Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕç нумай-ха
Сентябрь уйăхĕн чĕрĕкĕ вĕçленчĕ пулин те республикăн уй-хирĕнче ĕç нумай-ха. Мĕншĕн тесен йĕпе-сапа çанталăк самай чăрмав кӳрет. Хальхи вăхăтра 550 пин гектара кĕрхи тырăсем акнă. Пĕтĕмпе илес пулсан, кĕрхи тырăсене акас ĕç япăх мар, калчасем валли те çĕрте нӳрĕкпе ăшă çителĕклĕ. Анчах кĕрхи тырăсене лайăх сыхласа хăварас тесен уй-хирсене хурт-кăпшанкăран хими препарачĕсем сапмалла.
Уй-хирте 200 пин гектара яхăн лаптăкри кукурузăна пухса кĕртмелли юлнă. Сăмах май, унăн тухăçĕ кăçал япăх мар-мĕн. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов республикăри ĕне-выльăх усракан хуçалăхсене кăçалах çак культура валли вырăн уйăрса çĕр хатĕрлесе хума хушнă, мĕншĕн тесен çитес çул ку культурăн лаптăкне темиçе хут ӳстерме палăртнă.
Раççейре пĕрремĕш
«Алабуга» ятарлă экономика зонинче аш-какай юлашкисене тирпейлесе выльăх-чĕрлĕх белокĕ кăларакан «Сария Био-Индастрис Волга» завода 2011 çултах тума пуçланă. Вăл Германин Sarina концернĕн Раççейри çакăн йышши пĕрремĕш завочĕ. Çĕнĕ завода çак кунсенче уçнă. Çапла вара аш-какай юлашкисене тирпейлесе кунта апат çăнăхĕ, техника тата апат çăвĕ кăларма тытăнаççĕ. Чĕртавара Федерацин Атăлçи округĕнчен пĕтĕмпех тенĕ пек пуçтарма май пур. Çапла вара çĕнĕ завод экологие лайăхлатма самай пулăшĕ. Мĕншĕн тесен маларах тирпейлеймен выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп аш-какайĕн юлашкисене те тирпейлеме пултарать. Чĕртавара аш-какай тирпейлекен заводсен территорийĕсенче ятарлă контейнерсенче пухса пырĕç. Çакăн пек контейнерсенчен пĕрне Саба районне вырнаçтарма хатĕрленеççĕ. Çĕнĕ завод халăха çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе те тивĕçтерет, хальхи вăхăтра унта Çырчаллинчен, Елабугăран тата ытти хуласенчен 150 ытла çын тăрăшать.
Чĕкĕнтĕр кăларма пуçланă
Тутарстан çĕр ĕçченĕсемшĕн тепĕр паха тĕп культура вăл – сахăр чĕкĕнтĕрĕ. Республикăра сахăр чĕкĕнтĕрĕ ӳстерекен 10 район та пылак тымар çимĕçе кăларма пуçланă. Хальлĕхе тухăç япăх мар, пĕр гектартан вăтамран 277 центнер тухать. Ку енĕпе Пăва районĕ малта, кунта вăтам тухăç 471 центнер, Сарманта – 410, Апасра – 400. Сахăр кăларассипе вара Тукай районĕн çĕр ĕçченĕсем малта. Сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне вĕсем пĕтĕмĕшле лаптăкăн 98 процентне кăларнă.
Заинск сахăр завочĕ пылак тымар çимĕçе йышăнма пуçланă ĕнтĕ, Нурлатри тата Пăвари заводсем сентябрĕн 15-мĕшĕ хыççăн тытăнаççĕ.
Кунне пĕр тонна
Анат Кама районĕнчи У.Таипов фермер куллен 1-ер тонна купăста сутма планлать. Пахча çимĕçе вăл çуллен обществăлла апатлану, заводсен столовăйĕсене кӳрсе тăма килĕшӳ тăвать-мĕн. Кăçал вара списока шкулсен столовăйĕсем те кĕнĕ. Кашни кун вĕсем патне вăл 1-ер тонна купăста ăсатать. Хăй каласа панă тăрăх, кăçалхи типĕ çанталăкра ăна çак çимĕçе ӳстерме пĕрре те çăмăл пулман, кулленех шыв сапса тăма тивнĕ. Апла пулин те кашни гектартан 700 центнер тухăç илме пултарнă.
Нурлатсем тракторсене тĕрĕслеççĕ
Тракторсемпе тымар çимĕç кăларакан, хăйсем тĕллĕн çӳрекен техника хутшăннипе пулакан çул-йĕр çинчи инкексен шутне чакарас, техникăна тĕрĕс ĕçлеттерес тĕллевпе Гостехнадзорăн Нурлатри инспекцийĕ хулапа ялсенчи урамсенчи техникăна, унпа усă курма ирĕк паракан, регистраци докуменчĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслеме палăртнă.
«Ылтăн кĕркунне»
Сентябрĕн 9-12-мĕшĕсенче Мускавра «Ылтăн кĕркунне» XV Пĕтĕм Раççейри агропромышленность куравĕ пулчĕ. Ăна кăçал пĕрремĕш хут ют çĕршывпа пĕрле (Нидерланды Королевствипе) пĕрле ирттернĕ. Хальхинче курава тĕнчери 23 çĕршыв, Раççейри 50 ытла регион хутшăннă. «Ылтăн кĕркуннене» çĕршывсен, регионсен тата Европăри, Азири, Америкăри аграри ведомствисен ертӳçисем килни экономика, политика ыйтăвĕсене сӳтсе явма, малашне тачă çыхăнса ĕçлеме килĕшӳсем тума май панă.
 
: 1415, Хаçат: 37 (1027), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: