелькино, Çĕньял, Хырăшне ялĕсем) Саврăшпуç (уйрăмах Савкаç, Саврăшпуç, Заря, Çирĕклĕ ялĕсем), Кивĕ Тимушкел ял хутлăхĕн çыннисене асăрхануллă пулма ыйтаççĕ.
АЛЕКСЕЕВСКИ районĕнчи Çăлкуç тата Пӳлер ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем малашне çулсăрах район центрне тухма, ялсене, хирсене чăрмавсăрах çитсе кулленхи ыйтăва татса пама май пур. Вĕсене кăçал Республика кунĕ умĕн ТР Президенчĕ Р.Минниханов ТР Правительство çурчĕ умĕнче ĕçĕсене çӳллĕ шайра хакласа çĕнĕ «Лада-212140» автомашина панă.
АНАТ КАМĂРА «Асаннен урай сараканĕ» конкурс малалла тăсăлать. Ăна «Анат Кама хĕрарăмĕсем» обществăлла организацин ертӳçи, Анат Кама район администрацийĕн, хула мэрĕн çумĕ Э.Долотказина вырăнти музейпе пĕрле йĕркеленĕ. Июль вĕçĕнче пуçланнă конкурса маçтăрсен ĕçĕсене (хуть мĕнле мелпе хатĕрленине те) октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ, октябрĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлетсе çĕтерӳçĕсене палăртĕç. Маçтăрсен ĕçĕсене кирек кам та курма пултарать, хулари музее çеç килмелле.
ЕЛАБУГА. Утайман ачасем валли кăларакан ятарлă тренажерăн авторĕ «Астра» реабилитаци центрне килнĕ. Йохан Гросс чирлĕ ачасем валли оборудовани кӳнĕ. Тренажера туянма вырăнти предпринимательсем укçа панă-мĕн. Йохан Гросс пĕрремĕш оборудование хăй аллипех пухса панă тата вырăнти инструкторсене унпа тĕрĕс усă курма вĕрентнĕ.
Сăмах май, реабилитаци центрĕнче кун йышши тренажер тата та пур. Анчах çын нумай пулнипе ачасем унпа 30 минут кăна усă кураяççĕ, çĕнĕ тренажер вара çак вăхăта тата икĕ хут ӳстерме май парать. Хальхи вăхăтра «Астра» реабилитаци центрне 65 инвалид-ача çӳрет, вĕсенчен 40-шĕ хăй тĕллĕн утаймасть.
 
: 1294, Хаçат: 37 (1027), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: