Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хальхи вăхăтра лавккасенче мĕн кирли йăлтах пурри çынна наяна ярать тесен йăнăшмăпăр. Калăпăр, темиçе çул каялла кăна-ха чăвашсен хушшинче ал ĕç тума, тĕртме, çăм арлама пĕлмен хĕрсем пулман. Халĕ çамрăксенчен нумайăшĕ алла йĕпсе тытса та курмасть. Мĕншĕн тесен кирлĕлĕхне туймасть. Çапах та пултаруллă ал ăстисем çук тенине пĕлтермест çакă. Пур-ха вĕсем пирĕн. Вĕсенчен пĕри – Çĕпрел районĕнчи Упи вăтам шкулĕнче истори, обществознани предмечĕсене вĕрентекен Наталия Куракина.
Наталия Николаевнăна кăçал Хусанта Сабантуй уявĕнче курсан пултарулăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Вăл авалхи чăваш тумне тăхăннăскер, пир станĕпе питĕ ăста тĕртсе ларатчĕ. Аллинчи ăси выляса çеç тăнă май ачалăх, килте асанне кавир тĕртни аса килчĕ. Халĕ пир станне музейре çеç курма пулать-çке. Пир тĕртекенсем çук тесен те юрать. Çапах та Наталия Николаевна, çамрăк пулин те, ку ăсталăха пĕлет ав.
Хăй каланă тăрăх, пир мĕнле тĕртнине маларах хунямăшĕ Лидия Петровна кăтартнă, каярах, темиçе çул каялла, тăванĕ, Упире пурăнакан Зинаида Никитина (халĕ 85-ре) тĕртме кăна мар, пир станне çип тирме те вĕрентнĕ иккен. Наталия питĕ ăста тĕртнине Сабантуйра ют çĕршыв хăнисем те интересленсе сăнарĕç. Нумай пулмасть Хусанта иртнĕ «Крутушка» этнофестивальте вара Упи вăтам шкулĕнчи «Исток» кружока çӳрекен ултă хĕрпе пĕрле Наталия Николаевна Раççейĕн, Тутарстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çынсене мастер-классем кăтартса пир тĕртме вĕрентнĕ. «Хамăр пĕлни кăна мар, ыттисене те вĕрентме пултаратпăр халĕ», – кăмăллăн пĕлтерчĕ кун пирки вăл.
Пир станĕпе тĕртесси алла илнĕ пĕртен-пĕр ăсталăх кăна та мар иккен-ха Наталия Николаевнăн. Вăл тата ăста ӳкерет, йĕппе, çекĕлпе çыхать, тĕрлет, вĕт шăрçаран темĕн те тăвать, хушпу-тухья ăсталать. Ал ĕçĕ – чун киленĕвĕ çеç мар унăн, ĕçĕ те. Хăйĕн предмечĕпе çыхăнтарса тарăнрах тĕпчет те. Шкулта ертсе пыракан «Исток» кружокра ачасене тĕрлĕ ăсталăха, çав шутра пир тĕртме вĕрентнĕ май районти халăхсен ал ĕçĕсем, вĕсен историне, мелĕсене, уйрăмлăхĕсене пĕрле тĕпчеççĕ. Сăмах май, пир станĕ Наталия Николаевнăн класĕнчех ларать, унпа кирек кама та ĕçлеме чару çук, ватмалла çеç мар. Хĕр ачасемсĕр пуçне арçын ачасем те тĕртме вĕренеççĕ кунта. Шкулта хальхи вăхăтра икĕ станĕ пур, иккĕшĕ те ĕçлеме юрăхлă. Пĕрремĕшне, музейра лараканскерне, пилĕк çул каялла хута янă вĕсем, теприне вара Наталия Николаевна хăйĕн хунямăшăнне илсе килнĕ. Паллах, ăна та хута яма Зинаида Никитина пулăшнă.
– «Крутушка» пире уссине нумай пачĕ. Эпĕ хам кăна тата темиçе ăсталăха: пир станĕпе эрешлесе пир тĕртме, çурта, çăмран картинăсем тума вĕрентĕм. Çитес çул тата хутшăнас кăмăл пур. Ун валли ачасемпе халех хатĕрленесшĕн, пир станĕпе тĕрлĕ япаласем тĕртсе хурасшăн, – терĕ вăл.
Çак пултаруллă çамрăк хĕрарăм тăватă ача амăшĕ пулнине пĕлсен тӳрех ĕненес те килмерĕ. Ялта пурăнакан, нумай ачаллă учителĕн ал ĕç тума, сăвă çырма ăçтан вăхăчĕ çитет-ха? Шкулта çеç мар, кил-тĕрĕшре те ĕçĕ çителĕклĕ вĕт. «Наталия Николаевна пирĕн питĕ пултаруллă, шкулти, ун тулашĕнчи мĕнпур ĕçе хутшăнать. Вăл «Çулталăк учителĕ» район конкурсĕнче палăрчĕ. Вĕренекенĕсене те мĕнпур мероприятие хутшăнтарма тăрăшать», – терĕ ун çинчен ĕçтешĕ Л.Сердцева. Сăмах май, Наталия Николаевна халĕ кăна «Крутушка» этнофестивальтен Дипломпа таврăнчĕ, темиçе кун каялла тата район администраци пуçлăхĕн Хисеп хучĕпе те чысланă.
Наталия Николаевнăна пултарулăхне курах пуль Турри виçĕ хĕрпе пĕр ывăл панă. Хĕрĕсем Аньăпа Маша тата Настя та ал ĕçне ăста. Аня, тĕслĕхрен, шкулта мĕнпур енчен маттур, вăл лайăх вĕренет, юрлать-ташлать, пĕр сăмахпа – лидер. Павлик та вĕт шăрçапа тĕрлĕ япала ăсталама юратать иккен.
– Ачасен килте кашнин хăйĕн ĕçĕ пур, упăшка та пулăшать мана, çавăнпа пур çĕре те ĕлкĕретĕп, – сăпайлăн хуравларĕ вăл мана хумхантаракан ыйтăва. Мăшăрĕ Александр Анатольевич Ульяновск хулинче водитель пулса ĕçлет-мĕн, виçĕ кун ĕçлет те тепĕр виçĕ кун канать. Ку та чăрмав мар вĕсемшĕн, мĕншĕн тесен çемьере татулăх, килĕшӳ хуçаланать. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсен ĕçсĕр пуçне кану валли те, чун киленĕвĕ валли те вăхăчĕ тупăнать.
 
: 1551, Хаçат: 35 (1025), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: