Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Калав
Канмалли кун. Çемье килте. Диван çинче пĕр хĕрĕх урлă каçнă çамрăк арçынпа илемлĕ хĕр ача тем çинчен хытах тавлашаççĕ. Арçынни вăтам пӳллĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлă. Çӳçĕ те, куçĕ те хура. Тăнлавĕ шуралнă. Хĕр ачи вара çиелтен пăхсан вун улттă-вун çиччĕрен малах та мар темелле. Çутă сăнлă вăл. Çара мăйлă, кĕске çанăллă чечеклĕ халатпа. Кĕске халачĕ чĕркуççийĕсене те хуплаймасть. Ури çара. Çемçе тапочкине хывса хунă.
– Наташа, тахçанах калас тетĕп, ниепле те майлă самант тупаймастăп. Тек Мускав юрри юрлатăн кăçал. Мускав та Мускав сан чĕлхӳ çинче. Пăх-ха лайăхрах хăв çине: хăйпашка кĕлеткӳ-çурăму пĕр ывăçа кĕрсе каять. Çирĕм тултартăн кăçал. Кам калать сана çирĕмри хĕр тесе? Ача çеç вĕт эс училище пĕтертĕн, институтра заочно вĕренме пуçларăн пулсан та. Ăслă теттĕм сана, мухтанаттăм санпа: шăпчăк пекех юрра ăста, ташлама тăрсан артистсенчен кая мар. Каймастăн, Наташа. Нимле Мускава та ямастăп эп сана. Тепĕр хут калатăп: каймастăн. Ыранах Шупашкара кайăпăр та ĕçленĕ çĕре кĕрсе калаçăпăр. Никама каламасăр ĕçрен тухса килнĕшĕн те, институтран документсене каялла илнĕшĕн те пĕçеркке памаллаччĕ те-ха сана, чăтрăм. Ыранах института документсене каялла парса хăваратпăр. Тен, ĕçре те сан вырăна урăххине илсе ĕлкĕреймен, хăвнах хăварĕç. Культура институчĕ килĕшмест тетĕн. Эс халь пĕрремĕш курс та пĕтермен, институт мĕн иккенне ăнланса та илеймен, пĕлсе те çитеймен. Культура училищинче мĕнле юратса вĕрентĕн те тăватă çул вĕренни çине суратăн-и? Вĕреннĕшĕн хамăр тӳлеме пултарнă чух эс малтан пĕтер-ха институтне, кунне-çĕрне пăхмасăр вĕрен, ăслă кĕнекесем вула, ăслă çынсем каланине итле, тăна ил. Эс лĕпĕш мар, ăслă-тăнлă хĕр. Нумай вĕреннĕ, пысăк пĕлӳллĕ çын хăй çулне тупатех. Кам хыççăн кайса çапла хăтлантăн, кам хыççăн утатăн? Сӳтсе явма аçу-аннӳ çук-и сан? Выçă усратпăр-и, çĕтĕк-çатăк çӳрететпĕр-и? Кам сиккине сикетĕн? Кӳршĕ хĕрĕсем илĕртнипех хăв çулунтан пăрăнса каясшăн-и-ха ĕнтĕ? Пурне те хăв тĕллĕн тăвасшăн, ирĕке ытла юрататăн. Ачарах чух пирĕн сăмахран тухмастăн, илтеттĕн, шухăшлама пĕлеттĕн. Питĕ кĕтет ĕнтĕ сире Мускав, питĕ кирлĕ унта сирĕн пек шĕпĕнсем. Видишь ли, ĕçне те тупса хунă, хваттерĕ те хатĕр сире валли. Тен, кулачне те пылпа çу сĕрсех хунă? Мускав кулач çитерет, кулачĕ армутирен йӳçĕ тенĕ халăхра. Çавна илтнĕ-и эс? Илтмен-и? Мĕншĕн йӳçĕ пултăр вара вăл кулач тетĕн пуль-ха. Кулачĕ кулачах пуль-ха та. Унта сире хӳтĕлекен аçу-аннӳ çук. Мĕн ĕлĕкрен ресторансемпе кафесенче, лавккасенче ĕçлекен çамрăк хĕрсене пукане вырăнне хунă, вĕсемпе пуканепе вылянă пекех вылянă, – лăпкăн, васкамасăр калаçать арçын. – Пукане мар-çке эс, Наташа. Эс çакăн пек çăмăлттай пулатăн тесе нихăçан та шутламан эпир. Ватлăхра санпа савăнăпăр тенĕччĕ. Аллă патнелле утатпăр, çамрăкланса пымастпăр вĕт. Мĕн шыраса каясшăн эс Мускава? Мускав – тĕнчипе паллă культура центрĕ. Унта çĕршер музей, вуншар театр, институтсемпе университетсен шучĕ çук. Унти кашни алăк хăлăпĕ, кашни çурт – музей экспоначĕ, анчах эсир çав культурăпа паллашма каймастăр-çке, вĕсемпе паллашма, киленме пĕлместĕр. Кайса килĕпĕр-ха пĕрре, çемйипех кайăпăр, курса савăнăпăр. Пĕр Хĕрлĕ площадьпе Кремль мĕне тăраççĕ. Эп вĕсене пĕрремĕш хут курсан ман сывлăш пӳлĕнсе ларнăччĕ. Вĕсен илемĕ, мăнаçлăхĕ этеме пĕр тыткăнлать те пуçа çӳлерех çĕклесе мăн кăмăллăн, танлăн утма вĕрентет. Çаплаччĕ ĕлĕкхи тĕп хула, шел, паянхи Мускав вăрă-хурах йăвине аса илтерет.
Эсир унта часах сĕрĕм тивсе минретĕр. Пăх лайăхрах: мĕн чухлĕ хĕр пăсăлса килет Мускавран. Хăшĕсем качча каям пекки тăваççĕ те ача йăтса таврăнаççĕ е пуçĕпе çухалаççĕ. Аннӳпе иксĕмĕр хамăр ĕçленĕ чух сана вĕрентсе кăларасчĕ, çын тăвасчĕ тетпĕр-çке.
– Атте, ман хăçанччен сирĕн ĕнсе çинче лармалла тет çак? Ĕç укçи мĕнпурĕ те пилĕк пин тенкĕ çеç илетĕп. Мĕн тума çитет вăл? Хĕллехи атăсем тăватă пинрен кая мар, аванрах курткăсем вунă пин патнелле. Вĕсене туянма апат çимесĕр виç уйăх укçа пуçтармалла. Хăçанччен сирĕн куçран пăхса йăлăнса ларас-ха ман?
– Институт пĕтериччен ун çинчен ан шухăшла. Эпир саншăн ĕçлетпĕр, саншăн пурăнатпăр. Хальлĕхе вĕреннĕшĕн тӳлеме пултаратпăр-ха. Вĕренсе пĕтерсен хуть Вашингтона кай. Ун чухне пурăн ху пĕлнĕ пек. Эп те аннене итлеменнипех пĕтеттĕм. Шупашкарти физикăпа математикăна туллинрех вĕрентекен интерната вырнаçтарнăччĕ те, тарса килтĕм, тек каймарăм. Ирĕке юратнă çав эпĕ те. Анне куллен фермăраччĕ, атте кунĕн-çĕрĕн ӳсĕр. Пур-и ун ачисем, çук-и – аса та илмен вăл. Пирĕн çинчен шухăшласа пуçне ватман, кĕленче тупса пултăр. Анне ĕçе кайнă чух мана вăратса хăваратчĕ, эп вăл тухса кайсанах минтер çинелле тӳнеттĕм. Хăш чух иккĕмĕш урока, хăш чухне виççĕмĕшне лакăштатса пырса кĕреттĕм. Вăхăтра класа кĕрсе