Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН. «Россия 10» мультимедиа проект-конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Кул Шариф мечĕт 9-мĕш вырăн йышăннă. Вăл 1 миллион та 600 пине яхăн сасă пухнă. Анчах проект-конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пăтăрмахсăр иртмен, Чечня Республикин ертӳçи Р.Кадыров августăн 30-мĕшĕнче «Чечня чĕри» мечĕт виççĕмĕш тапхăра хутшăнмасть тесе пĕлтернĕ, çакна ертӳçĕ сасăлавсен пĕтĕмлетĕвĕсем тĕрĕс мар, чăн килмеççĕ тесе сăлтавланă. Кун хыççăнах «Россия 10» проект сайтĕнче сасăсен даннăйĕсене тĕрĕслесси çинчен пĕлтернĕ.
***
Хусанта йывăç лартас ĕç малалла тăсăлать. «Симĕс рекорд» акци вăхăтĕнче кунта 40 пин тĕпрен кая мар йывăç лартма хатĕрленеççĕ. Асăнса хăварар, акци вăхăтĕнче çуркунне 10 пин тĕп йывăç лартнăччĕ. Хула мэрĕ И.Метшин ĕçе лайăх шухăшласа пурнăçламаллине палăртнă, калăпăр, хунавсене ăшă пăрăхĕсем иртекен е малашне строительство пуçăнмалли вырăна лартмалла мар. Сăмах май, 2012 çулта лартнă йывăçсенчен (пурĕ 48 пин тĕп) 5 проценчĕ çеç чĕрĕлеймен.
ÇЫРЧАЛЛИ прокуратури хулари «Иллюзиум» кинокомплекса çӳрекенсен прависене хӳтĕленĕ. Прокуратура шучĕпе, учрежденин ертӳçисем куракансене хушса тӳлеттереççĕ. «Амфитеатр» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕн хушăвĕпе кинокомплексăн залĕсене куракансене хăйсемпе пĕрле сĕткен, шыв, кондитер изделийĕсем, мороженăй, тата ытти апат илсе кĕме чарнă. Кураканăн çак учрежденире сутакан çимĕçсене çеç туянмалла-мĕн. Ку вара закона пăсни, мĕншĕн тесен çынна залран апат çинĕшĕн мар, обществăлла йĕркене пăссан, пурлăха ватсан кăна кăларса яма юрать. Прокуратура тĕрĕслев ирттерсе администарацин хушăвне пăрахăçланă.
АНАТ КАМА хулинче сентябрĕн 16-мĕшĕнчен «Симĕс хум» акци пуçланать. Унпа килĕшӳллĕн, хулара пурăнакан кашни çын йывăç лартма пултарать. Çак ыйтупа хула мэрийĕнче лару та иртнĕ. Вырăнти влаçпа управляющи компанисем акцие май пур таран нумайрах çынна хутшăнтарма тĕллев лартнă.
ЭЛКЕЛ районĕнче те, ытти районсенчи пекех çитес виçĕ çулта модульлĕ ветеринари пункчĕсем (респуликăра пурĕ 150) тăвĕç. Кун пек пункт хăрушă выльăх-чĕрлĕх инфекцийĕсем сарăлассине чарма кирлĕ. Çапла вара хальлĕхе палăртнă тăрăх, ветеринари пункчĕсем килти выльăх-чĕрлĕхе тӳлевсĕрех вакцинаци тăвĕç, анализ илĕç, пăранланă е çăвăрланă чух пулăшĕç, чĕрнисене тасатĕç, мăйракисене касĕç. Кушакпа йытăсемпе çыхăннă услугăсем вара тӳлевлĕ пулĕç.
МАМАДЫШ районĕнче Вятка юхан шыв урлă сентябрĕн 5-мĕшĕнче çĕнĕ кĕпер уçнă. Вăл «Волга» М7 федераллă автомобиль çулăн пĕр пайĕ шутланать. Çавăнпа ун урлă талăкра вăтамран 12 пин ытла автомобиль ирт- нинчен тĕлĕнмелли çук. Кĕпер кунта малтан та пулман мар-ха, чăн та, ăна 1976 çултах тунă. 2005 çулта Федераллă çул-йĕр агентстви ăна çĕнетсе юсама йышăннă. Кĕпере икĕ тапхăрпа юсанă. Пĕр пайне 2011 çулта хута янă пулсан, иккĕмĕш пайне халĕ çеç. Кĕперĕн вăрăмăшĕ 8,77 километр.
 
: 1294, Хаçат: 36 (1026), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: