Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралса ӳснĕ меценат, Шупашкарти «Тус» ХАО ертӳçи Николай Федорович Угаслов ял халăхне çеç мар, района та тăтăшах пулăшу парать. Хулаçырми çыннисен пурнăçĕ лайăхланса пынинче унăн тӳпи уйрăмах пысăк. Вăл тăрăшнипе урамсене нумаях пулмасть чул сарса хытарчĕç. Халĕ акă ял варрипе иртекен тарăн çырма урлă çĕнĕ пĕве тума тытăннă.
– Ку тĕлте малтан çуран каçса çӳремелли кĕпер кăначчĕ. Халĕ ăна кăштах анаталла куçарса ун вырăнне çĕнĕ пĕве тăватпăр. Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ ĕнтĕ. Пĕве çине бетон сарас енĕпе тăрăшатпăр. Тĕпрен илсен «Тус» ХАО ĕçченĕсем тăрăшаççĕ кунта. Бетона Шупашкартан илсе килеççĕ. Пĕве айне виçĕ пăрăх хурса хăварнă. Вĕсем пĕвене çумăрсем тăтăш çунипе, çуркуннесенче капланса килекен шыв сиенлетесрен сыхлаççĕ, – пĕлтерет «Тус» ХАО прорабĕ Петр Алексеевич Кадуков.
Пĕвене метр ытларах тарăнăш шыв пухăнса тăрать. Пушар машинисем, ытти тĕллевсем валли çакă çителĕклĕ. Строительсем ăнлантарнă тăрăх, тата та тарăнлатсан шыв çырма тăрăх çӳлелле хăпарать, çакă çӳлерехри пĕвене сиен кӳме пултарать.
Шыв пухăнса тăни таврана та самаях илем кӳрет.
– Вашмăк çырана йывăçсем лартса тухăпăр, тирпей-илем кĕртĕпĕр. Çывăхра çăл пур. Çав вырăна ĕлĕкренех Лакуш варĕ тетчĕç. Вар ячĕпе хăш-пĕрисем çăла та Лакуш çăлĕ теççĕ. Çăла тирпей-илем кĕртме, лайăхлатма, çăвăнмалли вырăн тума палăртатпăр. Çакăн хыççăн тен çăлăн та яланхи пĕртен-пĕр ячĕ пулĕ, – тет Н.Угаслов.
Вăл ĕмĕтленни пурнăçа кĕретех. Çакна Николай Федоровичăн кулленхи ырă ĕçĕсем ĕненмелле çирĕплетсе параççĕ. Нумаях та вăхăт иртмĕ, пĕве таврашĕ ял çыннисен юратнă кану вырăнĕ пулса тăрĕ. Кунта таврари ялсенчен те канма килĕç, йывăçсен сулхăнĕпе киленĕç, Н.Угаслов тирпей кĕртнĕ çăлкуçăн сиплĕ шывне ĕçĕç, çăвăнмалли вырăнта шыва кĕрсе сипленĕç. Çапла пулатех!
![]() |