ларса курман эп. Шкула кайма тухсан та килĕрен киле кĕре-кĕре тухаттăм. Мĕн шыранă-ши эп унта? Кӳлĕ хĕррине çитсе çаврăнаттăм, хуçасăр юлнă кивĕ садра вирт-вирт кукамайсемпе калаçаттăм, çӳлелле ывăтса ярса вĕçтереттĕм, вĕсем мĕнле вĕçнине тем таран пăхса тăраттăм. Кӳлĕре вĕтĕ йыт пуллисене тытса пăхаттăм та каялла шыва яраттăм. «Шапа пулайман-ха, хӳрисем татăлман», – тесе тинкереттĕм. Ӳснĕçем хӳрисем татăлса ӳкеççĕ тесе шутланă эп. Кашни кун çитсе килеттĕм кӳлĕ хĕррине, тек сăнаттăм йыт пуллисем мĕнле ӳснине. Çӳресе ывăнсан шкулалла сĕнкĕлтететтĕм. Парта айне кĕрсе лараттăм, кĕсьесенчен тимĕр-тăмăр, тутăхнă пăта, шуруп, гайка туртса кăлараттăм, пуçлаттăм выляма. Хам тăрăшманран учитель манран урок та ыйтмастчĕ. Пĕрремĕш класс пĕтернĕ çĕре вулама та, çырма та вĕренеймен эп.
Урамри кашни йытă ман тусчĕ. Кашнинех тытса ачашлаттăм, юрататтăм. Çуркунне енне кайнăччĕ. Пĕрисен хапхи патĕнче виçĕ пĕчĕк йытă çури выляса çӳретчĕç. Пĕрне пырса тытрăм та хĕве персе чикрĕм. Шăннă пек курăнчĕ те, ăшăтас тенĕччĕ. Амăшĕ пынине сисмен те эпĕ. Мĕнле ярса илчĕ пĕçĕрен, çăвар тулли çемçе какай татса та илчĕ. Юн шăпăртатса анчĕ. Çухăрса янине шкулта та илтрĕç пуль тенĕччĕ. Ни ура çине тăраймастăп, ни утаймастăп. Хĕври йыт çурине кăларса яма ăс çитернĕ-ха хам. Пĕр хĕрарăм пырса тухман пулсан йытти кăшласах яратчĕ пуль сылтăм урана. Эп çухăрнине илтсе хуçи те тухрĕ, хуса кĕртрĕ йытта. Такам аннене каласа ĕлкĕрнĕ, хашкаса чупса çитрĕ. Мана кӳршĕ арçынни больницăна леçрĕ. Пĕр уйăха яхăн пурăнтăм унта, çăвăр автан пек сиккелесе çӳреттĕм. Ура вут пуленки пек шыçса ларчĕ. Ыратнипе çĕрĕпе урана силлесе ларатăп. Киле те каяс килет, аннене те курас килет. Тунсăхласах çитрĕм, кĕç-вĕç йĕрсе яма хатĕр. Пĕчĕк сысна çури илсе килнĕччĕ анне, питĕ туслашрăмăр эпир унпа. «Машка, Машка, тесе чĕнеттĕм те, сиккипе чупса пыратчĕ, пĕчĕк кĕрен сăмсипе чĕркуççирен тĕкетчĕ. Эп йăванса кайсан ман çине хăпарса тăрса ташлатчĕ – кулса вилĕн. Часах ӳссе кайрĕ, эп ун çине утланса кил карти тавра ĕрĕхтерсе çӳреттĕм. Хӳрине тăратса чупатчĕ, ӳкерсе те хăваратчĕ хăш чухне. Эп больницăра чух витери сыснана пустарнă анне. Юрать, ăна пуснине хам курман. Çавăнтанпа какай çиме пăрахрăм. Машка куçранах пăхать пек туйăнатчĕ. Çав çул сарамакпа чирлесе тата икĕ уйăха яхăн выртрăм больницăра.
 
: 875, Хаçат: 35 (1025), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: