Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛЬЯНОВСК хулинчи «УльяновскКинофонд» культура учрежденийĕн никĕсĕнче инвалидсем валли нумай функциллĕ кинозал уçăлнă тесе пĕлтерет REGNUM ИА. Нумай функциллĕ кинозал облаçшăн кăна мар, Раççейшĕн те çĕнĕлĕх, мĕншĕн тесен вăл хальлĕхе çĕршывра та пĕртен пĕрре кăна. Çурта юсама федераллă тата регион бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. «Луи» кинозалăн çак пӳлĕмĕ малашне инвалидсем хутшăнмалли центр та пулĕ, çавăнпа кунта çемье уявĕсем, ытти кану тата ĕçлĕ мероприятисем иртĕç.
САМАР облаçĕнче опекунсем ӳстерекен, усрава илнĕ тата 4 е ытларах ача ӳстерекен пĕччен хĕрарăмсен ачисене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн пĕр хутчен парăнакан пособи – 1000-шер тенкĕ – панă тесе пĕлтерет «ВолгаИнформ» ИА. Çакăн пек социаллă пулăшăва Самар облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Николай Меркушкин хушăвĕпе Социаллă демографи тата çемье политикин министерстви хатĕрленĕ, губерни Думи 2013 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче йышăннă законпа килĕшӳллĕн параççĕ. Пĕтĕмпе пулăшăва регионти 8,5 ача (8413400) илнĕ.
САРАТОВ облаçĕнче «Тухăç-2013» конкурса хутшăнас текенсенчен заявкăсем йышăнма пуçланă тесе пĕлтерет REGNUM ИА. Конкурса облаçри муниципаллă районсенче пурăнакан, çулла ял хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă 14-21 çулти çамрăксем хутшăнаççĕ. Вăл икĕ тапхăрпа, çичĕ номинаципе («Чи лайăх комбайнер», «Тырă турттаракан чи лайăх водитель», «Чи лайăх комбайнер пулăшуçи», «Йĕтем çинчи чи лайăх ĕçчен», «Чи лайăх тракторист», «Чи лайăх пахча çимĕç ӳстерекен» тата ытти те) иртет. Конкурса кăçал кĕркунне пĕтĕмлетсе çĕнтерӳçĕсене чыслĕç. 2012 çулта унта муниципаллă 20 районтан 6,5 пин çын хутшăннă, 25 çĕнтерӳçе палăртнă.
ЧĂВАШ ЕНРИ Комсомольски районĕнчи Шурурт-Нурăс ялĕнче пурăннă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă виçĕ пĕртăвана Александр, Николайпа Геннадий Соколовсене халалласа гранит палăк лартнă. Ку çемьен историйĕ Раççейри пин-пин çемьеннинчен питех уйрăлса тăмасть. Пĕртăвансем вăрçă пуçлансанах фронта кайнă та таврăнман. Вĕсен вăрçăри йĕрĕсене мăнукĕсем, пĕртăванĕсен ачисем архивсенчи документсем тăрăх тупнă. Çапла вĕсем Александр Карелире, Николай Вязьма хĕрринче, Геннадий Курск пĕккинче вилнине пĕлнĕ.
 
: 1407, Хаçат: 35 (1025), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: