Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Халăх юрри-кĕввипе интересленекенсем çулран çул йышланса пыраççĕ. Тĕрлĕ фольклор, этно фестивальсем çине-çинех йĕркелени те çакна çирĕплетет. Музыкантсем те, куракансем те, суту-илӳпе аппаланакансем те хаваспах çӳреççĕ вĕсене. Хусан çывăхĕнчи Халăхсен хушшинчи «Крутушка» этника фестивалĕ пирки те çакнах каламалла. Августăн 23-25-мĕшсенче пиллĕкмĕш хут иртрĕ вăл. Яланхи пекех ăна «Центр информационных технологий в образовании» тулли мар яваплăхлă общество, «Байтик» компьютер лагерĕ тата «Крутушка» санатори йĕркеленĕ. Паллах, ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви, Çӳлту муниципаллă район администрацийĕ пулăшмасан йĕркелӳçĕсене çак пысăк мероприятие ирттерме çăмăлах килмĕччĕ. Виçĕ кунра тăватă пине яхăн çын пулнă фестивальте.
Чи малтанах «Крутушкăна» çемье фестивалĕ пек ирттерме йышăннă, çакна кашнинчех çирĕп пăхăннă. Çавăнпа кунта эрех-сăра ĕçме чарнă. Тĕрлĕ çулсенчи ачисемпе çӳрекен ашшĕ-амăшне вара кашни утăмрах курма пулнă. Фестивалĕн ячĕ пилĕк çулта инçете саланнă. Хальхинче те Крутушка çĕрĕ çинче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансене курма пулчĕ, кам сцена çине улăхрĕ, кам курма килнĕ, кам – фольклорпа тачă çыхăннă декоративлă прикладной япаласем сутать, халăх йăли-йĕркине кăтартакансем те пур. Ют çĕршывсенчен артистсем килнĕ. Кăçал çапла Болгарири Theodosii Spassov Folk Quintet паллă коллектив, Германири Nadishana-Kukchtrma nn-Braun ушкăн Тутарстан çĕрĕ çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ, сăмах май каласан вĕсем кунта пĕрремĕш хут мар. Крутушкăна пухăннисем хаваспах Зуля Камаловăна итлерĕç. Австралире пурăнакан ентешĕмĕре кашнинче Хусана килмессерен хаваспа кĕтсе илеççĕ. Хальхинче те çапла пулчĕ, кĕçех Хусанта Зуля Камаловăн концерчĕ пулать, иккĕленместĕп фестивале пынисенчен чылайăшĕ кайĕ ăна итлеме. Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче Пушкăрт- станран «Аргымак» этно-рок ушкăна итлеме интереслĕ пулчĕ. Халăх кĕввисемпе пĕлсе усă курса рок ритмĕпе илемлетни кăна çитмен кĕвĕçĕсене, варган каласа, пыр тĕпĕнчен тухакан сасăпа (горловое пение) юрласа куракан кăмăлне кайма пĕлеççĕ кӳршĕсем. Чылайччен асра юлĕç вĕсем. Ушкăн ертӳçи Ринат Рамазанов кăмăл тăвакансене пыр тĕпĕнчен тухакан сасăпа юрлама вĕрентрĕ. Калас пулать, ытти хăнăхусене те вĕренме май пулчĕ фестивальте. Халăх ăстисем кашниех мастер-классем ирттерчĕç тесен те ӳстерместпĕр. Варган калама вĕрентекенсем те темиçен пулчĕç, кашнин хăйĕн меслечĕ. Халăх педагогикин ăсчахĕ Новосибирскран килнĕ Андрей Каримов ашшĕсем валли чăн-чăн урок ирттерчĕ. Унта пулнисем питĕ кăмăллă юлчĕç, халиччен тавçăрайман ансат япаласем çинчен пĕлчĕç.
Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнчи Наталия Куракина та хăйĕн вĕренекенĕсемпе мастер-класс кăтартрĕ, пир тĕртме вĕрентрĕ. Вĕренекенĕсем тухья, масмак çыхма хăнăхтарчĕç. Наталия Николаевна сăмахĕсемпе авалтан пыракан чăваш ĕçне хăнăхас текенсем пулнă, анчах пит нумайăн мар. «Кăна ăнланма пулать, – тет вĕрентекен. – Пир тĕртмелли станок тупма çăмăл мар халĕ, çавăнпа çамрăксем интересленсе ĕçе хăнăхса кайсан та ӳлĕм ĕçлеймĕç. Урай, сак сармаллисем тĕртсе пама, визиткăсем хăварма ыйтакансем пулчĕç, – тесе каласа парать ăстаçă. Малашне ыйтакансен кăмăлне тивĕçтерме шутлать вăл. Вăтам шкулти истори вĕрентекенĕшĕн ку ытлашши ĕç пулмĕ, çитменнине хăй ертсе пыракан «Истоки» историпе этнографи кружокне çӳрекенсемшĕн те кăсăк ĕç пулĕ çакă.
Фестивальте чăвашсем татах пулчĕç. Тĕрĕссипе, «Крутушка» иртмессерен чăваш юрри-ташши янрать «Байтикре». Кунта Хусанти «Салам» фольклор ушкăнĕ те, Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнчи вăтам шкулти коллектив та пулнă. Кăçал Пăва районĕнчи тĕрлĕ ялта пурăнакан чăвашсенчен тăракан «Уяв» фольклор ушкăнĕ пулчĕ: Федор Петров Киштекрен, Анна Никонорова Таккавартан, Людмила Шурбина Кипекрен, Надежда Жирнова Чăваш Шуршуран, Розалия Дубова Тинкешрен, Наталия Герасимова Элшелĕнчен, Ольга Юркинăпа Оксана Проворова Пӳркелĕнчен, Василий Матросов баянистпа Моисей Гордеев Рункăран. Ансамбль ертӳçи Наталья Ракова Ескӳлĕнчен. Çак коллектив çулĕпе пит аслă мар, «Уяв» ят илнĕренпе те сакăр уйăх çеç иртнĕ. Апла пулин те сцена çинче хăйне питĕ çыпăçуллă, пысăк опытлă ушкăн пек кăтартрĕ. Пĕр шутласан кунтан тĕлĕнмеллех мар пулĕ. Мĕншĕн тесен 17 çынран тăракан «Уяв» (тĕрлĕ сăлтавсене пула фестивале пурте килеймен) тĕпрен илсен культура ĕçченĕсенчен тăрать. Вĕсен ĕç опычĕ те пысăк, пĕр-пĕрне те лайăх пĕлеççĕ. Çакăнпа ăнлантарма пулать сцена çинчи килĕшӳлĕхе. «Уяв» «Крутушкăра» вăййа тухнине кăтартрĕ. Килес çул та хутшăнма шутлаççĕ пăвасем фестивале. Хальлĕхе иртерех-ха пулас программа пирки калаçма, анчах вăл чăваш йăли-йĕркипе çыхăнни пирки, пăхма интереслĕ, итлеме кăмăллă пуласси пирки иккĕленмелли çук.
Çитменнине килес çул фестиваль улттăмĕш хут иртсен те (юбилей çулĕ мар ĕнтĕ) 300 çын пурăнакан Крутушка 100 çул тултарать. Çавăнпа фестиваль урăм-сурăм чаплă иртесси куçкĕрет.
«Крутушка» вырсарникун каçа юлса хупăнчĕ. Йĕркелӳ комитечĕн председателĕ, «Крутушка» санаторин генеральнăй директорĕ Лариса Бикмуллина, фестивалĕн илемлĕх ертӳçи Александр Батраков пухăннисемпе килес çулччен сывпуллашнă хыççăн сцена çине Монгол, Бурят республикисенче пурте пĕлекен юратакан Буряти юрăçи Намгар (Шурă пĕлĕт) хăйĕн ушкăнĕпе тухрĕ. Бурят халăх кĕввисем, пыр тĕпĕнчен юрланă юрăсем 2013 çулхи «Крутушкăна» хупрĕç.
 
: 1085, Хаçат: 35 (1025), Категори: Фестиваль

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: