Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Почта ĕçченĕсен, уйрăмах почтальонсен, хаçат-журнал çырăнтарса 30 пин тенкĕ преми илме май пур.
Августăн 19-мĕшĕнче Хусанти «Идель-пресс» çуртĕнчи конференци иртекен пӳлĕмре туллиех халăх пуçтарăннăчĕ. Кунта Тутарстанра тухса тăракан хаçат-журналсен редакторĕсем тата почта ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Пурте мар, паллах, хастар почтальонкăсем çеç.
Пĕлтĕр «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникаци республика агентствипе «Почта России» филиалĕн «Татарстан-почтасы» хаçат-журнал çырăнтарассипе почтальонсен хушшинче конкурс йĕркеленĕ. Конкурса виçĕ ушкăнпа хакланă: ялта тата пĕчĕк хулапа пысăк хуласенче пурăнакансем.
Конкурсра малта тухнисене саламласа «Татмедиа» УАО генеральнăй директорĕпе Рустам Бикмухаметовпа «Татарстан-почтасы» директорĕ Регина Кузнецова почтальон ĕçĕ мĕнле йывăр пулни çинчен каларĕç.
– «Почтальон вăл – чун туртăмĕ», – тесе шутлатăп, – терĕ Рустам Бикмухаметов поч- та ĕçченĕсене мухтаса. Вĕсене çынсем килĕрен тенĕ пек кĕтсе тăраççĕ. Уйрăмах пенси панă кунсенче почтальонсен кашни пенсионер патне кĕрсе укçа пама тивет. Лешсем вара почта ĕçченĕсене чей ĕçтерсе хăналама тăрăшаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, пирĕн сирĕнсĕр пурнăç малалла каяймасть. Компьютер та, ытти те сирĕн ĕçĕре улăштараймасть. Ман шутпа, хаçат-журнала алла тытса вуланине нимĕн те çитмест, ĕмĕрлĕхе асăнмалăх юлать.
«Татарстан-почтасы» директорĕ те питĕ ырă сăмахсемпе пуçларĕ калаçăва:
– Эпĕ хам та почтальонка пулса ĕçлеме пуçланă почта уйрă- мĕнче. Нумай хура-шуррине курнă. Çавăнпа та вĕсен ĕçне питĕ лайăх ăнланатăп, – терĕ Регина Викторовна. – Çăмăл ĕç мар. Çавăнпа та вĕсем çак ĕçре вăрах тытăнса тăмаççĕ. Уйрăмах Хусанпа Çырчалли хулинче хаçат-журнал валеçекенсем çитмеççĕ. Юлашки икĕ уйăх çурăра, «Почта России» пуçлăхĕсем улшăннă хыççăн, почтальон профессине хисепе çĕклес ĕç пырать. Çитес уйăхран, сентябрьтен, пысăк хуласенче ĕçлекен почтальонсен ĕç укçине ӳстереççĕ. 2014 çултан вара пурин те ӳсме тивĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн республикăра пурĕ 4 пин ытла поч- тальон вăй хурать.
Конкурсра çĕнтернисене Тав хучĕ тата преми пачĕç. Преми тенĕрен, I вырăн йышăннисене – 30 пин тенкĕ, II вырăна тухнисене – 25 пин тенкĕ, III вы- рăнтисене – 20 пин тенкĕ парса савăнтарчĕç.
Çĕнтерӳçĕ-почтальон сене саламлама çаплах районсенче тата хуласенче тухса тăракан хаçат-журналсен тĕп редакторĕсем те килнĕ. Вĕсем чи нумай хаçат-журнал çырăнтаракансемпе мăнаçланса, вĕсен ĕçне чапа тата хисепе хурса мухтарĕç. Малашне те алла-аллăн ĕçлемешкĕн сывлăх тата ăнăçу сунчĕç.
 
: 1074, Хаçат: 35 (1025)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: