Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Роман
Пĕрремĕш пайĕ
(Малалли. Пуçл. 34№.)
– Ку кĕнеке «Пăлакар аваллăхĕ» ятлă. Ăна 600 çул каялла авалхи ăсчах, Янăш хулинчи Хеохван Луамшар çырнă. Атăлçи Пăлхар патшалăхне Батый-хан эшкерĕсем тытса илнĕ хыççăн çак кĕнекене хăйне те, унăн куçарса çырнă евĕрĕсене те çунтарса янă. Иккĕшĕсĕр пуçне. Пĕрне Пăлхар хулин эмирĕ тутар чĕлхипе, араб сас паллисемпе куçарса çырнă тет. Пĕр тутар мăрси патĕнче упранать имĕш вăл халĕ. Тепри манăн пысăк мăн асатте Аскандар Курак аль Булгари куçарса çырнă- скер. Мĕн юлнине вырăссем пĕтернĕ. Пирĕн йăхăн çеç авалхи пуянлăхсене упраса хăварма май килнĕ. Çав шутра кĕнекесене те. Вĕсене ĕмĕр упрама пӳлĕхçĕ майсем патăрччĕ, – тесе чĕтрекен аллисемпе çӳлĕкрен илсе ывăлне пăру тирĕнчен тунă хуплашкаллă хулăн кĕнекене кăтартнăччĕ ашшĕ. – Кĕнекине виçĕ чĕлхепе, анчах та хăйне евĕрлĕ çырнă – виçĕ тĕрлĕ алфавитпа усă курса. Кĕнекене пĕр енчен уçатăн – текст латин алфавичĕпе, хыçалтан – араб сас паллийĕсемпе, варринчен – кириллицăпа, – старик шăпланчĕ, вăйĕ каллех пĕтсе çитрĕ пулас. – Кĕнекесене упра, ывăлăм, – тесе хучĕ вăл кăшт канса илнĕ хыççăн. – Эпир ав, упрарăмăр. Çавăнпах çĕр çинче пуринчен те пуянрах. Чылай патшасенчен, корольсенчен пуянрах. Анчах çавна асра тыт, ывăлăм: мăн асаттесенчен пĕри те çак пуянлăха хăйĕн пайтишĕн усă курман. Ку сăмахсене эсĕ те манса ан кай. Тӳрĕ кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ пул, хăвăн халăхна нумай ĕмĕрлĕ чуралăхран хăтарма мĕнпур вăйна пар. Эпĕ çакна пурнăçлама пултараймарăм. Халĕ санра черет. Акă сана пуянлăхсен уççи: çак авалхи хут çинче пуянлăхсене пытарнă çĕр хăвăлĕ çинчен çырса кăтартнă. Хута манăн асаттен вилтăпри çинчи чул çине çырнă ăнланмалла мар, ку хут çинчи евĕрлĕ паллăсемпе танлаштарса пăхмалла. Вилтăпри ăçта пулнине манăн йăмăк, санăн пысăк аппу – Кулине пĕлет. Вăл хĕрарăм мăнастирĕнче пурăнать. Эсĕ ăна астумастăн, вăл сана курнă. Çакă çитет те. Ăна шырама кирлĕ мар. Вăл хăех сана тупать кирлĕ вăхăтра, вырăнне кăтартать. Эпĕ сана шанатăп... – çакă Роман Данилович Куракинăн юлашки сăмахĕсем пулчĕç.
Ашшĕ халалне Филипп уйăхранах пурнăçа кĕртме пуçларĕ. Санкт-Петербурга таврăнсан вăрттăн общество ертӳçисемпе тĕл пулчĕ. Обществăна йышăнма ыйтрĕ, укçа пама шантарчĕ. Анчах та те ĕненмерĕç ăна, те хăрарĕç... Пĕр сăмахпа каласан, такам систернипе пĕр уйăхран Куракина арестленĕ, нимĕн айăп тупайман пулсан та Кавказа, çапăçакан çара ăсатнă. Унта хăйне питĕ хăюллă та хастар офицер пек кăтартнă ротмистр Куракин тата темиçе награда илме тивĕçнĕ. Юлашки орденне унăн кăкăрĕ çине Раççей императорĕ Александр Павлович, вăл вăхăтра Кавказра сипленекенскер, хăй аллипе çакса янă... Тĕлпулу вăхăтĕнче хăйĕн ĕçĕ пирки пĕлтерчĕ те патшана Куракин. Çавăн хыççăн унăн кĕсйине патша Хучĕ кĕрсе выртрĕ... Çапла вара вăл ашшĕн юлашки хушăвне çиелтен пурнăçларĕ темелле. Пĕтĕмпех пурнăçлас тесен укçа кирлĕ. Аппăшĕ килсе вилтăприне кăтартасса икĕ уйăх кĕтрĕ вăл. Ашшĕ каланă тăрăх, çĕр хăвăлĕнче хаклă йышши чулсем нумай. Патшапа татăлма шăпах çавсем кирлĕ. Мĕншĕн тесен пур ылтăна патша патне леçме лав нумай кирлĕ пулать. Ăна çул çинче такам та çаратма пултарĕ. Хаклă йышши чул вара темиçе теçетке çеç кирлĕ. Ăна кĕсьене хур та патшана кайса пар. Никам та тавçăрса та ĕлкĕреймĕ.
Халĕ ашшĕ пиллесе хăварнă пуянлăха шырама килнĕ кунта Филипп. Отпуск илсе çула тухрĕ... Кулине ăна хăй шыраса тупмалла...
Офицер тепĕр аякĕ çине çаврăнса выртрĕ. Канма та вăхăт çитнĕ ĕнтĕ... Плащĕпе чĕркенсе, çул çӳревçĕ çийĕнчех вилнĕ пек çывăрса кайрĕ.
 
II
Пирĕн офицертан пилĕк çухрăм та çук-тăр, çав вăрмантах, пысăк уçланкăра пилĕк лутра çурт ларнă. Вĕсен çывăхĕнче кăвайт çуннă. Унăн çутисем, йывăçсен тачă хӳми çине ӳксе, симĕс тĕсе тĕксĕм-хăмăра çавăрнă, унта кăвайт тавра савăнакан çынсен тĕлĕнмелле мĕлкисем хумханнă. Пилĕк теçеткерен кая мар пулнă вĕсем, çулĕсемпе çамрăк мар, çийĕсенче кивелнĕ салтак мундирĕ. Сывлăшра ăшаланă аш шăрши чӳхеннĕ. Хаваслă сасăсем, ӳсĕрле кăшкăрашни, юрлани ку çынсем вăрманта пулсан та хăйсене килти пек туйни çинчен калать. Çавăнпа вĕсем хурал та тăратман, уçланкăна сыхлăхсăр вырнаçнă. Хурал çукки пачах кĕтмен çĕртен паллă пулчĕ.
– Аслă Турă, мĕн пулса иртет кунта? Ăçта сирĕн хуралçăсем? Кăвайт çывăхĕнче вăрманта çур сехет çӳрерĕмĕр – кам та пулин сăмах чĕнтĕрччĕ хуть. Капла майпала сире пурне те харăсах пусса пăрахма пулать-çке. Хурах апачĕпе мăнтăрланса кайнă, сисчевлĕхе çухатнă, дисциплина пирки пачах та манса кайнă! – çав вăхăтра йывăçсем айĕнчен сасă илтĕнсе кайрĕ. Хăйсем хыççăн пилĕк лашана чĕлпĕрĕсенчен çавăтса çутă çине чăвашла тумланнă виçĕ çын тухрĕ. Хыçалти икĕ лашине пĕр-пĕринпе каштасемпе çыхăнтарнă. Каштасем хушшинче хăваран авса тунă пысăк ещĕк пек япала çакăнса тăрать. Çакăн евĕрлĕ ещĕке Европăри хăш-пĕр çĕршывсенче паланкин тенĕ, ĕлĕкрех унпа тарçисем пуян хĕрарăмсене, тепĕр чухне арçынсене те йăтса çӳренĕ.
Калаçаканни, килнисенчен чи асли – çӳллĕ, халĕ те яштака, вăрăм шурă сухаллă, пĕркеленчĕксем кивĕ сурансен çĕвекĕсемпе хĕресленсе пĕтнĕ ватă пулчĕ иккен. Унăн сасси илтĕнсенех кăвайт умĕнче ларакансем сиксе тăчĕç, хăшĕсем пĕр-пĕрин çумне тăратса хунă пăшалĕсем патне ыткăнчĕç. Анчах та çийĕнчех утаман – лӳчĕркеннĕ офицер мундирĕллĕ, паттăр хул-çурăмлă, петлицинче çар орденĕн палли çиçекен тĕреклĕ арçын сассипе вырăнта хытса тăчĕç.
– Чарăнăр! Керим кукка-çке сирĕн умăрта. Пиччĕре паллаймарăр, шăпăрлансем! Вăт ку тĕлпулу вара! Халех кăвайт патне пуçтарăнăр! – патварскер ватă патне чупса пычĕ, ыталарĕ. Анчах та лешĕ унăн аллисене мăнаçлăн сирсе ячĕ:
– Ырă каç сана, шăллăм. Тахçанах сирĕн ĕçсем еплерех пыраççĕ тесе килсе курасшăнччĕ Ĕмпӳ-пикепе, акă, тинех май килчĕ. Икĕ уйăх каяллах сирĕн кунти ирсĕрле хăтланăвăрсем çинчен хыпар çитнĕччĕ. Пирĕн енче эсир таврари ял çыннисене, сăварсемпе чăвашсене çаратма, хĕрсене вăрлама пуçлани çинчен калаçаççĕ. Малтанах ĕненмерĕм эпĕ çакна, халĕ, эсир ĕçкĕпе епле иртĕхнине кура, иккĕленме пуçларăм, – терĕ вăл.
Юлашки сăмахсем утаман питне аванах хĕретрĕç курăнать. Вăтанса кайнă пек пулса вăл тавраналла пăхса илчĕ те паланкин умне чĕркуçленсе ларчĕ:
–Турă курать, тĕне кĕнĕ пулсан та ваттисен халалне манмастăп эпĕ, Керим пичче! Йăхра асли пулнă май, маншăн эсĕ пуç вырăнĕнче. Ĕмпӳ-пике вара пуç та, чĕре те. Отрядра çурри ытла вырăссем, тутарсем, мăкшă-çармăссем, ытти халăх çыннисем пулсан та йăласене эпир хамăрăнне, сăварсенне пурнăçласа пыратпăр. Пирĕн хăна пулăрах. Малашне сирĕн ĕçсем пирĕн пулĕç. Ăçта каймалла – çитеретпĕр, мĕн ыйтатăр – пурнăçлатпăр, – терĕ вăл, паланкинран тухакан ватă хĕрарăма çĕре çитичченех авăнса пуç тайса. Кунта сăварсен чиркĕвĕн ертӳçи хăй килнине пĕлсен вĕсен тавра вăрă-хурахсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем пурте тенĕ пекех, çĕлĕкĕсене хывса хĕрарăма пуç тайрĕç, чĕркуçленекенсем те пулчĕç. Пĕри çеç, хĕрлĕ питлĕ патвар çын, кăштах авăнса, аллисемпе çамрăк ăвăс çине тайăнса вырăнтах юлчĕ.
– Мĕн пулчĕ санпа, çамрăк çыннăм, аптрарăн-им? – тесе ыйтрĕ хĕрарăм ăшшăн, этем аванах чирлĕ пулнине туйса илсе. Лешĕ вăтанчăклăн куçĕсене тартрĕ, хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ.
– Купарчи ыратать унăн, кутани тухать, ларсан юн сăрхăнать. Çавăнпа çапла тăрать те кунĕпе, – вăрттăн лăх-лăх кулса киленсех ăнлантарса пачĕ аллине пусма татăкĕпе чĕркесе çыхнă вăрă-хурах.
– Турă пулăштăр сывалма, йывăр ĕç мар, иртекен чир вăл, – васкамасăр каласа хучĕ карчăк. – Ан тарт куçусене, чиртен вăтанма кирлĕ мар, санăн айăпу мар вĕт вăл. Инкекне пулăшма, каларăм ĕнтĕ, çăмăл. Чул татки илсе вут çинче хĕрелсе кайиччен хĕрт ăна, пысăк тăм чӳлмеке хур, чул çине, вĕтĕ тураса, хир ыхрине сапса тух, кунне темиçе хутчен пĕр вăхăта çара кутпа лар чӳлмек çине. Темиçе кунтан сывăран та сывă пулатăн. Санăн аллуна мĕн пулнă вара? – интересленчĕ вăл малтанхи хурахран, унăн аллинчи пусма татăкне ыйтмасăрах салтма тытăнса.
– Ĕнер, купса обозне тытса илнĕ вăхăтра, ăнсăртран пуля шăйăрса иртсе кайрĕ, – хаваслăн каласа хучĕ лешĕ. – Эпĕ малта чупса пыраттăм, хуралçă персе те ячĕ. Юрать, алăпа кăкăра хупласа ĕлкĕртĕм. Унсăрăн леш тĕнчене ăсанаттăм ĕнтĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 862, Хаçат: 35 (1025), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: