Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăнна Кушкинче кĕтеççĕ
Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче И.С.Максимов-Кошкин ский çуралнăранпа 120 çул çитнине палăртса уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Çак кун ялтан тухнă паллă çынсене халалласа тунă мемориал стенине те уçĕç. Вăл шăпах Кăнна Кушкинчи çĕнĕ часавай патĕнче вырнаçнă. Вырăнти чăваш центрĕ кăмăл тăвакансене пурне те уява хутшăнма йыхравлать.
ЧНКА ларăвĕ
Сентябрĕн 19-мĕшĕнче 12 сехетре Хусанти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче (Павлюхин урамĕ, 57) ТР Чăваш наципе культура автономийĕн канашĕн ларăвĕ иртет. Унта октябрь уйăхĕнче Шупашкарта иртекен Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвне хутшăнма делегатсем çирĕплетĕç тата Тутарстанри чăвашсен обществăлла организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ хăçан пулассине палăртĕç.
Тӳлевсĕр пулăшу
Сентябрĕн 20-мĕшĕ – Пĕтĕм Раççейри тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ памалли кун. Вăл кун Тутарстанри кашни муниципаллă районта юристсен обществăлла приемнăйĕсем тата Раççей Юристсен ассоциацийĕн тӳлевсĕр пулăшу паракан пункчĕсем ĕçлĕç. Пунктсен адресĕсем тата телефонĕсем ТР Юстици министерствин сайтĕнче пур. Çынсем юристсем патне çак кун Хусанта 9.00 сехетрен 17.00 сехетчен, районсенче 8.00 сехетрен 16.00 сехетчен пыма пултараççĕ.
Утар-и те чупар-и?
Сентябрĕн 22-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери автомобильсĕр куна паллă тăваççĕ, паллах – çуран утса. Раççейре çак кун «Наци кросĕпе» пĕр куна килнĕрен, пурте чупма хатĕрленеççĕ. Çĕршыври чи пысăк та анлă ăмăртăва 80 регион хутшăнать. Пĕлтĕр унта пирĕн редакци пĕтĕм йышĕпе хутшăнчĕ, пурте финиша çитрĕç.
Пĕр уйăх çеç
Нурлатра сысна ĕрчетме чарăнма пуçланă. Çакнашкал рекомендацие выльăх-чĕрлĕх комплексĕсен хуçисене сыснасен африка чуми ан сарăлтăр тесе республика Правительстви панă. «Нурлатпродукт» тулли мар яваплăхлă обществăри 5 пин сыснана пусса аша ярĕç. Тутарстанри тата 4 сысна комплексĕ халăхран пиншер выльăха сутăн илет, вĕсенчен хăтăлнă хуçисем урăх выльăх ĕрчетесси çине куçаççĕ. Сысна фермисем çумĕнчи ялсене уйрăмах йывăр, мĕншĕн тесен комплексран 5 çухрăмра вырнаçнă ялсене сыснасенчен «тасатма» (сутма е пусма) пĕр уйăх вăхăт панă. Шăнтмасăрах пуссассăн аша ăçта хурса пĕтермелле ял çыннин?
 
: 1460, Хаçат: 37 (1027), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: